023Тикаш ял тăрăхĕнчи «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи ĕç-хĕл пирки вулакансене паллаштарсах тăратпăр. Паллах, ахальтен мар. Ку хуçалăх районта малта пыракансенчен пĕри шутланать. Николай Анатольевич Иванов хăйĕн хуçалăхне çирĕп алăпа тытса пырать, çывăх çыннисем, юрат­нă çемйи пулăшнипе малаллах аталантарать.

«Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче 700-е яхăн гектар çĕр çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ÿсекен курăксем тата ыттине те туса илеççĕ, мăйракаллă шултра выльăх, сурăхсем усраса çитĕнтереççĕ, унсăр пуçне утар та тытса тăраççĕ.

Выльăх тенĕрен, вĕсене ÿт хушма условисем аван хуçалăхра. Пĕл­тĕр кăна-ха, ноябрь уйăхĕнче, 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх выр­наçмалăх çĕнĕ вите хăпартнă. Ăна 2017 çулта «Семейная животноводческая ферма» тĕллевлĕ прог­раммăна хутшăнса 10 миллион тенкĕлĕх грант выляса илнипе хута яма май килнĕ. Ку кăна мар, грантпа усă курса тата хăйсен укçи-тенкине хушса ял хуçалăх техники, тырă авăртса выльăх апачĕ хатĕрлемелли оборудовани, 40 пуç мăйракаллă шултра çамрăк выльăх туяннă. Каламасăрах паллă, хальхи вăхăтра çĕнĕ витере выльăх-чĕрлĕх хăйĕн вырăнне тупнă ĕнтĕ. Хуçалăхра туса илнĕ ÿсен-тăран продукцийĕ те хĕл кунĕнче аван вырнаçать — выльăха тăрантарма курăм сахал мар кирлĕ.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлесси çăмăл мар ĕнтĕ, уйрăмах выльăх-чĕрлĕх усракансен ĕçĕ нихăçан та пĕт­мест, вĕсен канмалли кун та, каникул та, отпуск та çук. Выльăха апатне те вăхăтпа памалла, айсарăмне те тасатсах тăмалла. Юрать-ха, Николай Анатольевичăн шанчăклă пулăшуçисем — мăшăрĕпе ывăлĕсем — пур. Акă, эпир пынă кун хуçалăх пуçлăхне вырăнта тытаймарăмăр, ĕç ыйтăвĕсемпе кайнă терĕç. Анчах та выльăхсене пăхма никам та юлман тенине пĕлтермест ку: аяк­ранах курăнса ларакан çĕнĕ вите умĕнче тракторĕ те кĕрлетчĕ, Николай Анатольевичăн ывăлĕсем те тĕрлĕ ĕçсене пурнăçласа калла-малла утатчĕç. Вĕсенчен пĕри Иван Николаевич пулчĕ /ÿкерчĕк çинче/.

Мĕн авалтан чăваш, вырăс халăх юмахĕсенче анлă сарăлнă ятсенчен пĕри Иван пулнă. Чылай юмахра, сюжет тăрăх, хăюллă та çирĕп тĕллевлĕ, вăйлă, хастар Йă­ван паттăр тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе хăйĕн телейне тупать. Тикашсем каланă тăрăх, Иван Николаевич та, ятне курах пулĕ, малашлăхалла çирĕппĕн пăхать, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать. Хăйĕн кун-çул телейне ял хуçалăхĕнче тупнă вăл. Виçĕ ывăлтан пĕри, мĕн ачаран ашшĕнчен ырă тĕслĕх илсе, ĕç майне вĕренсе çитĕннĕ.

Вăхăчĕ тем чухлĕ çук пулин те Иван Николаевич сăн ÿкерĕнме килĕшрĕ, хуçалăх ĕçĕ çинче те чарăнса тăчĕ, выльăха мĕнле апатлантарнине, мĕнле условисенче тытнине каласа пачĕ. Хуçалăх ĕçĕпе паллашнă май курса ĕнентĕмĕр — пысăк опытлă та тăрăшуллă çынсем вăй хураççĕ кунта, мĕнпур ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ, çавăнпах аталану çулĕпе пыраççĕ пулĕ Тикашри Ивановсем.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика