107Чăваш халăхĕн çав тери сăнарлă, интереслĕ тупмалли юмахсем чылай. Хăшĕсен тупсăмне ваштах шыраса та тупаймăн, лайăх шухăшласан кăна ăнкарса илме пулать. Акă, тĕслĕхрен: «Ашшĕ тÿрĕ, амăшĕ кукăр, хĕрĕ ластак, ывăлĕ пуçтах». Мĕн-ши вăл? Уçăмлатса паратпăр: сăмах хăмла çинчен пырать. «Ашшĕ» — хăмла шалчи, «амăшĕ» — аври, «хĕрĕ» — çулçи, «ывăлĕ» — хăмла пучаххи.

Хăмла чăваш халăхĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. ЧР Пуçлăхĕ ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнчи: «Паян Чăваш Ен ку чухнехи пысăк тухăçлă ял хуçалăхĕпе палăрса тăрать», — текен сăмахсем хăмла çитĕнтерес ĕçе те тÿрремĕнех пырса тивеççĕ ĕнтĕ. Хăмла аврипе пучаххисене Чăваш Енĕн тата республикăри хăш-пĕр хуласемпе районсен гербĕсем çинче курма пулать, çав шутра Вăрмар ра­йон гербĕ çинче те. Ку вăл, паллах, ахальтен мар, республикăра хăмла çи­тĕн­терес ĕç авалтанпах анлă сарăлнăран.

Апла кăштах истори çинче чарăнса тăрар-ха. Авалтанпа терĕмĕр-ха та, çапах та, информацин шанчăклă çăлкуçĕсенче палăртнă тăрăх, хăмлан культурăллă сорчĕсене туса илесси тата халăха ăна çитĕнтерес агротехникăпа паллаштарасси республикăра 1926 çултанпа кăна пуçланать. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хăмла ÿсекен участоксем чылай чакнă пулсан 1950-1970 çулсенче хăмла çитĕнтересси çĕнĕрен вăй илет. Вăрмар районĕнче, сăмахран, 1980 çулсенче «Авангард», «Ленинский», «Мусирминский», «Россия», «Чакинский», «Чувашия», «Тегешевский» хуçалăхсенче хăмла туса илес енĕпе хастар ĕçленĕ.

Пурнăç улшăннă май хăмла пахчисем пĕтсе пынă, анчах та пирĕн районта хăмла çитĕнтерес ĕçе упраса хăварма май килнĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество ăнăçлă ĕçлет, хăмла çитĕнтермелли лаптăксене çулсерен ÿстерсе пырать. Общество ĕçĕ-хĕлне йĕркелесе тытса пыраканĕ Сергей Леонидович Дмитриев пĕлтернинчен, кăçал хăмла участокĕсем пурĕ 34 гектар çинче вырнаçнă, çав шутра 2 гектарĕ çинче — пĕлтĕр лартса хă­варнă çамрăк хунавсем. Паянхи куна хăмла районти Мăнçырма, Кĕтеснер, Çĕнĕ Вĕренер, Кавал ялĕсенче çитĕнет. «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн интернетри сайчĕ çинчи информаци тăрăх, хăмлан «Ранний Московский», «Истринский», «Подвязный» сорчĕсене туса илеççĕ кунта, туянакансем патне хăмлана пресласа тата грануляцилесе ăсатаççĕ.

Хăмла аван çитĕнтĕр тесен ăна питĕ тăрăшса пăхмалла, çĕрне кăпкалатмалла, шăвармалла, удобренипе тутлăлантармалла, купаламалла, тĕрлĕ чир-чĕрпе, сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа, çумкурăкпа кĕрешмелле. Çу кунĕсенче хăмлана пĕр хутчен çеç мар купалаççĕ: аври 1,5-2 метр таран ÿссен, çавăн пекех чечеке лариччен. Иртнĕ кунсенче, Мăнçырмари хăмла участокĕ çумĕпе иртсе пынă май, шăпах çак ĕçе пурнăçланине курма тÿр килчĕ. «АгроРесурсы» ĕçченĕ Владимир Зоилович Александров /ÿкерчĕк çинче\ Беларус-921.3 тракторпа хăмла купалатчĕ, пĕр йăранĕпе каять те тепринпе килет. Васкарĕ пулин те тракторне чарса пирĕнпе калаçрĕ. «Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ, вăхăтра тусан ĕç кал-кал пырать. Паян купалатпăр, ыран тата урăх ĕç пурнăçлатпăр. Ÿркенмесĕр вăй хурсан, агротехника правилисене пăхăнсан хăмла тухăçĕпе савăнтаратех», — терĕ вăл.

Хăмла çитĕнтересси — симĕс калчаран пиçĕ пучах туса илесси — пĕрре те çăмăл мар, хальхи саманара чылай ĕçе механизациленĕ пулин те хăмла çитĕнтернĕ çĕрте ал ĕçĕсĕр май килмест. Çавăнпа ĕнтĕ ял хуçалăх ĕçченĕсем кашни хăмла пучаххине ылтăнпа танлаштараççĕ, тар кăларса çитĕнтернĕ хăмлана «симĕс ылтăн» тесе калаççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика