Хаçатăн иртнĕ номерĕнче Вăрмар районĕнче чи лайăх педагогсемпе вĕренекенсене палăртакан конкурссен пĕтĕмлетĕвĕ пирки çырнăччĕ. Паян «Çулталăк вĕрентекенĕ-2020» педагогика ăсталăхĕн конкурсĕ тата унта хутшăннă вĕрентекенсем пирки тĕплĕнрех чарăса тăрар-ха.
«Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс çулсеренех иртет. Унăн тĕллевĕ — талантлă, творчествăлла ĕçлекен педагогсене тупса палăртасси, вĕсен паха опычĕпе ыттисене паллаштарасси. Кăçал конкурс февраль уйăхĕн вĕçĕнче старт илнĕ те темиçе тапхăрпа иртнĕ. Унта районти мĕнпур 14 вĕрентÿ учрежденийĕн представителĕсем те хутшăннă. Пĕрремĕш тапхăрĕнче педагогсем хăйсен предмечĕсемпе уроксем ирттернĕ. Иккĕмĕш тапхăрĕнче ĕçре усă куракан технологисемпе тата методикăпа паллаштарнă, вĕренекенсемпе класс сехечĕсем ирттерсе тĕрлĕ темăсене сÿтсе явнă.
Конкурсантсем пурте хăйсене лайăх енчен кăтартнă, çапах та лауреатсен ятне чи пултаруллисем тивĕçнĕ. Ку вăл: Кĕтеснерти тĕп шкулта технологипе сăнарлă искусство предмечĕсене вĕрентекен Альберт Рудольфович Ларионов, М.Н.Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкулта историпе обществознани предмечĕсене вĕрентекен Александр Михайлович Милаев, Арапуçĕнчи тĕп шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Елена Геннадьевна Николаева, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта технологи предметне вĕрентекен Марина Леонидовна Николаева, Мăнçырмари вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Татьяна Леонарьевна Цыркунова, Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Ирина Валерьевна Яковлева.
«Çулталăк вĕрентекенĕ-2020» конкурса, педагогика ăсталăхĕн ытти конкурсĕсемпе пĕрлех, çак кунсенче Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче иртнĕ мероприятинче пĕтĕмлетрĕç. Лауреатсене Дипломсемпе чысларĕç, чечек çыххисемпе, «Акконд» акционерлă обществăн пылак парнисемпе савăнтарчĕç. Конкурс çĕнтерÿçин ятне каласса пурте чăтăмсăррăн кĕтрĕç. «Кам-ши, кам-ши?» — пăшăлтатрĕç пухăннисем. Мероприятине ертсе пыракан А.Давыдова нумай кĕттермерĕ. Вăл: «Çулталăк вĕрентекенĕ-2020» педагогика ăсталăхĕн конкурсĕн çĕнтерÿçи — Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ирина Валерьевна Яковлева», — тесенех пурте тăвăллăн алă çупса ячĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова пултаруллă педагога ăшшăн саламларĕç, «Çулталăк вĕрентекенĕ-2020» тесе çырнă хĕрлĕ хăю çыхса ячĕç, çĕнтерÿçĕ пулнине çирĕплетекен Диплом пачĕç.
Ирина Валерьевна хумханчĕ пулин те хăйне алла илсе сăмах каларĕ: «Конкурса хутшăннă вĕрентекенсен ячĕпе унăн организаторĕсене тав тăватăп. Çавăн пекех хамăн çемьене те — аннене, мăшăра, ывăлăмсене — мана ырă сăмахсемпе хавхалантарнăшăн пысăк тав. «Çулталăк вĕрентекенĕ» ят манран тата çирĕпрех ыйтать, республика тапхăрĕнче район чысне тивĕçлĕн хÿтĕлеме тăрăшăп». Ирина Валерьевна Шăхальти вăтам шкултан вĕренсе тухнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕлÿ илнĕ /2000-2005\. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта ĕçлеме пуçланă. Опытлă та тăрăшуллă, ырă кăмăллă педагог, ачасемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлет.
И.ДАНИЛОВА.