«Вĕренес килет…»
/Н.Зарубин пурнăçĕнчи паллă мар самантсем/

Никита Зарубин пирки чылай çырнă — кĕнекесенче те, хаçат-журналсенче те. Сăвăсем хайланă, юрăсем кĕвĕленĕ. Интернет уçлăхĕнче ун пирки интереслĕ материалсем вырнаçтарнă. Çĕннисенчен «Тăван çĕршыв» обществăлла шырав ушкăнĕн пĕтĕмлетĕвне палăртмалла. Тĕпчев-шырав ĕçне Н.Зарубин хĕсметре тăнă 35-мĕш çар чаçĕн ветеранĕсем, халĕ Ленинград облаçĕн­че тĕпленсе пурăнакансем хутшăннă­ран, тăрăшни харама кайман. Шыравçăсем 1943 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче юлашки вĕçеве çĕкленнĕ Пе-2 бомбардировщик экипажĕ пирки çырса кăтартнă. Самолета нимĕç истребителĕсем персе антарнине, экипажри командирпа бортстрелок парашютпа сиксен, вĕсене тăшман летчикĕсем персе вĕлернине, кайран вырăнти халăх тирпейлесе пытарнине тĕпчесе пĕлнĕ. Шыравçăсем тăрăшнипе тĕрлĕ ялсенчи масарта выртакан совет летчикĕсен ÿчĕсене пĕр вырăна Александровка ялне куçарнă, сăпайлă палăк лартнă.
Манăн хамăрăн авторсене хăйсен материалĕсенчи васкаварла тунă шухăшсене асăрхама калас килет /тĕ­­рĕссипе, пĕр статьяри пичетленнине кайран темиçе те çав халлĕнех усă курни ĕнтĕ ку — В.Ц./. Акă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри: Н.Зарубин юлашки вĕçевре Пе-2 бомбардировщикра пулнă, урăххинче мар. Самолета нимĕç истребителĕсем персе антарнă, зениткăран персе мар. Сиенлентнĕ Пе-2ре экипажран пĕр Н.Зарубин çеç кабинăра пулнă, вăл пуçран аманнипе çавăнтах вилсе кайнă, командирпа стрелок парашютпа сикнĕ пулин те çăлăнса юлайман, вĕсене сывлăшра нимĕç летчикĕ пулеметран пенĕ.
Тепĕр автор, хăнăхнă йĕрпе çапла çырать: «Никита Зарубин ачаранпах тÿпере самолетпа вĕçме ĕмĕтленĕ…»
1957 çул Н.Зарубин летчик-штурман ÿтне Ленинград облаçĕнчи шурлăхра тупнă хыççăн паттăр пирки хаçат-журналсенче тĕрленчĕксем, очерксем тăтăшах пичетленеççĕ, чăвашра çеç мар, Мускавра, Хусанта, Ленинградра кун куракан кăларăмсенче те. Унăн докуменчĕсене, япалисене, çырăвĕсене пĕр çĕре пухса упрассине амăшĕ Васса Никифоровна, йăмăкĕ Анна Дмитриевна тата унăн мăшăрĕ Василий Иванов тимлеççĕ. Чылай япалана вĕсем музейсене панă, çавăнпа Шупашкарти, Вăрмарти, Чупайри истори управлăхĕсенче Н.Зарубин пирки питĕ интереслĕ экспозицисем йĕркелеме пултарнă. Мана хăй вăхăтĕнче Анна Дмитриевнăпа темиçе те тĕл пулса калаçма тÿр килнĕч­чĕ. Вăл пиччĕшĕн çырăвĕсемпе, ытти хучĕсемпе паллаштарчĕ. Никита Зарубин питĕ тирпейлĕ çын пулнă иккен. Вăл хăйĕнпе çыхăннă пур хута та упранă, хăшĕсене пĕр тĕркеме çĕленĕ, теприсене папкăна хунă, сăн ÿкерчĕксене альбомсене вырнаçтарнă /шел, тепĕр чухне пире çавăн пек тирпейлĕх çитеймест, çавăнпа харпăр хăй архивне йĕркелейместпĕр вĕт! — В.Ц./. Акă, Никита Дмитриевичăн автобиографийĕсем. Темиçе те вĕсем, вĕренме кĕмелле-и, ĕçе вырнаçмалла-и, çара хĕсмете илеççĕ-и — кашнинчех çак хута ыйтнă ĕнтĕ. Пурте икĕ-виçĕ страницăллă, илемлĕ почеркпа йĕрленĕскерсем. Пĕрне çеç темиçе теçетке страницăллă хулăн тетраде çырнă, ахăртнех, васкаварлă хайланă, чĕрнĕ, вараланă. Вулама йывăртарах вырăнсем те пур. Ку автобиографие, тĕрĕссипе, пурнăç кĕнеки /дневник/ темелле тĕр. Питĕ интереслĕ самантсем пур. Тĕслĕхрен, 1920-мĕш çулсенчи ял пурнăçĕ пирки каланисем.
Н.Зарубин çак биографине 1935 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче çырма тытăннă. Ун чухне вăл Одесса хулинче çарта, çыхăну йĕркелеме вĕрентекен курсра пулнă /автобиографин пуçламăш страници сăнÿкерчĕкре/.
«Эпĕ 1913 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕн­че Чупай ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. /Н.Зарубин биографи­йĕнче çуралнă куна пур çĕрте те кивĕ стильпе палăртнă. — В.Ц./. Шкула кайичченех тăван чăваш чĕлхипех /«Тă­ван чăваш чĕлхипе» тени ытти хутсенче те час-час тĕл пулать. Асăрхăр! — В.Ц./ ăсра пин таран шутлама, ăсра хутлама, вырăсла тата тутарла ăсра шутлама вĕрентĕм…
1920-мĕш çул пуçламăш шкула кайрăм, пире пуп хĕрĕ Надежда Анисимовна вĕрентрĕ. Эпĕ лайăх ĕлкĕрсе пыраттăм, пĕр асăрхаттару та илмен. 1921 çул питĕ хăрушă выçлăх çулĕ пулчĕ те вĕренеймерĕмĕр. Тепĕр çул пире Кузнецов вĕрентрĕ, пĕр уйăхран виçĕ çухрăмри Патти шкулне ячĕç. Виктор Николаевич учитель мана лайăх вĕренетĕн тесе тÿрех иккĕмĕш класран 3-мĕшне куçарчĕ. 4-мĕш класа каллех Чупайне тавăрчĕç, кунтан 1924 çул вĕренни çинчен Ĕнентерÿ хутне илсе тухрăм. /Ĕнентерÿ хучĕ Зарубин архивĕнче чиперех упранать. — В.Ц./.
Вĕренес кăмăлăм пысăкчĕ, анчах аттепе анне мана килтех хăварчĕç, ĕçлемелли нумай терĕç. Эпĕ вĕсенчен вăрттăн 1925 çулхи август уйăхĕнче Кавал ялне кайса 8 çул вĕренмелли шкула кĕтĕм…»
Малалла Никита Зарубин çак шкулта лайăх вĕренни пирки, пионера кĕнине, санчаçре дежурствăра тăнине, математикăна тарăнрах вĕрентекен ушкăна çÿренине çырса кăтартать. Хăй пионервожатăй пулнине, стена хаçачĕ кăларнине палăртать. Тăван ялĕнче 1927 çул пионер организацийĕ йĕркелеме хутшăннишĕн савăннине пĕлтерет. Кавал шкулĕнчен 1929 çул вĕренсе тухать. Ĕнентерÿ хутĕнче вăл физикăпа математика енĕпе тарăн пĕлÿ илнине кăтартнă. Июньпе август уйăхĕсенче чукун çулăн Вăрмар – Энĕшпуç тăрăхĕнче ĕçлет.
«1929 çулхи август уйăхĕнче эпĕ Сĕн­тĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕ­ренме кĕме экзамен тытрăм. Мана унта кандидат шучĕпе çеç илчĕç. Октябрь уйăхĕнче Канашри педагогика техникумне кайса кĕтĕм. Кунта мана çăмăлах пулмарĕ — килтен пулăшу çук, стипенди памаççĕ, хваттер те тытмалла.

Çавăнпа эпĕ 1930 çулхи февраль уйăхĕнче педтехникума пăрахса Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелÿ техникумне кайрăм. Кунта мана йышăнчĕç, хваттер пачĕç, стипенди 17 пин те 75 пус тÿлерĕç. Эпĕ тăрăшсах вĕренме пуçларăм, уйрăмах математикăпа тата геодезипе. Манăн лайăх пулнине кура тăр, математикăпа геодези кружокне ертсе пыма шанчĕç. Эпĕ ачасене вĕренÿре тĕревлеттĕм. Лайăх ĕлкĕрсе пыни пире практикăра питĕ пулăшатчĕ. Çуллахи практикăра хамăрăн плана чиперех пурнăçларăмăр. Техникумра профсоюза тата комсомол ретне кĕтĕм. Мана общество ĕçне хутшăнма килĕшетчĕ. 1930-31 çулсенче эпĕ «Канаш» хаçатра заметкăсем чылай пичетлерĕм…»

Автор малалла çĕр виçевçи пулса тĕрлĕ районсенче ял хуçалăх карттисене хатĕрленĕ çĕре хастар хутшăннине, çак ĕç ăна килĕшнине çырса хыпарлать. Çамрăк çамрăках çав. Никита Зарубин кану вăхăтĕнче тантăшĕсемпе вăййа тухнине, çуллахи ăшă каçсене питĕ хаваслă ирттернине пĕлтерет. Шел, шăнса пăсăлнине пула çичĕ çулти шăллĕ Илюша пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă-мĕн. Ку хыпар ăна питĕ хурлантарнă.

«…Çĕр йĕркелевçи ĕçĕ питĕ канăçсăрччĕ, яланах çул çинче вĕт. Манăн вара малалла вĕренес килетчĕ. Эпĕ института кĕме хатĕрленме шутларăм. Паллах, чукун çул çывăхĕнче пурăннăран-ши, унти ĕç мана питĕ килĕшетчĕ. Юдино станцине депона выр­наçрăм, каçхине института вĕренме кĕме хатĕрлекен курса çÿрерĕм. Кайран мана Хусана кондукторсен бригадинче хут-шут ĕçĕсене пурнăçлама уйăрса лартрĕç… Ытти ĕçсене те явăçтаратчĕç. Аслă тата тĕп кондукторсен курсĕнче математика вĕрентеттĕм. Юлташла суд секретарĕнче ĕçлеттĕм. Ĕçĕме кура премипе хавхалантаратчĕç. Пĕринче 3 метр матери, çăм шăлавар, 100 тенкĕ укçа, Хусан театрне çÿреме тÿлевсĕр билет пачĕç. Хусан чукун çул çинче ĕçлекенсенчен мана Пĕтĕм тутарсен юрисчĕсен сьездне делегата суйларĕç. Тăван яла та манман. Канмалли кунсенче киле çÿреттĕм…»

Малалла автор Чупай ялĕнчи пурнăçа сăнлать. Комсомолецсен ĕçне хĕрÿлентерес тесе ăшталаннине, çамрăксене хăй тавра пĕрлештернине пĕлтерет. Ялти хастарсене — Леонтьева, Филиппова, Павлова — асăнать. 1933 çул вăл Канаш станцине ĕçе вырнаçать, бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçлать. 1934 çулхи майăн 10-мĕшĕнче ăна Мускава электромонтерсен курсне вĕренме яраççĕ. Кунта та вăл хастарлăхĕпе палăрать — вĕренÿре те, общество ĕçĕнче те. Çав çулхинех декабрĕн 15-мĕшĕнче панă Ĕнентерÿ хутĕн­че унăн пĕтĕмпех «5» паллăсем çеç. Лайăх вĕреннĕшĕн, юлташĕсене вĕренÿре пулăшнăшăн 1-мĕш преми, Грамота, хаклă кĕнекесем илнĕ. Тăван тăрăха таврăнсан вăл Канаш станцинче электромонтерта тăрăшать.

«…1935 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче мана салтака илес ыйтупа комиссие чĕнчĕç. «Юрăхлă» тесен, тем пекех хĕпĕртерĕм. Мана Хĕрлĕ Çара çыхăну чаçне илеççĕ иккен. Октябрĕн 11-мĕшĕнче Канашри çар пунктне килмелли çинчен повестка илтĕм. Унччен хамăн ĕçпех тăрăшрăм-ха. Каçсерен урама вăййа тухнă, ытти ялсенчи тăвансем патĕнче хăнара çÿренĕ, тантăшсемпе, хĕрупраçсемпе тĕл пулнă. Октябрĕн 11-мĕшĕнче Канашран Петя, Нюра тата Нина ăсатса ячĕç…»

Н.Зарубин Украинăра Одесса хулинче хĕсметре тăрать. Çыхăну ротине лекнĕскере кĕçĕн командирсене вĕрентекен курса яраççĕ. Çамрăк курсант тăрăшулăхĕ кунта та палăрать:вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн аслисенчен тав сăмахĕ илтнине темиçе те çырса хунă. 1936 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче панă Ĕнентерÿ хутĕнче Зарубин Н.Д. курсант вĕренĕве «4» паллăсемпе вĕçленине пĕлтернĕ, кĕçĕн командир — взвод командирĕн çумĕ — ятне панă. Тепĕр икĕ уйăх­ран çамрăк салтака летчиксем хатĕрлекен шкула суйласа илеççĕ.

«… Эпĕ хама вĕçевре питĕ лайăх туятăп. Сывлăх аван. Вĕренес те вĕренес килет. Пур предметпа питĕ лайăх паллăсем кăна илетĕп», — тесе çырнă вăл.

1937 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче Вĕçев шкулне вĕренсе пĕтерни çинчен çирĕплетсе кĕçĕн лейтенант ятне параççĕ. Çапла пуçланать Никита Зарубинăн летчик кун-çулĕ. Ахăртнех, малтанхи пек пушă вăхăт сахалрах та сахалрах пулнă тăр. Çырса хунисем кĕскен кăна, темиçе сăмахпа палăртнисем: «... 1939 çулхи сентябрĕн 8-29-мĕшсенче Хĕвеланăç Украинăпа Беларуссие ирĕке кăларассипе Правительство хушăвне пурнăçларăмăр…». «Ноябрĕн 30-мĕшĕнче Финляндипе вăрçă пуçланнăран, кашни кунах вĕçетпĕр, командовани хушăвне чыслăн пурнăçлатпăр. Декабрĕн 1-мĕшĕнче питĕ йывăр ĕç хушрĕç. Эпĕ, Аркатов, Шорников вĕçрĕмĕр. Зениткăсем питĕ вăйлăн персе тăнине пăхмасăр малаллах талпăнтăмăр, Хельсинки çывăхĕнчи чукун çул узелне бомбăсем пăрахса аркатрăмăр. Шел, хамăр та çухату тÿсрĕмĕр — зениткăллă пулеметăн çурăлакан пульли лекнипе Шорников стрелок-радист пурнăçран уйрăлчĕ. Пирĕн самолета 4 тĕлтен шăтарнăччĕ».

Малалла Никита Зарубин лейтенант Эстонире Тарту хулинче вырнаçнă çăмăл бомбардировщиксен 35-мĕш полкĕнче хĕсметре тăрать. Ăна çаплах-ха малалла вĕренес килни канăçсăрлантарать. Анчах ăçта каймалла? Хĕрлĕ ялав орденне тивĕçнĕ летчик-штурмана Тарту хулинчи предприятисене, учрежденисене чĕнеççĕ. Вĕсенче ĕçлекенсем умĕнче тухса калаçмалла, вăл вăхăтри лару-тăрупа паллаштармалла, влаç политикине ăнлантармалла. Çынсемпе хутшăнма кăмăл пулнăран, Н.Зарубин çарта политикăпа воспитани ĕçне йĕркелес енĕпе каймалла мар-ши тесе те шухăшлать. Çапах та хăй техникăна лайăхрах ăнкарнине, çав енĕпе пирвайхи пĕлÿ илнине шута хурса 1941 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче С.М.Буденнный ячĕллĕ электротехника çыхăнăвĕн академинче вĕренес тĕллевпе рапорт çырать. «Эпĕ, Зарубин Никита Дмитриевич, Прибалтика çар округĕн çăмăл бомбардировщиксен 35 полкĕнчи звено штурманĕ, пĕлĕве малалла тăсас тетĕп», — пĕлтерет вăл. Шел, çак ĕмĕт пурнăçланаймасть. Июнĕн 22-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсем пирĕн Тăван çĕршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кĕреççĕ. Çапла путланать вĕренес ĕмĕт. Зарубин лейтенант, летчик-штурман, Ленинград облаçне тăшмансенчен паттăррăн хÿтĕлет.

1942 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Н.Зарубин Хусантан çĕнĕ самолетпа фронта кайма тухнă май тă­ван Чупай ялĕ çийĕн вĕçсе иртнĕ. Малтанах пĕлтерсе хунăран, шкулта вĕрентекенсемпе вĕренекенсем картише тухнă, вĕçсе иртекен самолетсене алă сулса саламланă. Никита Дмитриевич хут тĕркемĕ пăрахса хăварнă, шел, ачасем ăна юр ăшĕнче шыраса тупайман, тепĕр çул çеç, çуркунне ăна тупаççĕ, унта çыру пулнă иккен.

«Ачасем, эпир усал тăшмана пĕтерме каятпăр. Вĕсене хамăр çĕр çинчен часах хăваласа кăларатпăр. Эсир, ачасем, вĕренĕр, питĕ лайăх вĕренĕр, çакă пире тăшмана часрах çĕнтерме хавхалантарĕ, вăй парĕ…», — тесе çырнă Ленин, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ Чупай паттăрĕ Никита Зарубин. Унăн сăмахĕсем паянхи шкул ачишĕн те — пехил сăмахĕсем.

В.Цыфаркин.


Энтрияль ялĕнчен тухнă салтаксем
Çĕр вăтăр килтен тăракан Энтрияль ялĕ общинăн тĕп ялĕ шутланнă. Община та Энтрияль ялĕн ячĕпе хисепленнĕ. Ялта общинăн кантурĕ, пушар каланчи вырнаçнă, кунтах хурал пÿрчĕ те хăйĕн вырăнне тупнă. Пушар хуралçисем кашни каç хуралта тăнă. Энтрияль ял общинине пилĕк ял кĕнĕ. Ял общининчен патша çарĕнче çар тивĕçне çирĕм пĕр çула çитнĕ сахал мар арçынсем пурнăçланă. Патшан элитнăй текен çар чаçĕнче Терентий Иванович Иванов, Тимофей Димитриевич Димитриев Преображенски çар полкĕнче. Матвей Иванович Иванов Семеновски çар полкĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Захар Исакович Исаковăн 3-мĕш Прусси королĕн Фридрих Вильгельм IV-мĕш ячĕпе хисепленекен гренадер полкĕнче, Гаврил Степанович Степановăн лейбгварди, гренадер полкĕнче çар тивĕçне вунă çул хушши пурнăçлама тивнĕ.
1904-1905 çулсенче Раççейпе Япо­ни хушшинчи вăрçа хутшăннисем те Энтрияль ялĕнчен пур. А.И.Иванов, Б.Кузьмин, Т.Иванов салтаксем яппунсене аван хÿтернĕ, Б.Кузьмин каланă тăрăх Порт-Артура çитесси 30-40 км çеç юлнăччĕ. Вырăс патшипе Япони патши мирлĕ килĕшÿ туса вăрçа чарнă. Георги медальне тивĕçнĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннисем те Энтрияль ялĕнчен пур. Николай Герасимович Герасимов, Сидор Фомич Фомин, Мирон Ларионович Ларионов салтаксем австро-венгерсемпе, нимĕçсемпе хастар çапăçнă. Павел Евдокимович Евдокимов тыткăна лексе виçĕ çул асап тÿснĕ.
Гитлерла Германи Совет союзне хирĕç вăрçă пуçласан, тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн 1941-1945 çулсенче пынă вăрçа Энтрияль ялĕнчен 137 çын хутшăннă, çитмĕл çын çĕнтерÿçĕ салтак пулса тăван яла, тăван киле таврăннă. Пурте тенĕ пек правительство наградисене илме тивĕçнĕ, тăваттăшĕ инвалид пулса килеççĕ. Хальхи вăхăтра Энт­рияль ялĕнчен çар тивĕçне пурнăçласа, запаса полковник, подполковник, майор, аслă лейтенант, аслă прапорщик званисемпе тивĕçлĕ канăва тухнисем те пур. Сержант звани илнисене шута илмен. Захар Исакович Исаковăн, гренадерăн икĕ кĕçĕн мăнукĕ, Михаил Михайлович Галкин нумай çул хушши çар тивĕçне пурнăçласа аслă прапорщик звание илсе, Станислав Михайлович Галкин, летчик-истребитель, çар тивĕçне пурнăçласа майор званине илсе тивĕçлĕ канăва тухаççĕ. Иккĕшĕ те Мускав облаçĕн­че çемйисемпе тĕпленсе пурăнаççĕ. Час-часах çуралнă тăван яла пограничник пулса çар тивĕçне пурнăçланă шăллĕ патне Юрий Михайлович Галкин çемйине килсе каяççĕ. Ашшĕ-амăшĕн вилĕ тăприйĕ çинче пулса чыс тă­ваç­ç­ĕ. А.ВИШНЕВСКИЙ.

Г.Матвеев
Саруй ялĕнчи Мухтав орденĕн тулли кавалерне, 1945 çулта Мускавра Çĕнтерÿ парадне хутшăннă Павел Порфирьевич Порфирьева асăнса
Вăл вăрçăра çĕнтернĕ
Çапса аркатнă шурă финсене,
Путарнă тĕпсĕр шурлăхлă çĕре.
Çĕршыв çине хăрушлăх килсенех,
Танкран вăл лартнă хурçăллă тĕрек.
Пĕр систермесĕр тапăнсан фашист,
Асар-писер сиксессĕн самана,
Хисеплĕ гварди çарĕнчи танкист
Хăватлăн кисрентернĕ тăшмана.
Çăлса хăварнă аслă Мускава,
Минска хăтарнă, ункăна çурса.
Фашист çине хĕмленĕ шĕл кăвар
Курск пĕккинчи хаяр çапăçура.
Тăшмансене пĕр шелсĕр сирпĕнтер —
Кĕрешÿре малти ретре ялан.
Салтак Мухтавĕн паллă кавалер —
Çĕнтерÿпе вăл таврăннă яла.
Германие тĕпрен парăнтарсан,
Ирттернĕ çар Парачĕ Мускавра.
Танкист-юлташсемпе пĕрле тăрса,
Герой-разведчик утнă парадра.

Разведка-çапăçу
Уйра вĕçтерчĕ çил тусанлă,
Часах пуçланĕ тытăçу.
Хатĕрленетпĕр тĕплĕн, анлă:
Паян разведка-çапăçу.
Ирех пуçларăмăр атака,
Вутпа çунтартăмăр аван.
Вĕчĕрхенет тăшман салтакĕ -
Ниçта тарма çук çулăмран.
Снаряд ăсанчĕ вăйлă хирĕç.
Атака пычĕ пĕр сехет.
Танксем киле кайма тапранчĕç -
Приказăн вăхăчĕ хĕсет.
Шутларăмăр пĕлсе задача -
Пурне те тупнă точкăсем.
Ыран алхасĕ юнлă хачă,
Йĕрсе пăтранĕç пĕлĕтсем.
Пурне те хуплĕ çулăм вирлĕ,
Никам тараймĕ тамăкран.
Пире вара пĕр чăнлăх кирлĕ -
Часрах тÿрлентĕрччĕ суран.

М.Прокопьева
Иван Матвеев танкист асăмрах
Çĕршывăмăр-анне чĕнсен,
Нимрен те хăрамасăр,
Эсрел-фашист ирсĕрленсен,
Пĕр утăм та чакмасăр
Салтак çапăçура хĕрсе
Тăшмансене ислетрĕ.
Тискерлĕх кăкăрне хĕссен
Вăй-халĕ иксĕлмерĕ.
Çул уçрĕ Берлина танкист,
Аманнине пăхмарĕ.
Тĕп пулчĕ юнĕçен фашист,
Çĕршывăм парăнмарĕ.
Вут-çулăмра яш салтака
Пĕр шелсĕр вăрçă ĕнтрĕ.
Хыпарсăр çĕтнĕ çамрăка
Ялта тăванĕ кĕтрĕ.
Киле çитме шăпа пÿрмен,
Çемье те çавăратчĕ.
Лартатчĕ çĕнĕ çурт-кермен
Йăх-ăрăва тăсатчĕ.

«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ И.ДАНИЛОВА, кăларăма А.Николаева хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика