Вăрçă çулĕсенче хура тутăр пуçран кайман
Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ туни çĕршыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă. Çавăнпа та эпир 75 çул каялла Çĕнтерÿ тунине паянхи кун пекех аса илетпĕр.
Хальхи вăхăтра районсенчи ял тăрăхĕсенче вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕ тыл ветеранĕсене «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул» юбилей медалĕпе чысласси малалла пырать. Çулсем иртнĕçемĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче терт-асап курнин хакне татах та ытларах аса илеççĕ. Вăрçăпа çыхăннă çынсем те сахаллансах пыраççĕ. Çитмĕш ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисем пĕр çын та юлман. Тыл ĕçченĕсене вара пÿрне хуçса шутлама пулать, çултан çул чакса пыраççĕ. Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха Çитмĕш ялĕнчи Валентина Васильевна Власовăна çак медале ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Кузьмин килне çитерсе пачĕ /ÿкерчĕк çинче\. Вăл кăçалхи мартăн 4-мĕшĕнче 91 çул тултарчĕ. Сахал-и ку çулсем, нумай-и – хаçата вулакан хăй хаклатăр.
Анна Ильиничнăпа Василий Арсентьевич Власовсен çемйинче кун çути курнă вăл. Вĕсем çемьере икĕ ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Асли Ваня ятлă пулнă, тепĕр ывăлĕ – Михал, виççĕмĕш хĕрĕ Галя, тăваттăмĕшĕ Валя, кĕçĕнни – Вера. Вĕсенчен халĕ Валентина Васильевна кăна пурăнать. Вăрçă çулĕнчи асаплă кунсене аса илсен Валентина Васильевна куçĕнчен пăчăртанса тухакан куççульне ниепле те чараймарĕ. «Çав çулсенче пирĕн аннен пуçĕнчен хура тутăр каймарĕ. Вăрçă пуçланнине аттепе анне Çармăса /халĕ Марий Эл Республики/ хăнана кайсан илтсе килнĕ. Çав кунтан пуçланчĕ «хура кĕркунне» вăхăчĕ пирĕн çемьере. Вăл вăхăтра пирĕн Ваня салтакра пулнă. Анне уншăн кулянса çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр асапланатчĕ. Салтакранах вăл вăрçа лекрĕ. Унтан Михала вăрçа илсе кайрĕç, каярахпа – аттене. Маларах виçĕ кĕтеслĕ çырусем килсех тăратчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем те килми пулчĕç. Чи малтан Ваня вăрçăра çухални çинчен хыпар илтĕмĕр. Унтан Михалăн вилнĕ хучĕ килчĕ, атте çинчен пĕр хыпар та илтмен. Аннепе пĕрле куççуль юхтарса ларнă ыратуллă, ылханлă каçсем халĕ те куç умĕнче. Эпĕ вăрçă пуçланнă çул 12 çулхи хĕрачаччĕ. Вăрçă пире питĕ ир çитĕнтерчĕ. Анне хăйпе пĕрле колхоз уй-хирне ĕçлеме илсе тухатчĕ. Каçхине киле килсен алă ĕçĕ тумалла пулнă. Фронта валли нуски-чăлха, алсиш çыхнă. Темле йывăр пулсан та тĕрĕ тĕрлеме те ĕлкĕрнĕ, çăпатине те хуçнă, балалайка калама та вăхăт тупнă. Вăхăт малалла шурĕ, пире те окоп чавма яма пуçларĕç. Аслисемпе пĕр шай е тепĕр чухне вĕсенчен те ытларах ĕçлеттĕмĕр. Çав тертлĕ çулсен вĕçĕ нихăçан та пулмасть пуль тенĕччĕ. Вăрçă чарăнчĕ... Анчах та нуши часах вĕçленмерĕ-ха. Вăрçăра пирĕн салтаксем Çĕнтерÿ тунине пĕлтерсен ялти пур халăх та савăнчĕ: ташларĕç, юрларĕç, «Урра!» кăшкăраççĕ. Анчах та пирĕн анне çав вăхăтра çĕр çине выртса аллипе тăрмала-тăрмала ĕсĕклесе йĕчĕ, унпа пĕрле эпир те йăмăкпа иксĕмĕр куççуле чараймастпăр. Атте, икĕ пичче киле таврăнмарĕç-ха та, вăрçă хирĕнче пĕтрĕç. Мĕнле чăтнă çав вăхăтсене, пĕлместĕп. Вăрçă хыççăн колхозра ĕçленĕ, унтан чукун çул çинче вăй хунă, ахаль ларман, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Каçхине вăййа та тухнă. Хам та сисмерĕм 91 çула мĕнле çитсе тăнине. Халĕ йăмăкăн ывăлĕн Олегăн çемйипе пурăнатăп. Тавах кине, питĕ лайăх пăхать вăл мана, вĕсен ачисем те хамăн мăнуксем вырăнĕнчех хисеплеççĕ, юратаççĕ. Хамăн 90 çулхи юбилейра балалайка каласах ташлаттартăм», – тет Валентина Васильевна. Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ çав çулсен çухалмĕ чапĕ тесе. Чăнах та çапла, Валя аппан та аса илмелли нумай.
Тăван ене манмастăп
/Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн кун-çулĕпе В.Цыфаркин таврапĕлÿçĕ паллаштарать/.
Анатолий Иванович Виноградов Чупай ялĕнче 1922 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ хыççăн Улатăрти чукун çул техникумĕнче вĕреннĕ. 1941 çулта Омск хулинчи депора практикăра пулать. Кунтах унăн салтак ячĕ тухать. Техника енĕпе ятарлă пĕлÿллĕ çамрăка зенитлă артиллери училищине суйласа илеççĕ. Каллех вĕренÿ, практикăлла занятисем. Часах курсантсем çапăçусене хутшăнаççĕ. Чи асра юлни — Сталинграда хÿтĕлени. Хулашăн панă медаль — вăрçă ветеранĕшĕн чи хакли. 4 уйăхран вĕсене Мускава илсе каяççĕ, кунта вĕсем тепĕр хут тĕрĕслев витĕр тухаççĕ, офицер ятне илме экзамен тытаççĕ. Çамрăк лейтенантăн вăрçă çулĕсем малалла тăсăлаççĕ. Киева ирĕке кăларни, Хĕвеланăç, Украина фрончĕсен, 1-мĕш, 2-мĕш Белорусси фрончĕсен тытăмĕнче тăрса хуласене хÿтĕлени, кĕперсене, çар штабĕсене сыхлани — ăçтан манăçчăр?! Тăшман сасартăк вăйлăн тапăнса килнĕ чухне тÿрĕ наводкăпа танксене аркатни те сахал мар пулнă. Çĕнтерĕве вăл Хĕвелтухăç Пруссире Аллинштейн хулинче кĕтсе илнĕ...
1941-45 çулсенчи вăрçă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитет. Шел пулин те çĕршывăмăра тăшманран сыхласа хăварнă паттăрсем сахаллансах пыраççĕ. Хăш-пĕр ялсенче вĕсем юлмарĕç ĕнтĕ — мĕн тăвăпăр, вăхăт пĕр вырăнта тăмасть вĕт! Акă Чупай ялĕнче те чăн фронтовик-ветерансем çук. Çапах та, кунта çуралса ÿснĕ, кайран урăх çĕрте тĕпленнĕ паттăр ентешсем пуррипе чăннипех те мăнаçланма пултаратпăр. Вĕсенчен пĕри — Анатолий Иванович Виноградов. Вăл чылайранпа Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинче пурăнать. Шел, савнă мăшăрĕ, вăрçă хирĕнче паллашса çывăхланнă Анна Андреевна /разведчица пулнă\ ĕмĕрлĕх тĕнчине кайнăранпа пĕчченех кун кунлать. Икĕ ачи, мăнукĕсем килсе çÿрени чунне савăнтарать, малалла пурăнма хавхалантарать.
Анатолий Ивановичпа эпĕ унăн йăмăкĕ, Чупайри шкулта вĕрентекенре тăрăшнă Валентина Ивановна Строгонова урлă паллашнăччĕ. Кун-çулĕ, фронтри паттăрлăхĕ пирки хаçатсенче тĕрленчĕксем тухнă хыççăн вăрçă паттăрĕ хăйĕн тав сăмахĕсене телефонпа пĕлтерчĕ. Шкул музейĕ валли кĕнеке, сăнÿкерчĕксем, хаçатсенче пичетленнĕ материалсем те ярса панăччĕ вăл.
Нумаях пулмасть интернета кĕрсе тухрăм. «Вăрçă çулĕсем» ярăмпа пичетленнĕ сăнÿкерчĕксене тимлесе тăраттăм — куç умне Орехово-Зуевăри 5-мĕш гимназире Аслă Çĕнтерĕве халалласа ачасемпе ирттернĕ тĕлпулăва сăнланă сăнÿкерчĕксем тухса тăчĕç. Вĕренекенсем умĕнче А.Виноградов калаçать иккен. Эппин, хăват иксĕлмен-ха ентешĕмĕрĕн!
/Вĕçĕ пулать/.
Аслă Отечественнăй вăрÇăн 1941 Çулхи паллă кунĕсем
Июнĕн 22-мĕшĕ — Фашистла Германи СССР çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ.
Июнĕн 22-мĕшĕ — июль вĕçĕ — Брест крепоçне паттăрла хÿтĕлени.
Июнĕн 23-мĕшĕ — Аслă Главнокомандованин Ставкине туса хуни.
Июнĕн 30-мĕшĕ — Оборонăн Патшалăх Комитетне туса хуни.
Июлĕн 3-мĕшĕ — И.В.Сталин радио урлă совет халăхĕ умĕнче калаçнă.
Июлĕн 10-мĕшĕ — октябрĕн 10-мĕшĕ — Смоленскри çапăçу.
Июлĕн 10-мĕшĕ — 1944 çулхи январĕн 13-мĕшĕ — Ленинграда паттăрла хÿтĕлени.
Августăн 5-мĕшĕ — августăн 18-мĕшĕ — Одессăна паттăрла хÿтĕлени.
Октябрĕн 30-мĕшĕ — 1942 çулхи июлĕн 4-мĕшĕ — Севастополе паттăрла хÿтĕлени.
Декабрĕн 5-мĕшĕ — Хĕрлĕ Çар Мускав çумĕнче контрнаступлени пуçланă.
«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА тата А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.