ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă май малтанах палăртнă планпа килĕшÿллĕн темиçе объектра пулса курчĕ, çав шутра Вăрмарти иккĕмĕш номерлĕ «Колосок» ача садĕнче, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕнче те.
Ача садĕнче хальхи вăхăтра тĕп юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Олег Николаев пынă кун пĕтĕмĕшле ĕçсен 80 процентне пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Августăн 20-мĕшĕ тĕлне юсава вĕçлеме палăртнă. Ача сачĕн заведующийĕ Эльвира Николаевна Васильева Олег Алексеевича пĕтĕмĕшле туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вĕсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ пурнăçлать. Хальхи вăхăтра чÿречесене, хутса ăшăтмалли тытăма, çивиттине улăштарнă. Сантехникăна улăштармалла, шывпа тивĕçтерекен тытăма туса пĕтермелле. Çак вăхăтрах ача садĕнче шалта хăтлăх кĕртессипе ĕçсем пыраççĕ. Олег Николаев юсав ĕçĕсене тĕплĕ туса ирттермеллине каларĕ, проектпа смета документацине хăш-пĕр енĕпе тумалли ĕçсене кĕртменнишĕн кăмăлсăрланнине пĕлтерчĕ. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта тĕпрен юсатпăр пулсан ун йĕри-тавра пурнăçламалли пур ĕçе те шута илмелле», - палăртнă Олег Николаев. Кĕске вăхăтра вăл ача сачĕн территорине комплекслă хăтлăлатмалли строительство ĕçĕсен çĕнетнĕ сметине хатĕрлеме хушнă.
Олег Николаев ача садĕнчи ĕçсемпе паллашнă хыççăн Спорт çуртне çул тытрĕ. Унăн директорĕ Сергей Витальевич Архипов «Спорт — пурнăç никĕсĕ» регион проекчĕ шайĕнче туса ирттернĕ ĕçсемпе, малаллахи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Паянхи кун кунта Спорт çурчĕн капиталлă юсавĕн иккĕмĕш тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Çавна май çуртăн çивиттине тĕпрен юсаççĕ, спортзалти стенасене çĕнетеççĕ, урайне улăштараççĕ.
Олег Николаев ĕçлĕ çул-çÿревне Вăрмарти тĕп стадионра пĕтĕмлетрĕ. Стадионра футбол уйĕ тумалли ĕçсене пурнăçлакан подрядлă организацие палăртмалли тапхăр пырать. Олег Николаев футбол уйне тунă май йывăрлăхсем килсе тухма пултарнине шута илсе подрядчиксемпе уйрăммăн калаçса татăлса ĕçлемеллине каларĕ. Стадионăн пуласлăхне сÿтсе явнă май Олег Николаев кунта килнĕ граждансен ыйтăвĕсем çине те хуравсем пачĕ. Чулкасри икĕ ача амăшĕ ялти ача-пăча площадкине тăтăшах йĕркене кĕртсе тăрасси пирки сăмах хускатрĕ /ÿкерчĕкре/. Площадкăна 2012 çултах туса лартнă, анчах та унти тасалăхпа хăрушсăрлăха никам та асăрхаса тăмасть иккен. Олег Николаев ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă объектшăн ял тăрăхĕн администрацийĕ яваплă пулнине палăртнă. Тĕслĕхрен, вăйă площадкине сăрласа тăрасси, хăйăрпа тивĕçтересси тата ытти те. «Хăвăра, кÿршĕсене явăçтарăр çак ĕçсене. Эпир вара строительство материалĕсем е ытти япаласем туянма сире хушма укçа-тенкĕ уйăрса парăпăр», - тенĕ вăл Чулкас ялĕнчи çамрăк аннене. Сăмахран, Олег Николаев хăй ялта ÿснĕ май пĕчĕклех ĕçе хăнăхса ÿснине, нимелле пуçтарăнса ĕçленине аса илнĕ.
ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халалласа кăçал кашни ял валли пурте усă куракан вырăнсене йĕркелемелли тĕллевсене пурнăçлама 100 пин тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенкĕпе мĕнле усă курмаллине ял халăхĕ хăй йышăннă.
«Ку вăл ача-пăча площадки, парк, яла паллă тăвасси тата ытти те пулма пултарать. Вĕсене малалла тытса тăрассишĕн ял тăрăхĕ яваплă», - тенĕ Олег Николаев. Ĕçлĕ çул-çÿреве пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев район администрацийĕпе халăх хушшинчи çыхăнăва ÿлĕмрен çирĕплетмелли çинчен каларĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.