APKЧăваш Республикин 2020—2025 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн Комплекслă программине çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çапах та ку тема патне татах та таврăнма тивĕ-ха, мĕншĕн тесен республика аталанăвĕн пур тытăмĕ те пĕтĕмĕшле çак программăран тухса тăрать. Çапла, министрсем докладсем турĕç, Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн комментарийĕсем пулчĕç. Вăл программăна туса хатĕрлеме тата йышăнма хутшăннă кăна мар, «Регионсен Аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕн» генеральнăй директорĕ Игорь Меламед каланă тăрăх, çак питĕ кăткăс, çав вăхăтра питĕ интереслĕ ĕç процесне тÿрремĕнех хутшăннă. Пур саманта та шута илеймен темелле. Программăна сÿтсе явнă май ларусене хутшăнакансем республика ертÿлĕхĕ умне хăйсене хумхантаракан, татса памалли çивĕч ыйтусене çитернĕ. Программăри агропромышленноç комплексĕн аталанăвне сÿтсе явнă чух шăпах çавăн пек пулса тухнă та, ун пирки маларах кĕскен çырса кăтартнăччĕ.

Палăртмалла, лару-канашлусене сÿтсе явма хутшăнакансенчен нумайăшĕ хăйсен сăмахĕсенче пĕрре кăна мар Олег Николаева тав тунă. Сăмахран, ĕне усракансене укçан пулăшма май тупнăшăн. Уйрăммăн илсен, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çапла каланă: «Нумаях пулмасть пĕр хĕрарăм çапла каланăччĕ: «Эпир ĕне-выльăха экзотикăшăн мар, кăштах та пулса тупăш илессишĕн усратпăр». Ял халăхĕ сĕт сутса укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарать. Килти хушма хуçалăха аталантарас чылай ыйтусене татса пама пуçланă. Çакăншăн сире, Олег Алексеевич, пысăк тав».

Енчен те Чăваш Енре промышленноç аталанăвĕн хăвачĕ – ĕçлесе хатĕрлекен производство пулсан, сĕт-çу отраслĕнче вара — килти хушма хуçалăхсем. Республикăра туса илекен сĕтĕн кашни 2-мĕш литрне килти хуçалăхсенче суса илеççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Ен сĕтпе хăйне кăна тивĕçтермест, ытти регионсене те ăсатать. Ку пуçламăшĕ çеç-ха. Прог­раммăпа килĕшÿллĕн, республикăра тепĕр 10 çултан сĕт туса илесси 55 процент ÿсмелле. Ÿсĕмсен çăлкуçĕ, паллах, хальхи йышши агропромышленноç комплексĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсем пулса тăраççĕ. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Коминтерн ячĕллĕ ЯХПК йышшисем. Унта нумаях пулмасть «Росссельхозбанкăн» инвестици кредичĕпе усă курса сĕте тирпейлекен производствăн иккĕмĕш линине ĕçлеттерме тытăннă. Çапах та хресчен хуçалăхĕсене шутран кăлармалла мар. Пачах та тепĕр май, Чăваш Ен Правительстви пулăшнипе вĕсен пĕлтерĕшĕ татах та ÿсĕ.

Олег Николаев ĕне усракансене укçан пулăшма май тупнине ырласа Улатăр районĕнчи Первомайски поселокĕнче пурăнакан Андрей Шумилов çапла каланă:

— Ку йышăнăвăн пĕлтерĕшне хаклама та йывăр. Эпир, ялта пурăнакансем, йывăрлăхра хамăр пĕччен маррине туйса илтĕмĕр. Манăн килте, тĕслĕхрен, сăвакан ултă ĕне. Вĕсемшĕн эпĕ 25 пин те 800 тенкĕ субсиди илтĕм. Ку питех те пысăк пулăшу. Çав укçапа утă, тĕш тырă, çунтармалли-сĕрмелли материал туянăпăр. Проектра мана мĕн килĕшет-ха? Вăл укçа-тенкĕ таврашне ахальтен валеçсе панипе мар, ялсенче ĕнесен хисепне ÿстерме пулăшать. Хресченĕн кил картинче пĕр ĕне пулсан — 2300 тенкĕ, иккĕ пулсан — тепĕр пин тенкĕ ытларах, 3 е нумайрах пулсан — кашниншĕн 4300-шер тенкĕ тухать.

Хресчен выльăх ытларах усрасан, субсиди те пысăкрах пулĕ. Ку вăл проектăн курăмлă пайĕ кăна-ха. Ман шутпа, тепĕр сийĕ тата пĕлтерĕшлĕрех. Курăр-ха, мĕнле пулса тухать! Хресчен укçа-тенкĕ нумайрах илес тесе выльăх йышне ÿстерсе пырасшăн. Ăна валли вара ĕç алли кирлĕ. Ăçтан тупмалла-ха пулăшакансене? Харпăр хăй çемйинче, ачасен вăйне шансан кăна. Апла тăк çамрăксен яла юлас кăмăлĕ те пулĕ. Пирĕн çемьере, акă, 4 ача. Вĕсенчен хăшĕ те пулса пирĕнпе яла юласса питĕ шанатăп. Мĕншĕн-ха çамрăксем хуланалла тухса каяççĕ? Мĕншĕн тесен вĕсем ялта пуласлăхне курмаççĕ. Субсидисем парсах тăрсан килти хушма хуçалăха аталантарма хавхалану пулĕ. Сĕтĕн сутлăх хакне ÿстерсен хресчен хăйĕн хуçалăхне татах та çирĕплетсе пырĕ. Сĕт хакнех илер-ха. Вĕсем ытла та пĕчĕк! Тĕслĕхрен, паян эпир пĕр литр сĕте 15 тенкĕпе вырнаçтаратпăр. Мĕнле хак пултăр ку? Лавккара ахаль ĕçмелли шыв та 1,5-2 хут хаклăрах.

Андрей Шумилов чăннипех те питĕ çивĕч ыйтăва хускатнă. Ун çинчен программăри Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕн аталанăвне халалланă пайне сÿтсе явнă чухне те калаçнă. Тĕслĕхрен, Сергей Артамонов та сĕте курттăммăн туянмалли хаксем лавккасенче сутакан хаксемпе танлаштарсан ытла та уйрăлса тăни пирки ÿпкелешнĕ. Çапла, паян хресчен пĕр литр сĕте вăтамран 14-15 тенкĕпе вырнаçтарать пулсан, лавккасенче пĕр литр хакĕ 59 тенкĕне те çитет.

Сĕте пуçтарса сĕт-çу завочĕсенче тирпейлесе лавккасенче сутас çул-йĕре пăхас пулсан, суту-илÿ сечĕсем хăйсен хакне лартса чи пысăк тупăш илни паллă, тĕпрен илсен федераци шайĕнчисем: «Пятерочка», «Магнит», «Перекресток». Вĕсенче сĕтшĕн кăна мар, Чăваш Енре туса кăларакан ытти продукци çине те пысăк хак лартаççĕ. Çапла «Шупашкарти аш-какай комбиначĕ» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Марат Якушев каланă тăрăх, хăш-пĕр чухне сетевой лавккасенче аш-какай хакне 90 процент таранччен ÿстереççĕ. «Паян, июнĕн 17-мĕшĕнче, эпир ятарласа пĕр суту-илÿ сечĕн лавккисене тĕрĕслерĕмĕр, - пĕлтернĕ вăл. — Пирĕн кăлпасси хакне 75 процент ÿстернĕ».

Продукцие вырнаçтаракансен енчен дискриминаци пурри пирки «Букет Чувашии» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Дмитрий Круглов та кăмăлсăр пулнине пĕлтернĕ. «Пятерочкăра», – пĕлтернĕ вăл Аслă экономика канашĕн иртнĕ ларăвĕнче трибунăран, - 36 тĕрлĕ сăра кĕленчирен 4-шĕ кăна «Букет Чувашии» туса кăларнисем. Пирĕн 1,5 литрлă кĕленчеллĕ сăра хакне 75 процент, «Пшеничное» хакне – 60 процент таранччен ÿстерсе сутакан суту-илÿ сечĕсем пур. Çав вăхăтрах суту-илÿ сечĕсем нимĕнле йывăрлăх та тÿсмеççĕ: продукцие хамăр тиесе килетпĕр, тавар хумалли пушатнă хатĕрсене те хамăрах илсе тухатпăр».

Çакăн пек лару-тăру мĕншĕн йĕркеленни пуриншĕн те паллă. Чăваш Енре, тĕпрен илсен Раççейĕпех, 10 çул каялла отечественнăй пысăк магазинсем хăйсен сечĕсене вăйлă аталантарчĕç. Вĕсем регионти компанисене пурне те тенĕ пекех рынокран хĕсĕрлесе кăларчĕç. Чăваш Енре çапла конкуренцие чăтаймасăр 500 яхăн уйрăм çын лавккисен хупăнса ларма тиврĕ, çав шутра «Сахарок» лавкка сечĕсен те. Чи малтанах çынсем сетевой лавккасенче уйрăм суту-илÿ вырăнĕсенчипе танлаштарсан таварсене йÿнĕрех туянма пулать тесе савăнатчĕç. Анчах та рынокра вăй илсе пынă май ритейлерсем /уйрăм сутуçăсем\ хăйсен правилисемпе ĕçлеме пуçларĕç. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри хăш-пĕр фермерсем сете кĕрес тесен ритейлерсене 5 миллион таранччен взнос тÿлемеллишĕн кăмăлсăрланнине пĕлтереççĕ. Паллах, пур тавар туса илекенĕн те çакăн пек укçа-тенкĕ тупăнмасть.

Ритейлерсен çакăн пек хак тумалли тивĕçлĕ сăлтавсем пулма пултараççĕ паллах. Анчах та киосксенче тата пысăках мар лавккасенче Чăваш Енре тата кÿршĕ регионсенче туса кăларакан ял хуçалăх таварĕсене сетевой лавккасенчипе танлаштарсан 20-25 процент йÿнĕрех сутнине мĕнле ăнлантармалла-ха? Комсомольскинчи çĕт-су заводĕнчи çуллăшĕ 3,2 процентпа танлашакан сĕтĕн пĕр пачкине 41 тенкĕпе, «Ядринмолоко» е «Акконд Агро» сĕт-çу завочĕсен 900 граммлă пĕр пачкине сетевой лавккасенче 52-54 тенкĕпе туянма пулать.

Паллах, регионти влаç органĕсен пысăк ритейлерсен хак тăвакан политикине витĕм кÿме майсем сахал. Мĕн тумалли юлать-ха?

Çакăн пек ыйту çине Олег Николаев уçăмлă хурав парать: «Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсен продукцине пĕр харăсах сутмалли пĕрлехи суту-илÿ сетьне туса хумалла. Ял çыннисем хăйсем туса илекен продукцие тĕрĕс хаксемпе сутма тата ăна пирвайхи тапхăрта туса илмелли предприятисем уçма пулăшмашкăн коопераци çыхăнăвĕсене аталантармалла. Эпир аграрисемпе уйрăм хушма хуçалăхĕ тытакансене малашне те пур енлĕн пулăшса тăрăпăр. Паянхи агропромышленноç комплексĕ ку вăл – Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн аталану драйверĕ кăна мар, чăваш ялĕпе хресчен йăли-йĕркисене упраса хăвармалли çирĕп шанчăк».

/Малалли пулать/.

А.КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика