Çитĕнсе пыракан ăрăва патриотизмла воспитани парасси шкул саккинченех пуçланать. Çакна Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта аван пĕлеççĕ, шкул директорĕ Герман Станиславович Боредский тата кунти коллектив тăрăшнипе ачасене тăван ене, тăван çĕршыва юратма, Пинер ял тăрăхĕнчен, районтан тухнă мухтавлă ентешсен паттăрлăхĕпе мăнаçланма хăнăхтараççĕ, вĕренекенсенче патриотизм туйăмне вăратаççĕ.
Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа Пинерти тĕп шкулта питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ — шкулăн иккĕмĕш хутĕнче коридор тăршшĕпех стендсем вырнаçтарса «Çĕнтерÿ стени» йĕркеленĕ. Çакăн евĕр пĕлтерĕшлĕ проект районти шкулсенче кăна мар, республикипе те çук пулĕ. Куç умне çав тери мăнаçлă картина тухса тăрать.
«Çĕнтерÿ стенине» мĕнле йĕркеленипе, унăн пĕлтерĕшĕпе пире шкул директорĕ Г.Боредский паллаштарчĕ. «Пинер тата Вăтакас ялĕсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 500-е яхăн çын хутшăннă. Унсăр пуçне тылра 790 çын ытла Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăй хунă. Мухтавлă ентешĕмĕрсене ĕмĕр-ĕмĕр асра хăварас, çамрăк ăрăва вĕсен паттăрлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе туса хатĕрлерĕмĕр çак стендсене», — каласа пачĕ вăл. Стена кĕтессинче, çÿлте, вăрçă çулĕсенчи евĕр радио çакăнса тăрать. Ун çумĕнче радио еннелле пăхса тăракан çынсене сăнлакан стенд. Ку вăл радиопа вăрçă пуçланнине каланине, халăх çак ырă мар хыпара чунĕсене хытарса итленине пĕлтерет. Юнашарах нимĕçсен Совет Союзĕ çине тапăнса кĕске вăхăтра çĕнсе илме хатĕрленĕ «Барбаросса» планĕн ÿкерчĕкĕ. Малалла пысăк стендсем çинче — вăрçăра пуçĕсене хунă тата тăван тăрăха таврăннă çынсен ячĕсем /пурăннă çулĕсене те кăтартнă/, пинерсен хăйсен, вăтакассен хăйсен.
Ытти стендсем çинче — сăнÿкерчĕксем, сăнÿкерчĕксем... 107 сăн. Вĕсем çинче сăнланнă кашни çыннăн хăйĕн историйĕ, хăйĕн шăпи. Хăшĕсенне пурăннă çулĕсене кăна палăртнă, теприсем пирки анлăн çырса кăтартнă. Акă, Ивановсен çемйине халалланă стенд. Кунта Константин Иванович Ивановăн шăпипе паллашма пулать. Вăл чăн-чăн паттăр пулнă. Ăна икĕ хутчен «Хăюлăхшăн» медальпе, II тата III степеньлĕ Мухтав орденĕсемпе, икĕ хутчен Хĕрлĕ çăлтăр орденĕпе наградăланă. Шел, вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Уйрăм вырăнта, кантăк хыçĕнче, вăрçă вăхăтĕнчи тум, ун çинче — Константин Иванович тивĕçнĕ орденсемпе медальсене çакса хунă /чăн-чăннисем мар, кописем\.
Фронтовик-учительсем ячĕпе уйрăм стенд хатĕрленĕ. Кунта вăрçăччен тата ун хыççăн Пинер шкулĕнче ĕçленĕ вĕрентекенсен сăнĕсене пуçтарнă. Сăмаха май, вĕсенчен 5-шĕ Герман Станиславовича хăйне те вĕрентнĕ. Фронтовик-учительсенчен пĕри халĕ те пурăнать. Вăл — Дмитрий Егорович Егоров. Хăй вăхăтĕнче Чăваш АССРĕн çутĕç министрĕ пулнă.
Данил Константинович Константинова халалланă стенд вара вăл тивĕçнĕ чăн-чăн медальсемпе тата орденсемпе — Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, Отечественнăй вăрçă орденĕпе тата ыттисемпе те — паха. Акă, Владимир Ильич Ильин ячĕпе хатĕрленĕ стенд. Ку вăл Герман Станиславовичăн ашшĕн тăван пиччĕшĕ иккен. Вăл Берлина çитме пултарнă, Рейхстага илнĕ чухне аманнă. Вăрçăран таврăнса мăшăрĕпе пĕрле 11 ача çуратса ÿстернĕ. III степеньлĕ Мухтав орденне, икĕ хутчен II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне, «Ленинграда хÿтĕленĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Мухтав орденне тивĕçнисем пирки калас пулсан, Пинер тата Вăтакас ялĕсенче вĕсем çаксем: çÿлерех асăннă К.Ивановпа В.Ильин, çавăн пекех И.Ширшов, В.Григорьев, Н.Иванов. Тен, татах та пур, хальлĕхе ыттисем пирки информаци паллă мар.
Георгий Артемович Артемова та, унсăр пуçне çак ялсенчен вăрçа хутшăннă икĕ хĕрарăмран пĕрне — Евдокия Андреевна Андреевăна — уйрăм стендпа палăртнă. Е.Андреева медсестра пулнă, блокадăри Ленинградра чирлисемпе аманнисене пулăшу кÿнĕ. Ылтăн медале тивĕçнĕ чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕн — В.Соколов боксерăн ашшĕн Сергей Васильевич Соколовăн сăнÿкерчĕкĕ те хăйĕн вырăнне тупнă кунта. Шел, пурин ятне те пĕр статьяра асăнса пĕтерес çук, анчах пурте вĕсем мухтава тивĕç, тăнăç пурнăçшăн çапăçнă паттăрсен ячĕсем нихăçан та манăçмĕç.
Стендсем айĕнче — вăрçă экспоначĕсем. Мускав çумĕнче шырав отрячĕсем тупнă вăрçă вăхăтĕнчи тĕрлĕ япаласене — каскăсене, гильзăсене, хĕç-пăшал пайĕсене, шыв тултармалли пĕчĕк флягăсене, кашăксене, куркасене — пуçтарнă кунта.
Хирĕçри стена çинче — урăх тĕрлĕ стендсем. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев 2021 çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа ирттермелли çулталăк тесе йышăннă. Пинер шкулĕнче вара çак паллă пулăма халех хатĕрленме пуçланă, Аниш шывĕ çумĕпе окопсем чавнине сăнласа стендсем йĕркеленĕ. Хусан хÿтĕлев чиккине тума Пинер тата Вăтакас ялĕсенчен халăх йышлăн хутшăннă. Вĕсен тата тылра тар тăкнă ытти çынсен ячĕсене те стенд çинче палăртнă.
Куратпăр ĕнтĕ, чăнах та пысăк ĕç пурнăçланă Пинер шкулĕнче. Герман Станиславовичăн ырă пуçарăвĕпе, кĕçĕн классене вĕрентекенсен Г.Чернован, Т.Петрован, О.Михайлован тăрăшулăхĕпе, Пинер шкулĕнчен вĕренсе тухнă выпускниксен пулăшăвĕпе йĕркеленĕ «Çĕнтерÿ стенин» пĕлтерĕшĕ килес ăрусене патриотизмла воспитани парас ĕçре те пĕлтерĕшлĕ, пинерсемпе вăтакассен Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне те ĕмĕрлĕхе асра хăварĕ.
«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.