Паянхи кунпа çыхăннă вĕрентÿ центрĕсем
«Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Паянхи шкул» регион шайĕнчи проектпа килĕшÿллĕн кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Мăнçырмари тата Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ центрĕсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Центр инженери вĕрентĕвне аталантармалли хăйне майлă вăй пулĕ. «Технология», «ОБЖ», «Информатика» предмечĕсене тарăнрах вĕренме паянхи кун условийĕсенче çĕнĕ технологисемпе тивĕçлĕ шайри оборудованисĕр май çук.
ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе центрсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа тата оборудованипе тивĕçтернĕ, çав шутра шахматсем, шахматла вылямалли сĕтелсем, проект ĕçне пурнăçламалли сĕтел-пукан, шкапсем, тĕрлĕ механика моделĕсем мĕнле ĕçленине тĕпчесе проект ĕçĕсем ирттермелли конструкторсем, виртуаллă чăнлăх шлемĕ, квадрокоптерсем, смартфонсем, фотоаппарат, информаци астăвакан картăсем, микрофон, 3D принтерсем. Ноутбуксем лартма хатĕрленеççĕ.
«Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ центрĕсенче ятарлă зонăсем пулĕç. Вĕсене ятарлă стильпе усă курса капăрлатнă. Çак тĕллевпе стендсем, кĕмелли вырăнта çакмалли табличкăсем саккас панă.
Мăнçырмари вăтам шкулта центр валли уйăрнă кабинетсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Стенасене сăрлама, çĕнĕ йышши мачча тума хатĕрленеççĕ.
Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» центр валли уйăрнă пÿлĕмсенче стенасемпе мачча хатĕр, жалюзи туяннă. Кĕçех хута каймалли центр валли уйăрнă кабинетсенче юсав пĕтнĕ. Çутă та хăтлă классем çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе пуянланчĕç. Вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен ĕçлеме хатĕр. Шкул директорĕ Луиза Ивановна палăртнă тăрăх, малашне Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренме татах та интереслĕрех пулĕ.
«Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ центрĕ шкул ачисен 100 процентне «Технология», «ОБЖ», «Информатика» предмечĕсене çĕнĕ методикăпа тата оборудованипе усă курса вĕренме май парĕ. Унсăр пуçне шкул ачисен 70 процентĕнчен кая мар уроксем хыççăн цифра, естествăлла, техника тата гуманитари профилĕсем енĕпе хушма пĕлÿ илме пултарĕç, çав шутра дистанци мелĕпе тата сетьре пĕр-пĕринпе хутшăнса та.
Çĕнĕ вĕрентÿ центрĕсене туса хуни ачасене цифра, шахмат, проект ĕçĕпе çыхăннă пĕлĕвĕсене ÿстерме, пултарулăх тĕлĕшĕнчен аталанса паянхи пурнăç условийĕсенче хăйсене тупма пулăшасси куçкĕретех.
Спортзал çĕнелет
«Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» регионти проекчĕн тивлечĕпе Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне тĕпрен юсанă спортзал пулĕ. Паллах çакна педагогсемпе шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ — пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова çак кунсенче юсав ĕçĕсем еплерех иртнипе паллашрĕç. Объектра спортзалăн ăшă тытăмне, урайне тĕпрен юсанă, хĕрачасемпе арçын ачасем валли хывăнса тăхăнмалли уйрăм пÿлĕмсем, ăшă паракан вентиляци вырнаçтарнă. Алăксем лартнă. Шкулти ĕçсене «Юман» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Николай Анатольевич подрядчике ĕçсене вăхăтра туса пĕтермеллине аса илтернĕ.
ТЕЛЕМЕДИЦИНА ĔÇЕ КĔРЕТ
Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче хальхи вăхăтра ытларах та ытларах телемедицинăпа усă кураççĕ.
«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Патшалăхăн сывлăх сыхлавĕнчи пĕрлехи информаци тытăмĕн никĕсĕ çинче пĕрлехи цифра контурне туса хурасси» регион проектне пурнăçа кĕртни çак мелпе ĕçлеме май парать. 2019 çулта «Телемедицина консультацийĕсем» тытăма республикăри медицинăн информаци тытăмĕпе интеграциленĕ. Çавна май халĕ тухтăрсем тĕрĕсрех диагноз лартас, сиплеве улшăнусем кĕртес тесе пĕр-пĕринпе инçет мелĕпе çыхăнса канашлаççĕ. Районсенчи тата хуласенчи тĕп больницăсем районсен хушшинчи медицина центрĕсемпе, вĕсем вара республикăри учрежденисемпе çыхăнаççĕ. Республика больницисен шайĕнче «Онкологи», «Кардиологи», «Хирурги», «Педиатри» клиника профилĕсемпе телемедицина центрĕсем йĕркеленĕ. Районсен хушшинчи, районсенчи тата хуласенчи тĕп больницăсенче телемедицина пункчĕсем туса хунă.
Республикăри медицина организацийĕсем федерацин телемедицина тытăмĕпе те çыхăннă. Çавăнпах Чăваш Енри клиникăсем наци медицина тĕпчев центрĕсемпе телеконсультацисем ирттереççĕ. Тĕслĕхрен, республикăри клиника онкологи диспансерĕ Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕпе çыхăнать. Республикăри клиника больници А.В.Вишневский ячĕллĕ, çавăн пекех В.И.Шумаков академик ячĕллĕ трансплантологипе искусствăллă органсен наци медицина тĕпчев центрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. «Телемедицина консультацийĕсем тĕпрен илсен «врач-врач» форматпа иртеççĕ. Вĕсемпе усă курас тесе çырнă заявкăсен шучĕ ÿссех пырать. Республикăри клиника больници кăçал 2300 заявкăна пурнăçланă», – тесе пĕлтернĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен.
Фабрика уçăлать
«Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕç тупма пулăшасси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн кăçал Чăваш Республикинче «Процессен фабрикине» туса хума палăртнă.
Вĕрентÿ центрĕ Шупашкарти электромеханика колледжĕнче – Регионсен хушшинчи компетенцисен центрĕнче ĕçлеме пуçлĕ. Унăн хăйнеевĕрлĕхĕ – студентсем вĕренме пуçласанах производство юхăмне кĕрсе кайнинче.
Çакăн валли чăн пурнăçра мĕн кирли йăлтах пулмалла: деталь е агрегат, цех, ĕç тумĕ, продукци кăлармалли план. Çавна май темиçе сехетлĕ фабрика ĕçне хутшăнакансен пурнăçра хăйсем кам пулнине манса çĕнĕ сăнар калăплама тивет: предприяти директорĕн, сăмахран, станок умне тăмалла, цех операторĕн производствăна ертсе пымалла. Виçĕ сменăра командăн тĕрлĕ пайран тăракан деталь туса хатĕрлемелле. Малтанласа çак ĕçе пурнăçлама кăткăс пек туйăнать. Анчах та ĕçленĕ хушăра фабрика ĕçченĕсем татăклă йышăну туса плана тултарма, саккаса тивĕçтерекен деталь хатĕрлеме, продукцин хăй хаклăхне пĕчĕклетме пулăшакан майсене тупма пултарĕç.
«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.
Кăларăма проект авторĕ Э.Михайлова хатĕрленĕ.