«Вак тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшу кÿресси» наци проектне предпринимателе бизнес аталанăвĕн кашни тапхăрĕнче – хăйĕн ĕçне пуçарма планланă, регистраци тунă, проектсене уйрăм отрасльсенче /туризм, ял хуçалăхĕ/ пурнăçланă, бизнеса малалла аталантарса экспорта тухнă чухне – кирлĕ пулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ.
Предпринимательлĕхре тăрăшакансем хушшинче Энтриялĕнчи «Бишевский» совхоз йышăннă пулнă территоринче ĕçлекен «Кошкин Н.И.» уйрăм çын предпринимателе палăртса хăварас килет. Чăн-чăн çемье бизнесĕ теме юрать вĕсен ĕçĕ-хĕлне, мĕншĕн тесен аслисем те, кĕçĕннисем те пурте туслăн вăй хураççĕ кунта, унсăр пуçне юнашар ялсенчи çынсем валли те ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ.
Производство цехĕсем тăрăх илсе çÿресе пĕтĕм ĕç-хĕлпе пире Юрий Борисович Степанов паллаштарчĕ. Пĕр цехĕнче, пысăк пÿлĕмре, çĕвĕ машинисем вырнаçтарса лартнă, алсасемпе стелькăсем, мангалсем валли чехолсем çĕлеççĕ иккен кунта. Çĕлекенсем — Алина Владимировна Христофорова, Валентина Юрьевна Федотова тата Нина Алексеевна Петрова. Виççĕшĕ те Шутнерпуçĕнчен. Чылай çул ĕçлеççĕ вĕсем çак уйрăм çын предприниматель патĕнче, ĕç условийĕсемпе те, ĕç укçийĕпе те кăмăллă пулнине пĕлтерчĕç. Цехра çутă, ăшă, стена çумĕнчи радио юрă-кĕвĕ шăрантарать. Эпир пынă вăхăтра мангалсем валли спанбонд текен материалтан чехолсем çĕлетчĕç. Материалĕ юнашар пÿлĕмре рулонĕпех выртать. Хĕрарăмсем пулас чехол валли пайĕсене хăйсемех касаççĕ, хăйсемех сыпăнтарса çĕлеççĕ.
Тимĕрпе ĕçлекен цехра шавлăрах, ĕç станокĕсем кĕрлеççĕ кăна. Мангалсем, атă-пушмак тăхăнмалли кашăксем /ложки для обуви/, шампурсем, аш-какай тĕтĕмлентермелли хатĕрсем, алăк хăлăпĕсем туса кăлараççĕ кунта. Станоксем умĕнчи ĕçченсем пуçа çĕклемесĕр вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри — Юрий Александрович Иванов /вăл та Шутнерпуçĕнчен\, ятарлă станокпа атă-пушмак тăхăнмалли кашăксем касса кăларатчĕ. Опычĕ те сахал мар унăн, 5 çул ытла çак ĕçре тăрăшать. Тимĕртен тунă хатĕр продукци уйрăм вырăнта упранать, кĕçех ăна курттăммăн туянакансем патне ăсатĕç.
Тимĕр производствипе çĕвĕ ĕçĕсĕр пуçне ял хуçалăхĕ енĕпе те вăй хураççĕ кунта. Çак ĕç «Данилова Е.Ю.» уйрăм çын предприниматель çинче. Елена Юрьевна — Юрий Борисовичăн хĕрĕ. «Малтанах хамăр валли тесе сурăх, романовски ăратĕнчисем, усрама пуçланă та, вĕсем ĕрчесе кайнине кура утă-улăм хатĕрлеме арендăна çĕр илтĕмĕр. Пуласлăхра сурăхсем вырăнне сăвакан ĕнесем усрама пуçласшăн. Мĕнле пулать-ха», — каласа парать Юрий Борисович.
Юнашарти хуралтăсенче — кайăк-кĕшĕк. Ку енĕпе ытларах Юрий Борисовичăн тепĕр хĕрĕ Ирина ĕçлет. Тĕрлĕ ăратсенчи хур-кăвакал, кăркка, чăх-чĕп хĕвĕшеççĕ кăна. Çăмарта тăвакан чăхсем хăйсем пĕр çĕрте, тин çăмартаран тухнисем – ăшă лампа айĕнче. Ĕçе пĕлсе йĕркелени тÿрех курăнать. Унсăр пуçне вьетнамски ăратĕнчи хура тĕслĕ, кĕске ураллă сыснасем те усраççĕ. Çĕвĕ цехĕ патне пырса кĕнĕ вырăнта, уçă çĕрте, симĕс сухан çитĕнтерес тĕлĕшпе пысăк теплица хăпартса лартнă. Çак ĕçе пĕлтĕр кăна тытăннă-ха. Теплицăра Юрий Борисовичăн тата тепĕр хĕрĕ — Мария — хăйĕн мăшăрĕпе Юрăпа тăрăшаççĕ, вĕсен 14-ри ывăлĕ Кирилл та аслисенчен юлмасăр ĕçлет. 100 тăваткал метр çĕр çинче ларакан ăшă теплицăра симĕс сухан икĕ хутлă стеллажсем çинче çитĕнет. Ăна вăхăтра шăварса, тутлăхлă япаласемпе апатлантарса тăраççĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукта саккаспа Шупашкара ăсатаççĕ.
Çапла, куратпăр ĕнтĕ, ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ кунта. Ĕçлес текен çынсем валли çул яланах уçă, туртăмĕ, тăрăшулăхĕ кăна пултăр. Çемьере пурте пĕр шухăшлă пулсан вара ăнăçу пуласси куçкĕретех.
«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА, кăларăма И.Данилова хатĕрленĕ.