4 ывăлтан 4-шĕ те таврăннă

проект 1Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнăранпа 79 çул, Тăван çĕршывăмăр çак вăрçăра тăшмансене çапса аркатнăранпа 75 çул та çитрĕ. Анчах та совет халăхĕн паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ. Эпир астăватпăр, эпир манмастпăр.

Иртнĕ кунсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине хамăр ентешĕмĕртен, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Александрович Архиповран çыру килчĕ. Хăйĕн асламăшĕпе аслашшĕ Марфа Максимовăпа Архип Павлов çемйи çинчен çырса кăтартать вăл унта, сăнÿкерчĕк те ярса панă. Вăл çырни хаçат вулакансене интереслĕ пуласса шанатпăр.

«Манăн асанне, асатте, вĕсен 4 ывăлĕ, 1 хĕрĕ Кивĕ Мăнтăр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Аслă ывăлĕ Василий 13 çулта, ывăлĕ Александр /вăл пирĕн атте\ 3 çулта чухне асатте вăрман каснă çĕрте аманса çĕре кĕнĕ. 5 ачана ман асанне пĕччен ÿстернĕ. Вăл питĕ тирпейлĕ, ĕçчен, йĕркеллĕ хĕрарăм пулнă. Ачисене те çавăн пек пулма вĕрентнĕ.

Ялта çуркунне халăх лашасемпе суха тунă. Асанне те ачисемпе пĕрле лаша кÿлсе сухапуçпа сухана тухнă. Ялти арçынсем тĕлĕнсе пăхса тăнă. Сухапуçне 13 çулхи Ваççа пичче, лаша пуçне 8 çулхи Илле пичче тытса пынă. Ваççа пиччен пуçĕ сухапуç хы­çĕн­чен кăштах кăна курăнса пынă, сухапуçĕ калла-малла сулăннă. Кашни кун сухапуç йĕрĕ лайăхланса пынă. Ялти арçынсем пулăшма тесе пырсан асанне: «Тавах! Вĕсен арçын пулмалла», — тесе каланă. Асанне ачисем пурте лайăх вĕреннĕ. Пĕртен-пĕр хĕрне, Варук аппана, килте хăварнă, 4 ывăл ачине шкул пĕтерсен пурне те малалла вĕренме янă. 1941 çулччен, вăрçă пуçланиччен, 4 ывăлĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Вăрçă пуçлансан вĕсем пурте тăшмана хирĕç çапăçма тухса кайнă. 4-шĕ те чĕрĕ таврăннă. Атте каласа панă тăрăх, вăрçă пĕтсен асанне тата 4 ывăлĕ военкомата кайма тухнă. Ывăлĕсем çап-çутă атăсемпе, кăкăрĕсем çине орденсемпе медальсем çакнă. Асанне варринче, 2 ачи пĕр енче, 2-шĕ — тепĕр енче. Килтен тухсан асанне ташлама пуçларĕ тет, Вăрмарти военкомата çитсен кăна лăпланчĕ тет. Ял тăрăх пынă чух çынсем чÿречерен, хапхаран вăрттăн пăхса юлнине сисрĕмĕр тет. Ялти халăха ăнланма пулать ĕнтĕ.

1-мĕш сăнÿкерчĕк çинче — Павел Давыдович Давыдов, пирĕн кукаçи, аннен ашшĕ. 1890 çулта çуралнă. Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккасси ялĕнче пурăннă, 3 вăрçăра пулнă. 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра нумай асап курнă, апат çимесĕр тенĕ пек пурăнма лекнĕ, выçлăх тÿснĕ. Ăна санитари поезчĕ çинчен Вăрмарта антарса хăварнă. Вăл утайман, тăрайман. Лашапа яла турттарса килнĕ. Майĕпен кашăкпа çитерсе ура çине тăратнă.

2-мĕш сăнÿкерчĕк. Василий Архипович Архипов — пирĕн асаннен аслă ывăлĕ, 1908 çулта çуралнă. Вăрмарти РайФОра аслă бухгалтер пулса ĕçленĕ. Вăрçа 1941 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче тухса кайнă. Гвардин йывăр танксен 104-мĕш полкĕнче 7-мĕш бригадăра аслă лейтенант пулса çапăçнă. Ваççа пиччене «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медаль, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ парса чыс тунă.

3-мĕш сăнÿкерчĕк. Илья Архипович Архипов, 1913 çулта çуралнă. Хусанти педагогика институтне пĕтернĕ, вĕрентекенре ĕçленĕ. 1940 çулта салтака кайнă. 1942 çулхи август уйăхĕнчен — фронтра. 229-мĕш уйрăм стрелковăй бригадăра, 230-мĕш стрелковăй дивизинче çапăçнă. 2 хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденне, «Паттăрлăхшăн» , «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене тата ытти наградăсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн тăван тăрăха таврăннă, тивĕçлĕ канăва тухиччен Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче преподавательте вăй хунă.

4-мĕш сăнÿкерчĕк. Николай Архипович Архипов, 1916 çулта çуралнă. 1937 çулта çара службăна кайнă. 1939-1940 çулсенче Финн вăрçинче пулнă. Каярах Ленинградри çарпа артиллери училищинче вĕреннĕ. 1941 çулта Ленинград фронтĕнче çапăçса Ленинград хулине хÿтĕленĕ, çавăншăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçнĕ. Уншăн вăрçă Австринче вĕçленнĕ. Темиçе хутчен аманнă.

Сахал мар орденсемпе тата медальсемпе наградăланă ăна. Вăрçă хыççăн 1956 çулччен Инçет Хĕвелтухăçĕнче службăра пулнă, полковник званине илнĕ. Кайран кооператив институтне пĕтернĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Энгельс хулин райпотребсоюзĕн начальникĕ пулса ĕçленĕ.

5-мĕш сăнÿкерчĕк. Александр Архипович Архипов — пирĕн атте, 6 ача ашшĕ. 1918 çулта çуралнă. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче, Шупашкарти педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне пĕтернĕ хыççăн, вăрçа тухса кайнă.

1942 çулччен 140-мĕш стрелковăй дивизинче, 1942-1944 çулсенче 58-мĕш стрелковăй бригадăра 45 миллиметрлă пушкăн командирĕ пулса танксене хирĕç çапăçнă, аслă сержант званине илнĕ. 4 хут аманнă /2 хут йывăр\, 1 хут контузи пулнă. Контузи хыççăн 129-мĕш уйрăм бронепоезд çинче 37 миллиметрлă зенитлă пушкăн командирĕ пулса вăрçа вĕçленĕ. Мунчара унăн хулĕнчен осколкăсем кăларнине пĕрре çеç мар курнă эпир. Пирĕн аттене 2 хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, тĕрлĕ медальсем парса чысланă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Пысăк Енккассинчи, Пинерти шкулсенче физикăпа математика учителĕ пулса ĕçленĕ вăл».

 

Паттăрсене асра тытса

097Кăçал районти чылай ялсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă салтаксене халалланă палăксене юсас, çĕнĕ палăксем хăпартас, вĕсен çумĕнчи территорине хăтлăлатас ĕçсем пыраççĕ. Тикаш ял тăрăхĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче те хăйсен паттăр ентешĕсем ячĕпе лартнă палăк çумĕнчи территорине тирпейлессипе ĕçленине пĕлсен унта çул тытрăмăр.

«Пуçарулăх бюджечĕ» программăпа пулса пыракан ĕçсене пурнăçлама А.Хованский уйрăм çын предпринимательпе 233 389 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă /республика бюджетĕнчен 140 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 93 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутра 47 пинĕ — Анатолий Юрьевичăн хăйĕн укçи-тенки\. Эпир пынă чухне Юрий Николаевичпа Николай Юрьевич Аверьяновсем тăрăшатчĕç кунта, плитка саратчĕç. Ун чухне ĕçĕ чылай пек туйăнчĕ, анчах çанталăкĕ лайăх тăнипе, хастаррăн вăй хунипе строительсем хăйсен ĕçне паянхи кун тĕлне вĕçленĕ те темелле: тротуарне те сарнă, палăкне тĕпрен юсанă, тимĕртен туптанă карта тытмалли çеç юлнă.

Ку вăл июнĕн 24-мĕшĕнче ирттерме палăртнă Çĕнтерÿ Парачĕ тĕлне кăна мар, июнĕн 22-мĕшĕнчи Астăвăмпа хурлану кунĕ тĕлне те хĕрлĕçырсемшĕн паллă пулăм пулса тăчĕ.

Çак кунсенче Тикаш ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче те вăрçă паттăрсене халалланă палăк тума пуçланине палăртмалла.

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика