Çĕрпÿ районĕнчи Анатри Шурçырма ялĕ... Çакăн пек ялсем Чăваш Енре пин çурă ытла. Вĕсенче вуншар пин çемье, тĕслĕхрен, Надежда Романовăнни пек çемье, пурăнать. Вĕсен пурнăçĕн ырлăхĕнчен ял шăпи килет: унăн урамĕсенче ача-пăча кулли янăрать-и е юхăннă кил-çуртсенче çил улать.
Эпир Анатри Шурçырма ялне эрнекун ир-ирех çитрĕмĕр. Романовсен килĕнче ĕç вĕресе кăна тăрать: ачисем урай сĕреççĕ, картишне типтерлеççĕ, кухньăра вара вĕсен амăшĕ — Надежда Геронтьевна ăшталанать.
Çакна пĕлтĕмĕр, «субботнике» Шупашкартан журналист килнипе мар, ытти сăлтавпа пикеннĕ иккен.
— Ыран пирĕн туй. Çакăн пек авралшăн тархасшăн каçарăр, — хăй çинчен айăпне сирме тăрăшнăн калать кил хуçи. — Аслă хĕре качча паратпăр.
Надежда Геронтьевна 45 çулта. Анчах унăн çамрăк сăн-питне, кĕрнеклĕ ÿт-пÿне пăхсан, ăна ниепле те ун чухлĕ параймастăн. Çийĕнчен вăл тата çичĕ ача амăшĕ иккенне те пĕлсен, «Хĕрарăм ÿсĕмне çулсем мар, çемье телейĕ витĕм кÿрет» текен халăх ăслăхĕ тĕрĕс пулнине курса ĕненетĕн.
— Эпĕ кунтах, Анатри Шурçырмарах, çуралса ÿснĕ, — каласа парать Надежда Геронтьевна. — Пулас мăшăрпа пĕр класра вĕреннĕ. Çемье чăмăртасан кунта, атте килне, пурăнма куçрăмăр.
Климатологсем пăр хулăнăшĕн касăмĕ тăрăх пирĕн планетăн климат историне палăртнă пекех, кунта та пÿрт çумне хушса тунă çуртсемпе картишĕнчи хуралтăсем тăрăх Романовсен çемйи епле йĕркеленсе-çирĕпленсе пынине пĕлме пулать, — ачасем йышланса пынăçемĕн ытларах реконструкци туни курăнать.
— Паллах, килте ăна та, кăна та тăвас килет, — тет Надежда Геронтьевна, — анчах алă та, укçа та çитсе пыман. Халĕ вара çак шанăç тупăнчĕ — эпир Чăваш Ен Правительствин пулăшăвне туйса тăма тытăнтăмăр, çакăншăн Олег Алексеевич Николаева пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп.
Асăннă пулăшу конкретлă мĕнпе палăрса тăнине Надежда Геронтьевна хут çинче шутласа кăтартсах ăнлантарать.
— Пĕрремĕшĕнчен, ача амăшĕн капиталĕ. Эпир унăн икĕ сертификатне илнĕ. Укçисене тĕкĕнмен, çаплипех упранаççĕ. Вĕсем шанчăклă, укçана индексацилеççĕ, йÿнелсе выртмаççĕ. Улттăмĕш ача çуралсан, эпир республикăн амăшĕн капиталне çĕр пин тенкĕ илтĕмĕр. Ăна пĕр çын пуçне тивекен вăтам тупăш пурăнмалли укçа-тенкĕ хисепĕнчен иртмесен параççĕ. Иртнĕ эрнере вара районти собесран çапла шăнкăравласа пĕлтерчĕç, енчен те эпир 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне амăшĕн капиталĕпе усă курман пулсан, унăн хисепĕ 150 пин тенкĕ таран пысăкланать. Пирĕн çемье шăпах çак суммăна тивĕçет.
— Малалла кайăпăр, — сăмахне тăсать кил хуçи хĕрарăмĕ. — Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн коронавирус эпидемине пула çемьери 16 çула çитмен кашни ачашăн уйăхсерен 10 пин тенкĕ пама тытăнчĕç. Эпир июнь, июль уйăхĕсемшĕн ултă ачашăн пĕтĕмĕшле 120 пин тенкĕ илтĕмĕр те ĕнтĕ. Унсăр пуçне кăçал «Госуслуги» портал урлă районти собеса ÿсĕмĕпе виçĕ çултан пуçласа çичĕ çулхи кашни ачашăн 4770 тенкĕ паракан тÿлеве илме заявлени патăм. Манăн ку ÿсĕмри ачасем иккĕ. Çапла вара эпир уйăхсерен тата 10 пин тенкĕне яхăн илетпĕр. Унччен 7 ачашăн эпир уйăхсерен, нумай ачаллă çемье шучĕпе, 6 пин те 100 тенкĕ илнĕ, халĕ вара ултă ачашăн — 6 пин те 137 тенкĕ, мĕншĕн тесен хĕр çитĕнсе çитнĕ тата çакăнсăр пуçне тепĕр 10 пин тенкĕ.
Кĕçех укçа-тенкĕ пулăшăвĕнчен социаллă тÿлевсен ыйтăвĕсем çине куçрăмăр.
— Кăçалхи апрельтен пуçласа нумай ачаллă çемьесене паракан тепĕр социаллă хÿтлĕх пурнăçа кĕме тытăнчĕ, — каласа парать Надежда Геронтьевна. — Енчен те çемьере 18 çула çитмен ачасем пулсан социаллă контракт тăваççĕ.
Унпа килĕшÿллĕн патшалăх апат-çимĕç, сĕтел-пукан, тумтир тата çемьере кирлĕ ытти япаласене туянмалли тăкаксене саплаштармашкăн уйăхсерен 10 пин тенкĕ уйăрать. Туяннă кашни япалашăн кассăра паракан чексене кăтартмалла пулĕ. Уйăхне эпир çемье валли пĕтĕмпе 26 пин тенкĕ илетпĕр. Çакă пирĕншĕн калама çук пысăк пулăшу.
— Олег Алексеевич пире тата тепĕр кăмăллă хыпар пĕлтерчĕ, - йăл кулать Надежда Геронтьевна. - Кăçал сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьери шкула каякан кашни ача пуçне 5 пин тенкĕлĕх пособи куçарса параççĕ. Манăн çемьере шкула каймалли пилĕк ача. Çапла пирĕн çемье бюджечĕ тепĕр 25 пин тенкĕпе пуянланать.
Нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси çине Надежда Геронтьевна анлăрах пăхать, финанс тĕлĕшĕнчен кăна мар.
— Нумай ачаллă амăшĕсен ячĕпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Алексеевич Николаева пулăшу кÿнĕшĕн тав тăватăп. Нумай ачаллă амăшĕсем тулли кăмăлпах манпа килĕшеççĕ пулĕ тесе шутлатăп, - тет вăл. — Пирĕншĕн кашни пус шутра пулин те пулăшу пани укçа-тенкĕпе кăна çыхăнман. Атьăр-ха, финанс ыйтăвĕсенчен кăшт пăрăнар. Чылай çемьре пĕр-икĕ ача кăна çитĕнни вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Çакă ялсенче те палăрать. Малтан кун пек пулман. Йывăрлăхсем пур паллах, анчах та вĕсене татса пама пулать, тĕпрен илсен пирĕн районта та. Çакăн пек лару-тăру Чăваш Республикипех пулĕ тесе шутлатăп. Чи пĕлтерĕшли - çынсен шанчăк пур. Çав шутра манăн та. Паян эпĕ аслă хĕрĕмĕн Регинăн туйне савăнăçлă кăмăл-туйăмпа хатĕрленетĕп. Вăл Çĕрпÿри агротехникумран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Вăрнарти çакăн пек техникумранах манăн кĕрÿ те вĕренсе тухнă. Вăл Вăрнар районĕнче Кĕçĕн Кипек ялĕнче пурăнать. Çамрăксем хулана каясшăн мар, ялтах пурăнасшăн. Вĕсен те ачисем çураласса, пирĕн çемье пекех патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлĕ пуласса шанатăп. Апла пулсан унта та çакăн пек çемьесем пулсан ял аталанĕ. Ку вара питĕ лайăх!
Надежда Геронтьевна тăван ялшăн тăрăшать. Патăръел ял тăрăхĕн депутачĕ, нумай ачаллă амăшĕ хăйĕн тата ытти ачасен пуласлăхĕ çинчен шухăшласа пĕр тĕллевлĕ ял çыннисене хăй тавра пуçтарма пултарнă.
Анатри Шурçырма ялĕнче пурăнакансем пĕлĕтрен ырлăх анасса кĕтсе алăсене тăсса лармаççĕ, чылай ыйтăва хăйсемех татса параççĕ, акă, шывпа тивĕçтерекен тытăма ĕçлеттерсе янă.
Романовсен çемйи патшалăх пулăшăвне кăна кĕтсе лармасть, ăнăçлăха ĕçлесе тивĕçме тăрăшаççĕ. Валерий мăшăрĕ, акă, ăста механизатор. Иртнĕ çулсенчи пекех ăна 10-мĕш класра вĕренекен Дима ывăлĕпе вырма ĕçĕсене пурнăçлама Тутар Республикине чĕнсе илнĕ.
Надежда Геронтьевна икĕ çĕрте ĕçлет: лавккара тата почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче. Лавкка ялтах вырнаçнă пулсан, почта уйрăмне вара Патăръеле 4 çухрăм утмалла.
— Мĕн кăна пулмасть пулĕ çул çинче! - кулать Надежда Геронтьевна. - Пыратăп çапла, хăш чухне юрă юрлатăп. Тепĕр чухне çамрăклăха аса илетĕп. Почтăна çитетĕп те смартфон çине пĕлтерÿ килет: «10 пин утăм. Тĕллеве пурнăçланă». Паллах, ачасене ытларах вăхăт уйăрас, тивĕçлĕ воспитани парас килет, анчах та укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен çителĕклĕ пурăнас тесессĕн яланах ĕçлемелле. Патшалăх енчен пире, нумай ачаллă çемьесене, çакăн пек пулăшу кÿрсен тĕллев пурнăçланасса шанатăп.
/Малалли пулать/.
А.КРЯЖИНОВ.