Çĕршыв наци проекчĕсем çинче никĕсленекен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн çулĕпе малалла каяссине Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче уççăн палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен унта, Раççейре пурăнакан халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли майсем пирки тата политикăпа экономика ыйтăвĕсене тĕпе хунă. Çырура демографи ыйтăвĕ пирки те каланă. Нумай ачаллă çемьесене пурăнма тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхсем туса памаллине, пенси виçине тата ĕç укçине тивĕçлĕ шая çитерес енĕпе татах та тăрăшарах ĕçлемеллине палăртнă. Хальхи вăхăтра социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри – демографи ыйтăвĕ.
«Демографи» тесен пуçа тÿрех «çемье» сăмах пырса лекет, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр-пĕринпе таччăн çыхăнса тăраççĕ. Çемье вăл хăйне евĕрлĕ пĕчĕк патшалăх мар-и-ха? Çĕршыв тăнăçлăхĕн никĕсĕнче ытти факторсемпе пĕрле шăпах кашни çемьен тăнăçлăхĕ те тăрать тесен йăнăш пулмасть пулĕ. В.Путин та Çырура çак шухăшах палăртнă. «Çемьене çирĕплетни Раççей Федерацийĕ пысăк та ăнăçуллă çĕршыв пек аталанассине гарантилеме май парать», — тенĕ вăл. Çемьере йĕркеллĕ пулсан, хăтлă кил-çурт çавăрма, ача-пăчана ÿстерсе ура çине тăратма патшалăх пулăшсан — унран пысăк телей те çук. В.Путин амăшĕн капиталĕ, 3-7 çулсенчи ачасене уйăхсерен паракан тÿлевсем тата ытти пирки те пĕлтернĕ ырă хыпарсем çамрăк çемьесене малашлăхалла чăннипех те çирĕппĕн утăмлама шанăç кÿреççĕ, апла пулсан çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ те лайăх еннелле улшăнĕ. Наци проекчĕсене туллин пурнăçлас тĕллевпех яллă вырăнсенче обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе районти пур ял тăрăхĕсем те активлă ĕçлеме тытăннă. Умри тĕллевсем анлă, мĕн тунипе çырлахса лармаççĕ, малалла тата та тăрăшарах ĕçлес тесе тăрăшаççĕ.
«Демографи» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Спорт — пурнăç норми» регионти проект пирĕн районта хăйĕн ĕçне тахçанах пуçăннă та ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тĕп юсав ĕçĕсем тапхăрăн-тапхăрăн пулса пыраççĕ: спорт шкулĕн çивиттине улăштарма, стенасене сăрлама, унччен юсаман пÿлĕмсене тирпей-илем кĕртме, спортзалти урайне сарма палăртнă. Ĕç хĕрсех пырать – пĕрисем çивиттине майлаштараççĕ, теприсем урайне сараççĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ. Кунта ĕç кал-кал пулса пырать, мĕншĕн тесен август уйăхĕн малтанхи вунăкунлăхĕ тĕлне спортзала хута ярас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсем хăйсен тĕллевне пурнăçлаççех тесе шанма пулать.
Х Х Х
«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ - 2020» Медиаофис çапла çырса пĕлтерчĕ: РФ Президенчĕ В. Путин чир-чĕр сарăлнă тапхăрта халăха пулăшма çĕнĕ мелсем пирки пĕлтернĕ – 3 çултан пуçласа 16 çула çитмен ачасемлĕ çемьесене июнĕн – 1-мĕшĕнчен пуçласа пĕр хутчен 10 - шар пин тенкĕ тÿлемелле. Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнă тĕле çĕршывра çавнашкал 22 миллион та 700 пин çемье шутланнă.
Статистиксем пĕрле пурăнакан, пĕрлехи бюджетлă тăвансене çемье тесе шутлаççĕ. «Кашни сак çинче çичшерĕн» текен пысăк çемьесем халĕ çук ĕнтĕ. 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ тăрăх, кашни пин хĕрарăм пуçне 1513 ача çуралнă. 2010 çулхи çырав вара ку кăтарту чакнине çирĕплетнĕ, 1469 ача. 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсем тăрăх хулара кашни 1000 хĕрарăм пуçне 1350, ялсенче 1993 ача çуралнă, 2010 çулта хулара 1328, ялта 1876 ача.
Енчен те 2000 çулсем пуçламăшĕнче çамрăк мăшăрсем пĕрер ача çуратнипех çырлахнă пулсан, 2010 çулсен çурринчен вара Раççейре икĕ ачаллă çемьесем йышланни курăнать. 2007 çулта ача амăшĕн капиталне тÿлеме пуçлани демографири лару-тăрăва лайăхлатнă. Ку программăна 2002 çулхи çырав кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе тĕпченĕ хыççăн йышăннă. 2012 çулта регионсем ача амăшĕн капиталне хушса тÿлеме йышăннă. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, пĕтĕмĕшле илсен, вунă çулта çак программăна пулах çĕршывра 20-25 процент ачасем ытларах çуралнă. Кăçалхи çуркунне ача амăшĕн капиталĕпе усă курассине анлăлатнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин мартăн 1-мĕшĕнче алă пуснă саккун тăрăх, çемьере пĕрремĕш ачашăн та ку укçа-тенке параççĕ.
Çавăн пекех, иккĕмĕш ача çуралсан ача амăшĕн капиталĕ 150 пин тенкĕ хушăнать. Пĕрремĕш пепкешĕн патшалăх 466617 тенкĕ, иккĕмĕшĕшĕн 616617 тенкĕ тÿлет. Ку программа 2026 çулхи декабрь вĕçлениччен ĕçлет. Паллах, пысăк çемьепе пурăнма ĕмĕтленнĕ çемьесенче икĕ е ытларах ача çуралнă. Çемье тытăмĕпе йышĕ, аталанăвĕ пирки тĕплĕн эпир халăх çыравĕсен кăтартăвĕсенчен çеç пĕлме пултаратпăр. ЗАГС, Шалти ĕçсен органĕсен, миграци службин базисем туллин те тĕрĕс çутатаймаççĕ ăна. Халăх йышĕ пирки çĕнĕ кăтартусем Пĕтĕм Раççейри çырав хыççăн пулĕç. Маларах унăн тĕп тапхăрне октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен ирттерме палăртнăччĕ. Çĕршывра эпидемиологи тĕлĕшĕнчен лару-тăру йывăрланнине пула Раççей статистики ăна 2021 çула куçарма сĕннĕ.
Чăваш Республики.
2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 15 çула çитмен ачаллă 223,4 çемье шутланнă. Всенчен 149,9 пин çын хулара, 73,5 пинĕшĕ ялта пурăннă. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕнче регионти 353 пин çемьене шута илнĕ. Ачаллă мăшăрсем ытларах пулни палăрнă – пĕтĕм çемьесенчен 45 проценчĕ. Çула çитмен ачасем 156 пин çемьере ÿснĕ. Вĕсенчен 65 проценчĕ пĕр ачаллă, 30 проценчĕ – икĕ, 5 проценчĕ виçĕ тата ытларах ачаллă. Чăваш Енри çемьесенче вăтамран 2,8 çын пурăнать тесе палăртнă.
Чуна уçса
Юлашки вăхăтра телейлĕ ачалăх пирки нумай калаçатпăр. Анчах та ачасем чăннипех те хăйсене телейлĕ туйччăр тесен пирĕн, аслисен, вĕсене ытларах мĕнрен хÿтĕлемелле-ха? Мĕн пăшăрхантарать-ха ачасене? Çак пурне те кăсăклантаракан ыйтусем çине ачасене хăйсенех хуравлама ыйтрăм. /Ачасем хăйсем ыйтнипе вĕсен хушамачĕсене, хăш ялне кăтартмастпăр\
Мария: ман шутпа паянхи кун чи малтан экологи ыйтăвĕ çине ытларах тимлĕ уйăрмалла, мĕншĕн тесен хăш-пĕр ялсенче вырăн-вырăнпа ытларах тасамарлăх хуçаланать. Çаксем вĕсем чир-чĕрĕн çăлкуçĕсем пулса тăраççĕ те. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра ялсенче никам пурăнман хуçасăр çуртсем нумайланса пыраççĕ. Унта вара çын çÿллĕш - хыт-хура. Хăшĕсенче борщевиксем те кашлама тытăннă. Юлашки çулсенче шкулсенчи çамрăк экологсем, волонтерсем вĕсене пĕтерес тесе тăрăшма тытăнса ĕçе пуçăнни савăнтарать.
Ирина: ачасене тĕрлĕ енлĕ хĕсĕрленинчен хÿтĕлемелле. Чи малтанах çакна çемьерен тытăнмалла, мĕншĕн тесен хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырасшăн мар, эрех-сăрапа иртĕнсе ачисене шар кăтартса пурăнаççĕ. Шкулсенче кĕçĕн классенче вĕренекенсене аслă классенчи хăш-пĕр пуçтах ачасем кÿрентерме пăхаççĕ.
Илья: ачасене çамрăкранах эрех-сăра тата наркотикла япаласен сиенĕ пирки каласа ăнлантармалла, вĕсенчен хÿтĕлемелле. Ачасем телефонсемпе нумай лараççĕ. Çапла вара тĕнче уçлăхĕнчи хăш-пĕр хăрушă экстремизмла сайтсене лекме пултараççĕ. Ман шутпа кунта тĕп хÿтĕлев вăл — çемье тата шкул. Çемьерен кăна ачасем пулăшу, хÿтĕлев кĕтме пултараççĕ. Шкулăн вара çемьене çак ĕçсене тума пулăшмалла. Инкек пулсан ачасене ятлани вырăнсăр. Тĕнчере яланах мир пултăр, чир-чĕр сирĕлтĕр, çынсем пĕр-пĕрин патне кайса килччĕр. Вара тин телейлĕ ачалăх пулĕ.
Х Х Х
Телейлĕ ачалăх
Ача-пăча чунĕ савăнăçпа тулсан, пичĕ çинче çутă кулă вылясан аслисемшĕн çакă чи пысăк телей.
«Эпир хальлĕхе чаплă футболистсем мар пулин те мечĕке вылятма пултаратпăр», – теççĕ Арапуç ачисем.
«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Проект авторĕ – Э.Михайлова, кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.