Çĕнĕ ФАП – ял халăхĕшĕн пысăк парне

IMG 7316«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – ялти сывлăх сыхлавне çирĕплетесси тата аталантарасси. Çав шутрах – кивĕ ФАПсем вырăнне çĕннисене тăвасси. Пĕлтĕр «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче Вăрмар районĕнче паянхи йышши икĕ ФАП хута кайнă, Энтриялĕнче тата Пинерте.

Раççей Президенчĕ В.Путин ха­лăх сывлăхне лайăхлатма, çынсен пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма тĕллев лартнă. Çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçни шăпах çакăнпа çыхăннă. Пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче районта харăсах икĕ çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Пинертине «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕн ĕçченĕсем хăпартса ларт­рĕç, ĕçсене пахалăхлă пурнăçларĕç. Паянхи кун çĕнĕ ФАП аякранах питĕ хитре курăнса ларать, халĕ кунта сăлтавсăрах нимĕн те ыртамасть пулин те кĕрсе тухас килет. Юнашарах ялти шкул, ял тăрăхĕн администрацийĕ, культура çурчĕ.

Фельдшерпа акушер пункчĕ тавра тытнă тимĕр карта чăнласах та илемлĕ. Шала кĕрсен вара хăтлă та таса, çутă, ăшă, типтерлĕ. ФАП паянхи требованисене туллин тивĕçтерет. Кунта ятарлă пÿлĕмсем пур: çынсене йышăнмалли, процедура ĕçĕсене тумалли, медицина препарачĕсене упрамалли, тирпей-илем кĕртмелли хатĕрсене усрамалли, медицина ĕçченĕсем валли уйрăм пÿлĕмсем, туалет. Пинерсем ялта çакăн пек ырлăх пурришĕн чăннипех те савăнаççĕ, Правительствăна, Сывлăх сыхлавĕн министерствине, хамăрăн район администрацийĕн тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, Вăрмар район больницин тĕп тухтăрне чунтанах тав тăваççĕ.

IMG 7312«Пирĕн ялта та çакăн пек çĕнĕ ФАП уçăлнăшăн ял халăхĕ чăннипех те савăнать. Ахалех кĕрсе ырă сăмахсем каласа хăвараççĕ. Хамăра та çакăн пек условисенче ĕçлеме аван. Малтанхи фельдшерпа акушер пунктне хальхипе пачах танлаштараймăн. Пинер ялĕнчи 647 çынна пуçламăш медицина пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр. Вĕсенчен 131-шĕ ачасем, 101-шĕ — шкул ачи, 30-шĕ — ача садне çÿрекенсем. 2019 çулта Пинерте 3 ача çуралчĕ, кăçал хальлĕхе çук-ха. Çынсем ытларах юн пусăмĕ пысăк пулнипе, сыпăсем ыратнипе аптăраççĕ, çак тĕллевпе сипленме çÿреççĕ пирĕн пата. Вăтамран кунне 8-9 çын килет. Çавăн пекех ялта вырăнпа выр­такансем, тухса çÿрейменнисем патне ра­йонти тĕп больницăран килекен тухтăрсемпе килсерен те çÿретпĕр», - каласа парать Пинерти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Галина Васильевна Чернова. 41 çул ФАП заведущийĕ пулса ĕçлет вăл! Çак çулсенчен 14 çулне Елена Аркадьевна Ефремова техслужащипе. Анчах та Елена Аркадьевна пирки техслужащи тесе кăна калас килмест, мĕншĕн тесен Галина Васильевна ун пирки: «Манăн сылтăм алă», - тет. ФАП заведующийĕн ĕçпе унта-кунта кайма тивет пулсан, тĕслĕхрен, квалификаци курсĕсене ÿстерме вĕренмелле, Елена Аркадьевна, медицина енĕпе чылай ĕçе тума пĕлнĕрен ăна ылмаштарма та пултарать. Кулленхи ĕçре иккĕшĕ пĕр-пĕринпе туслă, ăнланса ĕçлесе пурăнаççĕ. Галина Васильевна Шупашкарти медицина колледжĕнчен «Акушер ĕçĕ» специальноçпе вĕренсе тухнă. Мĕн вĕренсе тухнăранпах хăйĕн юратнă ĕçĕнче. Чирлисене пулăшу кирлĕ чухне медицина ĕçченне ĕç хыççăн та, канмалли кунсенче те чĕнеççĕ. Хăй Вăтакасра пурăнать вăл, ĕçе кулленех Пинере çÿрет. Вăтакас халăхĕн пирвайхи медицина пулăшăвĕ илме Çÿлти Кинчере кайма тивет. Аслăрах ÿсĕмрисене ют яла çÿреме çăмăлах мар, çавăнпа та Галина Васильевна вĕсене те пирвайхи медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме тăрăшать.

«Çакăн пек лайăх условисенче ĕçлес те ĕçлес килет. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн ырă витĕмне хамăр та туйса куртăмăр», - терĕç ырă кăмăллă Галина Васильевнăпа Елена Аркадьевна. Паянхи кун тĕнчери йывăр лару-тăрăва кура вĕсен те ĕçĕ хушăнать. Яла ют çĕртен çынсем килнине, кам мĕнпе чирленине йăлтах пĕлсе тăмалла вĕсен. Çын чирлет пулсан тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Çапла хăйсен ĕçне çынсемпе ăшă кăмăлтан калаçса, хăш чухне эмел вырăнне лайăх сăмахпа йăпатса та, пурнăçлаççĕ медицина ĕçченĕсем.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне кĕрекен «Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвне кÿрекен тытăма аталантарасси» регион проектне пурнăçа кĕртме 2019-2024 çулсенче 375,8 миллион тенкĕ уйăр­ма палăртнă, çав шутран 2020 çулта — 57,65 миллион тенкĕ. 2013 çултанпа Чăваш Енре кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ 206 ФАП туса ĕçе кĕртнĕ. Кăçал çак строительствăна малалла тăсĕç.

Медицина пулăшăвĕ – пурин валли те

Вăрмарти тĕп больницăра 297 çын ĕçлет, çак шутра 39 тухтăр тата 145 вăтам медицина ĕçченĕ, ытти персонал — 113 çын. Поликлиникăри ача-пăча тата хĕрарăмсен консультацийĕсене пĕлтĕр 7,737 миллион тенкĕлĕх тĕпрен юсанă, сĕтел-пукан туяннă. 8,6 миллион тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ кÿрсе килнĕ: УЗИ аппарат, флюорограф, рентген тухмалли аппарат, аудиометр. Çавăн пекех «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче пĕлтĕр район больницине сахал çын пурăнакан ялсенчи халăха медицина пулăшăвĕ памалли 6,976 миллион тенкĕлĕх мобильлĕ комплекс /куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ\ илсе килнĕ.

«Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн Вăрмарти больницăна 3 тухтăр ĕçе вырнаçнă: участковăй педиатр, терапевт, невролог. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университетĕнче тĕллевлĕ майпа — 18, Шупашкарти медицина колледжĕнче 5 студент пĕлÿ илеççĕ.

2020 çулта «Земство тухтăрĕ» программăпа Вăрмарти тĕп больницăна врач-невролог, пĕтĕмĕшле практика врачĕ, функционаллă диагностика врачĕ, педиатр, ФАП заведующийĕ килмелле тесе палăртнă. Çавăн пекех кăçал поликлиникăра 79 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсене малалла тăсĕç.

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне малалла пурнăçа кĕртсе пынă май районта çитес çулсенче Тупах, Шăплат, Хĕрлĕçыр ялĕсенче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем туса лартма палăртнă.

2019-2024 çулсенче Чăваш Енри сывлăх сых­лавне пĕтĕмĕшле 150 млрд. укçа-тенкĕ куçарма палăртнă, çак суммăран «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçлама 19,1 млрд. тенкĕ кайĕ. Чă­ваш Республикин территорийĕнче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн регион шайĕнчи проекчĕсем пурнăçланаççĕ. Вĕсен шутĕн­че: «Пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвне кÿрекен тытăма аталантарасси»; «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси»; «Чĕре чирĕсемпе кĕрешесси»; «Ачасен сывлăх сыхлавне аталантарасси, вĕсене медицина пулăшăвĕ кÿмелли хальхи йышши инфраструктура туса хурасси»; «Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи медицина организацийĕсене квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтересси»; «Сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи патшалăх информаци тытăмĕ çинче сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи цифра контурне йĕркелесси».

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика