veterinarЯнварĕн 25-мĕшĕнче пирĕн çĕршывра харăсах икĕ уяв — Татьяна ятлăскерсем хăйсен менелникне, пĕтĕм Раççейĕпех вара Студентсен кунне паллă тăваççĕ.

Историнчен çакă паллă: нумай асапсем тÿссе вилнĕ çветтуй Татиана кунĕнче, 1755 çулта, Елизавета Петровна императрица «Мускав университетне йĕркелесси çинчен» хушăва алă пуснă, январĕн 12-мĕшĕ /25-мĕшĕ\ официаллă майпа университет кунĕ пулса тăнă. Шăпах çавăнтанпа çветтуй Татиана пĕтĕм студентсене хÿтĕлекенĕ шутланать.

Сăмаха май, грек чĕлхинчен куçарсан «Татиана» ят «ĕç тăвакан, ĕçе йĕркелекен» тенине пĕлтерет. ЧР патшалăх ветеринари службин «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» ЧР бюджет учрежденийĕн начальникĕн заместителĕ Татьяна Валерьевна Прокопьева та хăйĕн ятне тÿрре кăларать. Пĕр енчен сăпайлă та именчĕк вăл, анчах тепĕр енчен яваплă та ĕçчен, хастар та çирĕп тĕллевлĕ. Темиçе çул каялла Татьяна та студент пулнă, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ветеринари медицинин факультетĕнче пĕлÿ илнĕ.

«Студент вăхăтне ăшă туйăмпа аса илетĕп. Общежитинче пĕр пÿлĕмре тăваттăн пурăннă çулсем, Шупашкар районĕнчи учхозра вĕренÿре пулнă кунсем, пĕрремĕш хут хăра-хăра кушакка операци туни халĕ те куç умĕнчех. Пирĕн ушкăн туслă пулнă, вĕренÿре те, канура та яланах пĕрлеччĕ. Студентсен кунне те хаваслăн паллă тăваттăмăрччĕ. Пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе халĕ те çыхăну тытатпăр, вĕсемпе кăна мар — преподавательсемпе те», — асаилÿсен авăрне путса каласа парать Татьяна Валерьевна.

Практикăра Вăрмарти ветеринари станцийĕнче пулнăскер, çамрăк специалист алла диплом илнĕ хыççăн та шăпах кунта ĕçлеме килет. Малтанах Аслă Чакри ветучастокăн заведующийĕнче тăрăшнă, унтан ветеринари врачĕ — эпизоотолог пулса вăй хунă, халĕ вара — начальникăн заместителĕ. Татьяна Валерьевнăн тивĕçĕ ытларах ĕç хучĕсене йĕркелессипе çыхăннă, çавăн пекех вăл кил-çуртра тытакан чĕр­чунсене — кушаксене, йытăсене, арлансене /хомяк\, тинĕс сыснисене тата ыттисене те ветеринари пулăшăвĕ кÿрет, кирлĕ чухне операцисем тăвать.

«Пирĕн районта çынсем тĕрлĕ ăратлă йытă-кушаксем те усраççĕ пулĕ-ха», — кăсăклантăм эпĕ. «Çапла, — хуравларĕ Татьяна Валерьевна, — Кушаксем пирки калас пулсан, кĕске хÿреллĕ бобтейл, йă­ваш кăмăллă, пысăк мейн-кун текеннисене усракансем пур. Йытăсенчен, акă, акита-ину ăратĕнчине тытаççĕ. «Хатико: Самый верный друг» кинофильма пурте курнă пулĕ. Унта йытă, юратнă хуçи вилнĕ пулин те, вăл таврăнасса шанса кĕтет. Хатико — шăпах акита-ину ăратĕнчи йытă».

«Мĕншĕн-ха ветеринари çул-йĕрне суйласа илтĕр?» — тесе ыйтсан Татьянăн хуравĕ çапла пулчĕ: «Эпĕ ачаранах чĕрчунсене юрататăп, шеллетĕп. Пĕр-пĕр чирлĕ йытă-кушак е кайăк курсанах ăна киле илсе килсе сыватма тăрăшаттăм. Пĕчĕк чухне манăн тимĕр шапа та, арлан та, тинĕс сысни те пулнă. Çавăнпа пурнăçа мĕнле профессипе çыхăнтарасси пирки пĕрре те иккĕленсе тăман. Халĕ хĕрĕм те, 8 çулхи Ксения, хам пекех чĕрчунсем патне туртăнать. Килте, Энĕшпуçĕнче, 4 кушак, 2 йытă, арлан, чăх-чĕп усратпăр».

Калаçăвĕнченех паллă: Татьяна Валерьевна хăйĕн ĕçне чунтанах юратать. 12 çула яхăн ветеринаринче тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаканскерĕн наградисем те курăмлă, вĕсем хушшинче — ЧР Патшалăх ветеринари службин, Вăрмар район администрацийĕн Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем тата ыттисем те. Мĕнех, малашне те çитĕнÿсен çулĕпе утăмлама Татьянăна ăнăçу сунмалли кăна юлать.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика