Ачасене хăй çуралса ÿснĕ тăван ене, тăван çĕршыва юратма, мухтавлă ентешĕсемпе мăнаçланма пĕчĕкренех хăнăхтарасси çав тери пĕлтерĕшлĕ. Патриотизмла воспитани кĕçĕн классенче вĕренекенсене тăван çĕршывăн историйĕнчи паллă пулăмĕсене, хальхи çитĕнĕвĕсене тĕрĕс хак пама, хисеплеме, лайăххипе начаррине уйăрма пулăшать. Вĕсем çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн кар тăма, ăна хÿтĕлеме, паттăрлăх кăтартма пултаракан çынсем пулса çитĕнеççĕ. Арапуçĕнчи шкулта та ачасене патриотизмла воспитани парассине мала хураççĕ. Акă, сăмахран, чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен М.Крылова, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнĕ май, 4-мĕш класра вĕренекен талантлă ачасене Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă мăн аслашшĕ-кукашшĕсем çинчен сочинени çырма сĕннĕ. Хаçатăн паянхи номерĕнче вулакансене вĕсен хайлавĕсемпе паллаштаратпăр.

Ан пултăр вăрçă нихăçан!

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул çитет. Шăпах çавăн чухлĕ пурăнатпăр эпир таса тÿпе айĕн­че тăнăç пурнăçпа. Ăна совет халăхĕ пысăк çухатусем тÿссе, йывăрлăхсене парăнтарса илнĕ.

Сăмахăм манăн паян мăн асаттепе унăн икĕ ывăлĕ çинчен. Ашшĕ тата икĕ ывăлĕ тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каяççĕ, пĕри те каялла таврăнаймаççĕ.

Манăн мăн асатте — Порфирий Данилович Данилов — 1896 çулта Данила Григорьевпа Матрена Ивановна хресченсен çемйинче çуралнă. Пуçламăш пĕлÿ илет. Империализм тата граждан вăрçисене хутшăнать. Авланать. Çемьере 8 ача çуралать: Георгий /1919/, Петр /1923/, Зоя /1925/, Василий /1927/, Раиса /1930/, Геннадий /1933/, Иван /1936/, Елизавета /1942/.

1939 çулта мăн асаттене финсене хирĕç çа­­пăçма вăрçа илсе каяççĕ. Унтан таврăнсан вăл колхозра ĕçлеме пуçлать. Нумаях та вăхăт иртмест, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Каллех фронта, каллех вăрçа! Стрелок пулса 160-мĕш стрелковăй дивизинче çапăçать. Пирĕн çĕршывшăн чи йывăр вăхăт пулнă. Тăшман Мускав, Атăл патне талпăннă. Хăрушă çапăçусенчен пĕринче, 1942 çулта, вăл хыпарсăр çухалать.

Унăн ывăлĕсем Георгийпе Петр та вăрçăра çапăçса пуçĕсене хунă. Георгий Порфирьевич Порфирьев 1939 çулта салтака тухса каять те каялла тăван килне килеймест. Вăл пограничник пулнă, Белоруссинче çапăçнă. Хăйĕн юлашки çырăвĕнче: «Вăрçă. Хăрушă. Аса илĕр мана хăш-пĕр чухне», — тесе çырнă.

Петр Порфирьевич Порфирьев вара вăрçа 1941 çулта тухса каять. Мускава хÿтĕлесе хаяр çапăçусенчен пĕринче паттăррăн вилет. Çапла виççĕн пĕр çемьерен хăйсене шеллемесĕр Тăван çĕршывшăн çапăçса пуçĕсене хунă.

Таймапуç паттăрсене! Вĕсем çĕнсе илнĕ ырлăха çухатас марччĕ. Пысăк тав пирĕн пуласлăхшăн хăйсен пурнăçне панă мăн асаттепе унăн икĕ ывăлне, манăн асаттен пĕртăван пиччĕшĕсене.

Милена Порфирьева.

Савăнатăп, мăн асатте, эсĕ сыввишĕн

Teplov«Вăрçă» сăмаха илтсенех хăрушă пулса каять, çан-çурăм сÿлетсе илет. Унта пулса курнисемшĕн вăрçă — ĕмĕрлĕхех хăрушă асаилÿ.

Эпĕ — телейлĕ хĕрача. Мирлĕ вăхăтра çуралса ÿсетĕп. Вăрçăна эпĕ кинора анчах курнă, вăрçă çинчен кĕнекесенчен кăна вуласа пĕлетĕп. Анчах та вăрçă çинчен эпĕ хамăн мăн асатте каласа панинчен те пĕлетĕп.

Манăн мăн асатте — Валентин Григорьевич Теплов ветеран, Аслă Отечественнăй вăрçăна хутшăннă. Вăл 1927 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă пуçланнă чухне 14 çулхи арçын ача пулнă. Вăрçă кашни хулапа яла, киле, кашни çемьене ыйтмасăрах кĕнĕ. 1942 çулта манăн мăн асатте те вăрçа тухса каять. Киле вара 1950 çулта анчах таврăнайрать. Вăл халĕ те пирĕнпех, 93 çулта. Ăна шăпа хă­йĕн ачисене кăна мар, мăнукĕсене те, мăнукĕсен ачисене те курма пилленĕ. Çак паттăр çынна ялта хисеп­леççĕ, унпа мухтанаççĕ, тĕрлĕрен мероприятисене чĕнеççĕ. Мăн асаттепе ÿкерттернĕ сăнÿкерчĕкпе эпĕ район шайĕнчи «Спешите делать добро!» фотоконкурса хутшăнса 1-мĕш вырăн йышăнтăм, пĕтĕм Раççейри «Празднует февраль армии рождение!» конкурса хутшăнса диплома тивĕçрĕм, район шайĕнче иртекен конференцинче те манăн сăмахăм — ун çинченех.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 75 çул çитет. Вăрçă кунĕсене аса илсенех, унтанпа çичĕ теçетке çурă ирт­рĕ пулин те, мăн асатте куççульне чараймасть. Эпĕ — вăрçă Паттăрĕн кĕçĕн мăнукĕ. Пирĕн ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ мăн асаттемĕрĕн Валентин Григорьевичăн паттăрлăхĕпе, хастарлăхĕпе, кăмăл çирĕплĕхĕпе мухтанатăп.

Екатерина Теплова.

Мухтанатăп хамăн мăн кукаçипе

IvanovaВăрçă... Пур-ши çĕр çинче çакăнтан хăрушăрах сăмах? Вăрçă вăл — куççуль, юн, вилĕм, çĕр-çĕр çын нуши-терчĕ, хуйхи-суйхи, татăлнă ĕмĕчĕ.

1941-1945 çулсенче пирĕн çĕршывра алхаснă хăрушă вăрçа манăн мăн кукаçи Николай Иванович Иванов та хутшăннă. Вăл Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче 1920 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче йышлă хресчен çемйинче çуралнă. Шкул хыççăн пĕр вăхăт тăван хуçалăхра, унтан Мускаври çар заводĕнче ĕçленĕ. 1942 çулхи июнь уйăхĕнче нимĕç фашисчĕсемпе çапăçма фронта тухса каять, Смоленскри Хĕрлĕ ялав орденĕн 56 гварди стрелковăй дивизине лекет. Манăн мăн кукаçи разведчиксен «чĕлхе» тытакан ушкăнĕнче пулнă, ытти разведчиксемпе пĕрле «чĕл­хесем» пĕр хут çеç мар тытса килнĕ. Вăл хăюллă та опытлă разведчик пулнă. Пĕррехинче плена паллă нимĕç офицерне тытса килнĕшĕн ăна тăван килне кайса килме отпуск та панă, командир ячĕпе амăшĕ патне тав туса телеграмма янă.

1946 çулхи июнь уйăхĕнче вăл киле таврăннă. Нумай çул Мичурин ячĕпе хисепленекен тăван колхозра водитель пулса ĕçленĕ, чылай тав хучĕсене илме тивĕçнĕ. Манăн сăпайлă та ырă кăмăллă мăн кукаçине ял-йыш хисепленĕ. Вăл мăшăрĕпе Елена Ксенофонтовнăпа виçĕ ывăл та пĕр хĕр пăхса ÿстернĕ. Шел пулин те, 1984 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

Манăн мăн кукаçи — Тăван çĕршыва хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр хÿтĕленĕ салтак. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн ăна 3 степеньлĕ Мухтав орденĕпе, «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа, «Паттăрлăхшăн» /«За отвагу»/, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» /«За боевые заслуги»/ медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн Мускавра ирттернĕ Çĕнтерÿ парадне те хутшăннă вăл.

Вăрçăпа тыл паттăрĕсене эпир нихăçан та манас çук. Кашни ял-хулара тенĕ пекех вĕсене асăнса лартнă палăк пур. Ветерансем — чи хисеплĕ çынсем. Çапла пулмалла та! Пирĕн ирĕклĕхшĕн, телейлĕ пурнăçшăн Аслă Çĕнтерĕве туптанă çынсен ырă сăнарĕсене яланах чĕрере упрасчĕ.

Мария Александрова.

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика