ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Ни­колаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канаш­лура ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов граждансен пуçарăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçлакан инфратытăм проекчĕсемпе тата ял ипотекипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă.

Тăватă çулта инфратытăм проекчĕсен шучĕ 1,8 пинрен те иртнĕ – 1,3 миллиард тенкĕлĕх. Ял çыннисемшĕн усăллă мĕнле кăна ĕçсене пурнăçламан – ача-пăча валли вăйă лаптăкĕсем йĕркеленинчен тытăнса кÿлĕсемпе пĕвесене тасатни таранах. Малтанхи çул 100 проект пулнă, кăçал вара – 737. Халăх пухакан кашни тенкĕ çумне республика бюджечĕ 6 тенкĕ хушни граждансен пуçарулăхне пушшех хавхалантарать. Чăн та, Сергей Геннадьевич кăçал пурнăçлама палăртнисен хушшинче ĕçлеме пуçламаннисем пуррине те пытармарĕ. 23 проект тĕлĕшпе халь те контрактсем туман, суту-илÿ ирттермен. «Ытти тĕллевпе уйăрни пулнă тăк — укçана хальччен урăххисене параттăмăр, анчах ку тĕслĕхсенче халăх укçине те пухнă – бюджет укçине урăх проектсем валли ямашкăн тăхтама тивет, кĕтетпĕр...» - кăмăлсăрланнă министр.

Сăмах май, 737 проект валли уйăрнă укçа самай перекетленнĕ - çав перекете те асăннă ĕçсем валлиех ярĕç тата 111 проекта пурнăçлама май пулĕ. Ял ипотекине илес тĕк – республикăра çăмăллăхлă çак кредита 203 çын илнĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 297 миллион тенкĕ. Пурĕ 400 яхăн заявка йышăннă – вĕсене тивĕçтерме 800 миллион тенкĕ патнелле кирлĕ. Çĕршывра çак пĕчĕк, 3 процентлă, кредита ыйтакансем йышлине пула уйăрнă укçана хăвăрт валеçсе пĕтернĕ те – банк пĕр вăхăт ипотека парассине чарса та лартнă. Халь хăш-пĕр регион усă курса пĕтереймен укçана та валеçнĕ – Россельхозбанкăн республикăри филиалĕ ял ипотекине каллех пама тытăннă. Чăваш Енре çемьесен уйрăм категорийĕсем /нумай ачаллисем, АПКра, потребкооперацире ĕçлекенсем\ валли çак кредитăн процент виçине тата пĕчĕкрех тунă – 0,1 пункт шайнех антарнă. Анчах çак çăмăллăхпа усă куракан сахал иккен – 9 çын кăна. Çавна май С.Артамонов вырăнти влаç ертÿçисене халăха çăмăллăх пирки ăнлантарса пама ыйтнă – «процентсăр» кредитпа ытларах çын усă куртăр.

– Ялсен сăн-сăпатне улăштармалли майсем анлăлансах пыраççĕ, – тенĕ темăна пĕтĕмлетнĕ май О.Николаев. – Пирĕн тивĕç – хулари тата ялти пурнăç условийĕсен уйрăмлăхне май пур таран чакарас тĕллевпе пĕтĕм­пех тăвасси.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика