РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывăн социаллă-экономикăллă аталанăвне вăйлатас тĕллевпе Правительство умне 12 тĕрлĕ нацпроекта пурнăçласа пыма тĕллев лартнă. Пирĕн ĕç те çак проектсен никĕсĕ çинче пулса пырать. Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ тытăмĕнчи учрежденисенче 2019 çулта ку енĕпе мĕнлерех ĕçсем туса ирттерни пирки район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова паллаштарать.
«Ырă çын çитĕнесси ачаран палăрать», – тетпĕр пулсан, эпир обществăна юрăхлă çынна ачаран çирĕп никĕс парса çитĕнтерессишĕн тăрăшатпăр. Анлă та çирĕп пĕлÿ илесси чи малтанах пысăк квалификациллĕ кадрсенчен пуçланать, унтан вара – ачасем мĕнлерех условисенче пĕлÿ илнинчен.
«Вĕрентÿ» нацпроектра палăртнă задачăсене тĕллевлĕн пурнăçлассипе ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе 6 килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче инфраструктура аталанăвне тата пурлăх базине çирĕплетсе пырассишĕн тăрăшатпăр. Акă, 2019 çулта Кĕтеснер шкулĕнчи спортзалта 1 млн тенкĕлĕх ытла юсав ĕçĕсем тунă. М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çурчĕн çивиттине 690,9 пин тенкĕлĕх тĕпрен улăштарнă.
Районти шкул çулне çитмен ачасен вĕрентÿ учрежденийĕсенче апат-çимĕç хатĕрлекен блоксенче кивелнĕ оборудованине пĕтĕмпе 3 886,068 пин тенкĕлĕх çĕннисемпе улăштарнă. Çавăн пекех вĕрентÿ учрежденийĕсене терроризма хирĕçле кĕрешес тĕллевлĕ оборудованипе 5 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Иртнĕ çул Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче 9 млн та 680 пин те 406 тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем турăмăр. Çак шкулти пурлăхпа техника базине çирĕплетес тĕллевпе 2 млн та 600 пин тенкĕ тăкакларăмăр. 2019 çулхи декабрь уйăхĕнче районти шкулсене ачасене вĕренме илсе çÿреме 2 автобус килсе çитрĕ. 2019 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче цифрăллă тата гуманитарлă профильсен «Ÿсĕм вырăнĕ» /«Точка роста»\ вĕрентÿ центрĕ Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта ĕçлеме тытăнчĕ. Центрăн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисене цифрăллă, çутçанталăкпа ăслăлăх, техникăллă тата гуманитарлă профильсен программисене ăса хывтарма вĕрентĕвĕн тата воспитанин, вĕрентÿ технологийĕсен çĕнĕ йышши меслечĕсене пурнăçламалли условисем туса парасси, çавна май «Технологи», «Математика тата информатика», «Физкультурăпа пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем» предметлă облаçсене вĕрентессин, çавăн пекех IT-технологи, медиатворчество, шахмат, проект ĕçĕ тата урок тулашĕнчи ĕç-хĕл енĕпе хушма пĕлÿ парассин меслечĕсене çĕнетесси. Çитес çулсенче районта кун пек центрсене Пысăк Енккассипе Мăнçырма, Энĕшпуç, Чулкас, Пинер шкулĕсенче уçасшăн. «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» проекта пурнăçласси те тĕп вырăнта. Кунта ачасем тĕрлĕ енлĕ хушма пĕлÿ илессипе тăрăшаççĕ. Пултаруллă та талантлă ачасене тупса палăртасси те шкул учрежденийĕсенче тĕп вырăнта. Шкулсенче вĕренекенсемпе районти çамрăксем район тата республика шайĕнче палăрса тĕрлĕрен стипендисене тивĕçрĕç.
Районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче «Цифра урокĕ» проект ĕçлеме тытăнчĕ. Ку проектра ачасем вăйă меслечĕпе цифра технологийĕсене ăса илеççĕ.
«Ачаллă çемьесене пулăшасси» проект никĕсĕ çинче консультаци пункчĕсем 8 ĕçлеççĕ. Консультацинче ачасене тĕрĕс воспитани парас енĕпе методикăлла тата психологилле пулăшусем илме пулать.
Вĕренÿ сферинче кадрсемпе ĕçлесси те аван пулса пырать. Акă, тĕслĕхрен иртнĕ çул «Чăваш Енри çулталăк воспитателĕ-2019» профессиллĕ конкурса хутшăнса «Родничок» ача садĕнчи воспитатель А.Юнатанова çĕнтерÿçĕ пулчĕ. «Çулталăк учителĕ-2019» ята тивĕçнĕ Арапуçĕнче ют чĕлхе предметне вĕрентекен А.Кузьмин конкурс лауречĕ пулса тăчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кашни çул укçан паракан премине 2019 çулта Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Е.Ефимов илме тивĕçрĕ. Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ М.Михайлова А.Луначарский премийĕн лауреачĕ пулчĕ. 2019 çулхи ноябрĕн 13-16 мĕшĕсенче иртнĕ, Раççей Çутĕç министерстви ирттернĕ Федераци шайĕнчи компетенци хаклавĕн тĕпчевне пирĕн районтан 18 вĕрентекен хутшăннă. Ку апробацине ирттерекен пункт Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пулнă.
«Социаллă активлăх» проект çамрăксемпе ачасен пултарулăхне уçса пама, аталантарма пулăшать. Пирĕн районта 400 ытла ача хăйсен ирĕкĕпе ĕçлесе районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа районти Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенче «Адреслă пулăшу» акци пырать. Ку акци «Социаллă активлăх» проект никĕсĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Ăна Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çывхарса килнине халалланă. Акци вăхăтĕнче доброволец-волонтерсем пĕччен пурăнакан ватăсене, инвалидсене, вăрçă ветеранĕсене килĕсене çитсе тĕрлĕ енлĕ пулăшаççĕ.
Иртнĕ çулхи ĕçсем 2020 çулта та малалла тăсăлаççĕ. Хăш-пĕр вĕрентÿ учрежденийĕсенче тата ачасен сывлăха çирĕплетмелли «Романтика» лагерьте юсав ĕçĕсем тума тата пурлăхпа техника базине çĕнетме палăртнă.
«Спорт – сывă пурнăç йĕрки» проектпа Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче юсав ĕçĕсем тăваççĕ, ку ĕç малалла пырать. Физкультурăпа спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме 2019 çулта 8330,05 пин тенкĕ укçа тăкакланă.
Пуласлăха ачасенче куратпăр пулсан, пирĕн вĕсене мĕн кирлине пурне те туса пама тăрăшмалла».
«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА, кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.