Ум сăмах вырăнне

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă, тăватă çула тăсăлнă Аслă Отечественнăй вăрçă Раççей çĕршывĕн историйĕнче чи хаяр, чи юнлă вăрçă пулнă. Вăл 26 миллион ытла совет çыннин пурнăçне татнă, 1710 хулапа поселока аркатнă, 70 пин яла çунтарса кĕллентернĕ. Фронтра совет салтакĕсем паттăррăн çапăçса пуçĕсене хунă, тылра, çав таранччен йывăр условисенче, мирлĕ çынсем çĕнтерĕве çывхартассишĕн ĕçленĕ. Арçынсем, хĕрарăмсем, ачасем, ватăсем — пурте хăйсене шеллемесĕр пĕр тĕллевшĕн тăрăшнă.

Нацистсем хатĕрленĕ «Барбаросса» план тăрăх, вăрçă кĕске вăхăтра вĕçленмелле пулнă. Вĕсем никам кĕтмен çĕртен тапăнса совет çарĕсене аркатма, Мускав хулине илме, 1941 çулхи ноябрь уйăхĕ тĕлне вăрçа хăйсен çĕнтерĕвĕпе вĕçлеме палăртнă. Чăн та, вăрçă пуçламăшĕ нимĕçсен ăнăçăвĕпе çыхăннă. Вĕсем совет çарĕсен пысăк пĕрлешĕвĕсене аркатнă, нумай салтака тыткăна илнĕ, вĕлернĕ. Малалла та малалла талпăннă тăшмансем. Вĕсен планĕ пурнăçланассăнах туйăннă. Анчах та ку нумая пыман — пĕтĕм вăя парса Совет çĕршывĕ фашистсене хирĕç тăма, лару-тăрăва хăйсене майлă улăштарма пултарнă. Çур çултах вĕçлеме палăртнă вăрçă 1945 çулччен тăсăлнă, совет çарĕсем фашистсене çапса аркатнипе вĕçленнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă питĕ хăрушă пулнă: Совет Союзне хирĕç Германи кăна мар, мĕнпур Европа та çапăçнă темелле. Çав-çавах та эпир тăшмансен шучĕпе чылай ытларах пулнă вăйĕсене çĕнтерме пултарнă. Ахальтен мар çак Аслă вăрçăри Çĕнтерĕве те Аслă тесе калатпăр.

Вăрçă нушипе сахал мар пиçĕхнĕ

«Иртнине аса илсен чĕре чĕпĕт­се ыратать»,- тет Çитмĕш ялĕнче 1918 çулта çуралнă Иульяна Емельяновна ВЛАСОВА.

IMG 6722101 çул каялла кун çути курнăскер лайăххине те, япăххине те сахал мар курнă ĕнтĕ. Пурнăçри чи йывăр самантсем çинчен ыйтсан вăл Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтне аса илчĕ. «Сахал мар пиçĕхнĕ вăрçă нушипе, кĕркунне çĕр айне юлнă çĕрулмине çуркунне пуçтарма кайни халĕ те куç умĕнче, вăл та çукчĕ-ха. Окоп чавма кайсан шăн тăпрана пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн катса кăларни, тем пек ĕçлесен те алăсене, пите тăм илсе кайни халĕ те асран тухмасть», - терĕ те шăпланчĕ, тен, чунĕ те хурланчĕ пулĕ. Эпир вĕсен килне мĕнле сăлтавпа килнине ыйт­са пĕлчĕ. «Эсĕ Олег марччĕ-и-ха, ял советĕнче ĕçлекенни, - терĕ Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхне, Олег Степановича, алă парса. «Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче харпăр хăйне шеллемесĕр, ырми-канми вăй хунисене Раççей Президенчĕ В.Путин хушăвĕпе медаль параççĕ. Иульяна Емельяновна, эсир те çак хисепе тивĕçнĕ», - тесе тыл ĕçченĕн кăкăрĕ çине медаль çакса ячĕ О.Кузьмин. Ку медале çакса ярсан кăштах хурланчĕ те Ульяна аппа. Хăйне хисепленишĕн тав туса сăмаха малалла тăсрĕ: «Халĕ пирĕн пурнăç питĕ лайăх, хăш-пĕр чухне хама патша майри пекех туйса каятăп. Эсир киличчен кăна тухтăр килсе кайрĕ. Хамăр ялта фельдшерпа акушер пункчĕ çук, фельдшерица Анаткасран çÿрет, калаçма юратаканскер сывлăх пирки ыйт­са пĕлет. Питĕ пăхаççĕ, калама та пĕлмелле мар. Сĕтел çинчен апат-çимĕç татăлмасть. Ывăл çемйи час-часах килсе çÿрейменрен хамăн тăванăн кинĕ Елена Власова пăхать мана. Ăна кашни ир кĕтетĕп вара. Пĕр вăхăтра килме хăнăхнă та вăл кăшт каярах юлсанах пăшăрханса чÿречерен пăхма тытăнатăп. Кил-çурта тасалăхра тытать, апатне вăхăтра çитерет. Тавах пурне те, пурнăçа юратăр, пĕр-пĕрне хисеплĕр, çынпа сахалтарах вăрçма тăрăшăр. Пурне те сире вăрăм кун-çул, сывлăх сунатăп», - терĕ юлашкинчен Иульяна Емельяновна сывпуллашнă май, хăйĕн вĕрене çулçи пек тымарланса кайнă алă тупанĕпе Олег Степановича çурăмран лăпкаса.

Чăнах та, ĕмĕр ĕмĕрлесси çул урлă каçасси мар иккен текен шухăш пуçра çаврăнчĕ.

«Халĕ те аса илсе макăратăп»

Редакцинчен: Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитсе пынă май «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине вăрçă çулĕсене аса илсе çырнă çырусем чылай килеççĕ. Вăрçăн синкерлĕ кунĕсене тÿссе ирттернĕ, хăй куçĕпе курнă çынсен асаилĕвĕсем хаçат вулакансемшĕн кăсăклă пуласса шанатпăр. Паян Чулкас ялĕнчи Д.Григорьев хăйĕн асламăшĕн кун-çулне сăнласа çырнă çырупа паллашар-ха.

VOV«Пирĕн асанне Юлия Васильевна Григорьева 1932 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ йывăр пулнă унăн. Амăшĕ Анастасия тата ашшĕ Василий виçĕ ача ÿстернĕ. 1941 çулта вăрçă пуçланнă. Август уйă­хĕнче ашшĕ вăрçа тухса кайнă.

Асанне çав вăхăта аса илсе куççуль витĕр каласа парать: «Эпĕ ун чухне тăхăр çул та тултарайман. Аттен пĕртăван пиччĕшĕ сельсоветра ĕçленĕ. Вăл пирĕн аттене повестка пырса пачĕ. Мана шыв кайса ăсма хушрĕç. Атте мунчара сив шывпа çăвăнса поезд çине тухса кайрĕ. Эпĕ поезд хыççăн чупрăм. Анне: «Юля! Юля! Ан чуп», - тесе кăшкăрчĕ. Аттене юлашки хут курнине те пĕлеймерĕм.

Пире, вăрçă вăхăтĕнчи ачасене, нумай ĕçлеттернĕ. Уя пучах пуçтарма тухнă, крахмал пуçтарса пашалу пĕçерсе çинĕ. Вăрçă пуçлансан колхозри лайăх лашасене суйласа элеватора хупса хучĕç. Кайран вагонсем çине тиесе кайрĕç. Эпир хурланса макăртăмăр. Эпĕ асли пулнă, кĕçĕн ачасене те пăхма лекнĕ. Анне сельсоветра исполнитель пулса ĕçленĕ. Нумай çын вăрман касма кайнă. Пурте ĕçленĕ, ĕçсĕр ларман.

Аттерен икĕ çыру илсе куртăмăр. Вăл вăрçа кайсан нумай та вăхăт иртмерĕ, çухални çинчен хут килчĕ. Анне хурланса макăрчĕ. Шăллăм, пĕчĕкскер, нимĕн те ăнланмарĕ. Питĕ нушаллă вăхăт пулчĕ. Халĕ те аса илсе макăратăп. 1945 çулта вăрçă пĕтрĕ. Нумай çын çапăçу хирĕнчен килĕсене таврăнаймарĕ.

Вăрçă хыççăн колхоза çĕнĕрен ура çине тăратмалла пулнă. 1951 çулта, сентябрĕн 6-мĕшĕнче, вербовкăпа Мускава тухса кайрăм. Эпир тăваттăн пулнă, стройкăра ĕçленĕ.

1952 çулта яла таврăнтăмăр. Эпĕ лашасем пăхма вырнаçрăм.

1953 çулта Валя юлташпа тепĕр хут Мускава кайрăмăр. Май уйăхĕнче яла килтĕмĕр, колхозра бригадăра ĕçлеме пуçларăм. Ун хыççăн чукун çул çине вырнаçрăм, Хусанта ĕçленĕ.

1957 çулта пулас мăшăрпа паллашрăм. Сергей Хусанти техучилищĕре вĕреннĕ. 1958 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче ывăл çуралчĕ. Сергейпе пĕрле 52 çул пурăнтăмăр. Пĕр сивĕ сăмах та илтмерĕм. Вăл тума пĕлмен ĕç пулман. Эпĕ те, вăл та купăс калама юрататтăмăрч­чĕ. «Играй, гармонь» передачăна икĕ хут хутшăнтăмăр, дипломсем пачĕç.

Эпир Чулкас ялĕнче пурăнтăмăр. Чиркÿ тунă çĕрте ĕçлерĕмĕр. Сергей колхозра строительнăй бригадир пулнă. Хăмла участокĕн­че юсав тунă çĕрте вăй хунă. Ялта сумлă та хисеплĕ çын пулнă. 2009 çулта мăшăрăм çĕре кĕчĕ. Халĕ эпĕ ачасемпе пурăнатăп. Канлĕ ватлăхра. Ĕмĕр иртнине сисмерĕм те».

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика