Астăвăмпа хурлану кунĕ пирĕн чĕресенчех
Июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Астăвăмпа хурлану кунне паллă турĕ. Шăп та лăп çав кун, 79 çул каялла, çĕршывăмăр çине фашистсем тапăннă. Вăл кашни çемьене хурлăхпа çухату илсе килнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин суранĕ паян та пирчеймест. Астăвăмпа хурлану кунне халалласа Вăрмар районĕнче те мероприятисем иртрĕç. Çак шутра поселокри Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнче те вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асăнса район администрацийĕн, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç, чĕрĕ чечексем хучĕç.
Мероприятие Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков уçрĕ.
«Пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ паттăрсене эпир яланах асра тытатпăр, Çĕнтерĕве кĕтсе илейменнисемшĕн хурланатпăр. Майăн 9-мĕшĕнчи Çĕнтерÿ тата июнĕн 22-мĕшĕнчи Астăвăмпа хурлану кунĕсем пирĕншĕн яланах çветтуй кунсем пекех пулĕç», - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев кунта пухăннисем умĕнче сăмах тухса каланă май çĕршыв историйĕнчи çак датăн пĕлтерĕшĕ пирки аса илтерчĕ: «Çак кунранпа 79 çул иртсе кайрĕ. Паян эпир вăрçă хирĕсенче паттăрсен вилĕмĕпе е суранланнине пула вилнĕ, концлагерьсенче асап-нуша тÿссе ирттернĕ салтаксене аса илетпĕр. Паттăрсене ĕмĕр мухтав. Çулсем иртеççĕ, ăруран ăру ылмашăнса пырать, анчах та пирĕн чĕресенче вĕсен паттăрлăхĕ яланлăхах упранĕ».
Мероприятие пухăннисем Пĕтĕм Раççейри шăплăх минутне хутшăнчĕç, асăну палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
«Асăну çурти» акци - çĕнĕ палăк умĕнче
1418 куна тăсăлнă Аслă Отечественнăй вăрçă 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă. Историри çак пулăм кашни çемьене пырса тивнĕ. Чылайăшĕ Çĕнтерĕве çапăçу хирĕсенче туптанă, ачасемпе хĕрарăмсем, ватăсем ырми-канми тылра тăрăшнă. Вăрçă пуçланнă кун Астăвăмпа хурлану кунĕ. Çак кун Кавал ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем, çав шутра Кивĕ Вĕренертисем те, «Асăну çурти» республика акцине хутшăнчĕç, 75 çурта çутрĕç, вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене шăплăх минучĕпе асăнчĕç. Шăпах кăçал Кивĕ Вĕренерте яла пырса кĕнĕ çĕрте пуçарулăх бюджечĕпе усă курса илемлĕ çĕнĕ асăну палăкĕ туса лартнă. Палăк çинче Кивĕ Вĕренертен Аслă Отечественнăй вăрçăран сывă таврăннисен — вĕсем 49-ăн, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунисен — вĕсем 64-ăн - списокĕсене типтерлĕн çырса вырнаçтарнă.
Г.Яковлева, Кивĕ Вĕренерти культорганизатор.
Чун-чĕре хушнипе
Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 75 çул çитнĕ ятпа, хамăн аннепе куккана хисеплесе, чун-чĕре хушнипе хаçат урлă сăвă пичетлетĕп. Анне — Прасковья Даниловна Данилова, ĕçпе вăрçă ветеранĕ, 1919 çулта çуралнă. Хăйĕн пурнăçĕнче хура-шурне сахал мар курнă вăл, 2004 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ. Пурăннă пулсан кăçал 101 çул тултаратчĕ. Кукка — Христофор Данилович Данилов, вăрçă ветеранĕ. Унăн чĕри 1981 çулта март уйăхĕнче, çил-тăманлă каç, тапма чарăннă. Мăшăрĕ, Ирина инке, çамрăкла ултă ачапа юлнă. Аннепе кукка, Данил Тарасович Тарасовăн хĕрĕпе ывăлĕ, çак тĕнчере çук пулин те пирĕн асăмрах юлĕç.
Е.МИРОНОВА.
Мрамор палăк
Сарă çÿçлĕ салтака,
Кăвак куçлă аннене
Ăсатрăмăр юлашки çула,
Чун-чĕрене хытарса.
Военкомат лартса парать
Мрамор палăк анне сăнĕпе,
Ларать инçетренех курăнса.
Çук халь анне текех пирĕнпе...
Çут хĕвелĕ сире ăштас çук,
Варкăш çилĕ сире лăпкас çук,
Пирĕнпе пĕрле эсир халĕ çук,
Калаçса йăпанмашкăн çук.
Хăрушă, хаяр нимĕçе çĕнтерсе,
Вăрçă çулăмне тĕпрен сÿнтерсе
Таврăнтăр киле аманса, чирлесе,
Çаплах колхозра ĕçлесе.
Салтак вăл яланах салтак,
Уçать хăй валли утма сукмак.
Юратса, çемье çавăрса
Ÿстертĕр пире ăс парса.
Эпир, ачисем, сирĕн хунавсем,
Ас илетпĕр сире, вăрçă паттăрĕсем.
Вăрмар поселокĕ.
Çĕнтерĕве чĕрчунсем те çывхартнă
Аслă Отечественнăй вăрçăра салтаксемпе пĕр танах чĕрчунсем те çапăçнă. Лашасем, йытăсем, кушаксемпе кăвакарчăнсем те çынсемпе пĕр танах паттăрлăх кăтартнă. Вăрçă геройĕсемпе танах çак паттăр чĕрчунсем Çĕнтерÿ кунне çывхартма пулăшнă. Официаллă даннăйсем тăрăх вăрçăра Совет Çарĕнче 1,9 миллион лаша пулнă. Вĕсенчен миллион ытла лаша вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă. Тĕрĕссипе, шутланă-ши пурне те? Вăрçăра лашасем груз турттармалли чи шанчăклă хатĕр шутланнă. Артиллеринче 6 лашаран тăракан кÿлĕм пĕр ÿпкевсĕр, юнтармасăр тупăсене турттарнă, пĕр çапăçу хирĕнчен тепĕрне хăвăрт куçарнă. Салтаксем патне апат-çимĕç те лашасемпех илсе пынă. Связнойсен юлташĕсем те лашасемех пулнă. Партизансем, батальон командирĕсем вара лашасемсĕр алăсăр-урасăр пекех пулнă. Лаша талăкра 100 км ытла каяймасть пулин те вăл нимле техника каяйман вырăнта çÿренĕ, çитменнине шăппăн, палăрми те сисĕнми. Çул-йĕр çук çĕрте /çуркуннепе кĕркуннесенче\, автомашинăсем пылчăк ăшне кĕрсе ларнă вырăнсенче, çак чăтăмлă та тÿсĕмлĕ лашасем анчах кайма пултарнă. Çавăнпа та лашасене тăшман тылне хăвăрт атакăламалла, диверсисем тумалла чухне усă курнă. Вăрçăра аманнă салтаксем вара хăйсен пурнăçĕсемшĕн сăпайлă та ĕçлевлĕ лашасем умĕнче парăмлă пулнă: ытларах лазаретсем лаша ураписем çинче пулнă. Салтаксем те хăйсен тăватă ураллă юлташĕсем çинчен манман. Вăрçă хирĕсенче пĕр аманнă лашана та пăрахса хăварман, пурне те ветеринари лазаречĕсене çитернĕ. Йывăр аманнисене вара автотранспортпа турттарса çитернĕ, йывăр операцисем тунă, ура çине тăриччен чир-чĕртен сыватнă. Сывалсан — каллех строя тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче ветеринари служби лайăх ĕçленĕ: хирурги, терапи, инфекци уйрăмĕсем пулнă, вĕсенче квалификациллĕ специалистсем вăй хунă.
Лашасем — Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем. Вĕсем — салтаксен шанчăклă юлташĕсем. Вĕсене орденсем, медальсем, званисем те паман, анчах та вĕсем — геройсем. Çак пархатарлă чĕрчунсем те салтаксемпе танах Çĕнтерÿ кунне çывхартнă. Чи чăтăмлисем вара Владимир тяжеловозĕсем пулнă. Вĕсем тăван çĕршывăн лаша ĕрчетес ĕçĕн чапĕпе мухтавĕ шутланнă. Вăрçăра ытти лашасем вăйран кайса ÿкнĕ пулсан та, Владимировец маххă паман. «Малыш, Мальчик, Нептун, Сатурн, Марс, Мамонт, Пилот, Танкист - пурте Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă хастар та маттур лашасем. Çапла, лашасем Çĕнтерĕве салтаксемпе пĕрле туптанă. Кăçал, Аслă Çĕнтерÿ 75 çул çитнине паллă тăватпăр, çак Çĕнтерÿ илемлĕ те пархатарлă лашасемсĕр пулман пулĕччĕ.
М.КРЫЛОВА.
«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ И.ДАНИЛОВА, кăларăма Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.