Мирлĕ тÿперен хакли çук
Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен сăмах хускатнă чухне «вăрçă кашни киле, кашни çемьене кĕрсе тухнă» теççĕ. Ку вăл чăнах та çапла ĕнтĕ. Кашни килтенех тенĕ пек фронта е ашшĕ, и пиччĕшĕсемпе шăллĕсем, ытти тăванĕсем тухса кайнă, кам киле таврăнайнă, кам вара çапăçу хирĕнче выртса юлнă...
Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăнакан Юлия Александровна Матвееван юратнă ашшĕ Александр Никифорович Никифоров та, вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех тăшманпа çапăçма тухса кайнăскер, хăйĕн çывăх çыннисемпе текех курнăçайман. Тепĕр çулталăкранах тăванĕсем вăл вилни çинчен çыру илнĕ. Унăн мăшăрĕ Ольга Степановна 4 ачапа тăрса юлнă, пĕри тепринчен пĕчĕкрех — Исай /1934 ç./, Валентина /1935 ç./, Юлия /1937 ç./, Зоя /1939 ç./. Çав хурлăхлă кун Юлия Александровнан асĕнче яланлăхах юлнă. «Анне питĕ хытă макăрнине нихăçан та манмастăп. Усал хыпарлă çыру Иван Медведев ятлă çынран килнĕччĕ, унта атте Тула облаçĕнчи Алексеевка ятлă ял çумĕнче паттăррăн çапăçса ĕмĕрлĕхех куçне хупни çинчен пĕлтернĕччĕ», – тет вăл куççульне тутăр вĕçĕпе шăла-шăла.
Хăй пĕчĕккĕ пулнă пулин те асаплă вăрçă çулĕсенчи хăш-пĕр самантсене лайăх астăвать вăл, амăшĕ каласа панисене те аса илет: «Аттене вăрçăна илсе кайсан виç кĕтеслĕ çырусем унран малтанлăха килсех тăратчĕç. Паянхи пек астăватăп — анне лампа умне тăратчĕ те аттен çырăвĕсене йĕре-йĕре вулатчĕ. Пĕр çырăвĕнче: «Улька, ачасене лайăх пăх. Исай, купăса ан сут», — тесе çырнăччĕ. Аттен купăсĕ çинчен сăмах пырать кунта, ăна арчара упранăччĕ. Тепĕр çырăвĕпе «Зоя хĕрĕм валли» тесе кăштах сахăр та ярса панăччĕ.
4 ачана ура çине тăратас тесе анне кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ, тырă вырнă, ăна лашапа турттарнă, тулли лавсене пушатнă тата ытти те. Çакăншăн кĕркунне тырă панă. Эпир пĕчĕкрех пулнă чухне пире алкумĕнче питĕрсе, хуранпа яшка пĕçерсе хăваратчĕ. Кукамай пырса пăхкалатчĕ.
Кăштах ÿссен анне пире хăйпе пĕрле илсе çÿреме пуçларĕ. Тырă вырма урапа çине лартса туртса каятчĕ, хăй çурлапа выратчĕ, пире алăпа çулма хушатчĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнаттăмăр, çĕрĕк çĕр улми çини те пайтах пулнă. Эх, мĕнле тÿснĕ-ши анне...
9 çул тултарсан Исай кĕтĕве çÿреме пуçларĕ. Анне ăна пысăкрах ачасемпе пĕрле яратчĕ. Малтан сурăх кĕтĕвĕнче, унтан лаша кĕтĕвĕнче çÿренĕ. Анне: «9 çулти ачана лаша кĕтĕвне ятăм», — тесе йĕретчĕ.
Те вăрçă çулĕсенчех, те вăрçă хыççăн пулнă, лайăх астумастăп, купăста шăварма çÿреттĕмĕр. Анне çурçĕр иртсен вăратса кăларса яратчĕ. Пăхăр витресемпе шыв йăтаттăмăр, вĕсем питĕ йывăрччĕ. Эпир пĕчĕк пулнăран пире ик çынна пĕр çын пек çыратчĕç.
Исай 4 класс вĕреннĕ, Валентина — 2 класс, эпир Зойăпа иккĕн 7 класс пĕтернĕ. Эп вĕреннĕ чухне ялта шкул пулнă. Вĕрентекенсем аннене: «Сирĕн Юльăна малалла вĕренме ямалла», — тесе каланă, çавăнпа Кавал шкулне вĕренме кайрăм. 8 çухрăм утмаллаччĕ, анчах та тăхăнма çи-пуçĕ те, пурăнма хваттерĕ те пулман, çавăнпа нумай вĕренеймерĕм. Ку ĕнтĕ вăрçă хыççăн пулнă.
Каярахпа пурнăç майлашăнса кайрĕ темелле. Ĕçлеме пуçларăм, чукун çул çинче те, Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче çуртсем, çулсем тунă çĕрте те, кирпĕч заводĕнче те вăй хунă, штукатур специальноçне алла илнĕ. 1960 çулта çемье çавăрнă, мăшăрпа пĕрле 4 ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ 6 мăнукпа, 3 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнатăп. Турра ĕненетĕп, кулленех чиркĕве çÿретĕп.
Мухтав Турра, хальхи саманара эпир лайăх пурăнатпăр. Ачалăхра нумай асап тÿснĕрен, тем те курнăран çакна çирĕплетсех калатăп. Вăрçă çулĕсенчи тертлĕ пурнăçа хальхипе танлаштарма та çук. Çавăнпа пирĕн çийĕн мирлĕ тÿпе пулнине хаклама пĕлĕр, Турăран ан иртĕр».
Пархатарлă ĕçе манăçтармаççĕ
Пирĕн çĕршывра кăна мар, тĕнчипех темелле, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă паттăр салтаксене халалласа тĕрлĕ палăксем лартнă, астăвăм комплексĕсем уçнă. Вăрмар районĕнче те çак пархатарлă ĕçе манăçтармаççĕ, палăксене типтерлĕ тытаççĕ, çĕннисем те хăпартса лартаççĕ.
Тикаш ял тăрăхĕнче те кăçал ку енĕпе сахал мар ĕçленĕ. Хĕрлĕçыр ялĕнче, акă, хăйсен паттăр ентешĕсем ячĕпе лартнă палăк çумĕнчи территорине тирпейленĕ — тротуар сарнă, палăка тĕпрен юсанă, тимĕртен туптанă карта тытнă. «Пуçарулăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланнă ĕçсене тума А.Хованский уйрăм çын предпринимательпе 233 389 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă /республика бюджетĕнчен 140 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 93 пин тенкĕ уйăрнă, çав шутра 47 пинĕ — Анатолий Юрьевичăн хăйĕн укçи-тенки\.
Çак ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă хăйсен ентешĕсене халалласа çĕнĕ палăк хăпартса лартнă, территорине тирпейленĕ. Ĕçсем вĕçленнĕпе пĕрех, палăк çине паттăрсен ячĕсене çырса хунă листасем кăна вырнаçтармалла. Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, вĕсене тума саккас панă ĕнтĕ.
Палăк хăпартас ĕç Çĕнĕ Вĕренерте те «Пуçарулăх бюджечĕ» программăпа пурнăçланать. А.Михайлов уйрăм çын предпринимательпе 276 200 тенкĕлĕх килĕшÿ тунă /республика бюджетĕнчен 165 720 тенкĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн бюджетĕнчен 55 240 тенкĕ уйăрнă, ял халăхĕ те 55 240 тенкĕ пуçтарса панă\. Александр Николаевичăн ашшĕ-амăшĕ — çĕнвĕренерсем, вăл хăй те çак ялтах çуралнине палăртмалла. Палăк хăпартас ĕçе хăйĕн çине унăн ывăлĕ Алексей Александрович илнĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçăн паллă кунĕсем
1943 çул. Мартăн 8-мĕшĕ — Чехословакин 1-мĕш батальонĕн Харьков хули çумĕнчи Соколово ялĕ патĕнчи пĕрремĕш çапăçăвĕ.
Июлĕн 5-мĕшĕ — августăн 23-мĕшĕ — Курск çумĕнчи çапăçу.
Июлĕн 12-мĕшĕ — танксен Прохоровка çумĕнчи çапăçăвĕ.
Августăн 3-мĕшĕ — ноябрĕн 4-мĕшĕ — совет партизанĕсен «Рельс çапăçăвĕ».
Ноябрĕн 6-мĕшĕ — Украинăн тĕп хулине Киева ирĕке кăларни.
Ноябрĕн 28-мĕшĕ — декабрĕн 1-мĕшĕ — фашистсене хирĕçле коалицин руководителĕсен Тегеранти конференцийĕ.
1944 çул. Январĕн 27-мĕшĕ — Ленинграда тăшмансен блокадинчен ирĕке кăларни.
Мартăн 26-мĕшĕ — 1-мĕш Украина фрончĕн çарĕсем СССР Патшалăх чиккисем патне тухнă.
Майăн 9-мĕшĕ — Севастополе ирĕке кăларни.
Июнĕн 6-мĕшĕ — Европăра 2-мĕш фронт уçни.
Июнĕн 23-мĕшĕ — августăн 29-мĕшĕ — Беларуссине ирĕке кăларни.
Июлĕн 3-мĕшĕ — Беларуссин тĕп хулине Минска ирĕке кăларни.
Июлĕн 13-мĕшĕ — Литван тĕп хулине Вильнюса ирĕке кăларни.
Августăн 18-мĕшĕ — Бухенвальдра нимĕç коммунисчĕсен çулпуçне Э.Тельмана вĕлернĕ.
Августăн 24-мĕшĕ — Молдавин тĕп хулине Кишенева ирĕке кăларни.
Сентябрĕн 22-мĕшĕ — Эстонин тĕп хулине Таллина ирĕке кăларни.
Октябрĕн 13-мĕшĕ — Латвин тĕп хулине Ригăна ирĕке кăларни.
Октябрĕн 20-мĕшĕ — Югославин тĕп хулине Белграда ирĕке кăларни.
1944 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕ — 1945 çулхи январĕн 28-мĕшĕ — нимĕç фашисчĕсен çарĕсем Арденнăра тапăнни.
«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.