Кирек хăш саманара та çамрăксене патриотизмла воспитани парасси малти вырăнта пулнă. Ачасене, яшсемпе хĕрсене хăйсен Тăван çĕршывне юратма, унăн йăли-йĕркисемпе культурине хисеплеме, кирлĕ пулсан ăна хÿтĕлеме ăнтăлма, çĕршывăн пуласлăхĕшĕн хăйсем çине яваплăх илме вĕрентесси питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Хальхи вăхăтра шкул ачисене вĕрентес тата воспитани парас тĕлĕшпе шкул музейĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пысăк пулăшу кÿрет. Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вырнаçнă историпе таврапĕлÿ музейĕн тĕллевĕ те — таврапĕлÿпе музей ĕçĕ-хĕлĕ урлă вĕренекенсене гражданла тата патриотизмла воспитани парасси. Асăннă музейăн ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ: музей фондне пуянлатасси /музей валли япаласем тупасси, кирлине суйласа илесси, вĕсене упрасси\, шырав тата ăслăлăхпа тĕпчев ĕçĕсем, экскурсисем ирттересси, халăхпа тачă çыхăнса ĕçлесси тата ытти те, çав шутра Аслă Отечественнăй вăрçă темине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Шкулти музей — ачасемшĕн юратнă вырăн. Унăн руководителĕ — асăннă шкулта нумай çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Александровна Цыфаркина. Музей ĕçне вăл 2006 çултанпа йĕркелесе ертсе пырать. Акă мĕн каласа парать Людмила Александровна: «Чупайĕнчи шкулта вĕренекенсемшĕн тăван ен вĕсен аслашшĕсемпе ашшĕсен пурнăçĕпе, шăпипе, ял тата шкул летопиçĕн пĕрремĕш страниципе уйрăлми çыхăннă. Çакăн пирки вĕсем шкулти историпе краеведени музейне килсе пĕлме пултараççĕ. Шыравпа обществăлла массăллă ĕçсем туса ирттернĕрен музей историпе культура палăкĕсене пропагандăлас тĕлĕшпе шкул ачисем хушшинче кăна мар, ялта, районта, республикăра пурăнакансем хушшинче те хăйне евĕрлĕ творчествăлла лаборатори пулса тăнă.
Пуçланасса вара çапла пуçланнă... 1988 çулта, шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ В.Цыфаркинăн пуçарулăхĕпе тата ытти вĕрентекенсем ертсе пынипе, тăван ен пирки материал шырама тата пухма тытăннă. Патти тата Чупай ялĕсенчи халăхăн пурнăçĕпе, вĕсен ĕçри тата çарти паттăрлăхĕпе çыхăннă материалсем пуçтарнă, асаилÿсене çырса илнĕ. Çав çулах музей валли шкулта пÿлĕм уйăрса панă, ăна йĕркелес ĕçе пуçăннă.
Музейра пухăннă кашни экспонат — Тăван çĕршывăмăрăн мухтавлă çулĕсен свидетелĕ тесен те йăнăш пулмасть. Экспонатсенчен чылайăшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăннă. Вĕсене темине кура темиçе уйрăма пайланă: «Никама та манман, нимĕн те манăçман» /вăрçăра пуçне хунисене халалланă, 114 экспонат\, «Хĕрарăмсем — вăрçа хутшăнакансем» /сăн ÿкерчĕксем, награда илнине çирĕплетекен хутсем, çырусем, 11 çыннăн асаилĕвĕсем, пурĕ 67 экспонат\, «Чул çинчи астăвăм» /тăван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăннă паттăрсене халалланă, 128 экспонат\, «Шырав тата тупнă япаласем» /пухнă япаласен электронлă бази, тĕпчев ĕçĕсем, проект ĕçĕсем, 83 экспонат\. Музейра упранакан пысăк пĕлтерĕшлĕ япаласем хушшинче — Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕн Н.Зарубинăн сăн ÿкерчĕкĕсем, çырăвĕсем, тумтирĕ тата ытти те. Вĕсене «Н.Д.Зарубин — летчик-штурман» экспозицине пухнă.
Çĕнтерĕве тылра çывхартнисене 25 экспонат, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансене 15 экспонат халалланă. Кунта — асаилÿсем, çырусем, сăн ÿкерчĕксем, кĕнекесем, ĕç хатĕрĕсем, тумтир, йăлара усă куракан япаласем. Çавăн пекех музейра эвакуаципе çыхăннă 10 экспонат упранать.
Музейри 13 экспоната Чупай ялĕнче çуралса ÿснĕ С.Ефремова халалланă. Семен Ефремов, вăрçă паттăрĕ, нимĕçсен Днепр шывĕ айĕнче пытарнă бензохранилищи патне ишсе çитнĕ, хунарпа çутатса хамăрăн бомбардировщиксене бензохранилище тĕлне кăтартнă.
Музей çумĕнче «Çамрăк таврапĕлÿçĕ» кружок ĕçлет. Кружокра шырав тата тĕпчев ĕçĕсем ирттеретпĕр, юнашарти ялсем тавра экспедицисене тухса çÿретпĕр, юханшывсен çыранĕсене тĕпчетпĕр. ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев 2021 çула Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа ирттермелли çулталăк тесе йышăннă, çавăнпа хальхи вăхăтра кружока çÿрекенсемпе çак темăпа тĕпчев ĕçĕсем ирттеретпĕр».
Куратпăр ĕнтĕ, Чупай шкулĕнчи музейăн историйĕ анлă, экспоначĕсем тĕрлĕ енлĕ. Çитĕнĕвĕсем те пысăк пулнине палăртмалла. 2005 çулта «Вĕрентÿ учрежденийĕн музейĕ» ята илнĕскер кулленех тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Аслă Çĕнтерĕве халалланă конкурссенче тĕрлĕ çулсенче пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. Кăçал вара çĕршыв шайĕнче палăрнă. «Единая Россия» парти ирттернĕ «Аслă Отечественнăй вăрçа халалланă чи лайăх шкул музейĕ/пÿлĕмĕ/кĕтесĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурсра Атăлçи федераци округĕнче «Ялти музей» номинацинче лауреат пулма тивĕçнĕ.
Чупай шкулĕнче тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернине кура, музей вырнаçнă пÿлĕмре те тирпей кĕртнĕ, стенисене, маччине юсаса сăрланă чÿречесене, урайне ылмаштарнă. Çавăнпа экспозицисене пĕтĕмпех вырăнтан хускатма тивнĕ. Хальхи вăхăтра музейра экспонатсене çĕнĕрен вырнаçтарас ĕç пырать. Юсаса çĕнетнĕ музейра унчченхинчен те лайăхрах, интереслĕрех пулĕ. Çитĕнĕвĕсем те курăмлăрах пуласси иккĕлентермест.
Аслă Отечественнăй вăрçăн 1945 çулхи паллă кунĕсем
Январĕн 17-мĕшĕ — Польшăн тĕп хулине Варшавăна ирĕке кăларнă.
Февралĕн 4-11-мĕшĕсем — фашистсене хирĕçле коалицин руководителĕсен Крымри конференцийĕ.
Апрелĕн 13-мĕшĕ — Австрин тĕп хулине Венăна илнĕ.
Апрелĕн 16-мĕшĕ — майăн 8-мĕшĕ — Хĕрлĕ Çарăн Берлинти операцийĕ.
Майăн 2-мĕшĕ — Берлинта хупăрласа илнĕ нимĕç фашисчĕсен çарĕсен капитуляцийĕ.
Майăн 8-мĕшĕ — Германи парăннине çирĕплетекен Акта алă пуснă.
Майăн 9-мĕшĕ — Аслă Çĕнтерÿ кунĕ.
Майăн 9-мĕшĕ — Чехословакин тĕп хулине Прагăна ирĕке кăларнă.
Июнĕн 24-мĕшĕ — Мускаври Çĕнтерÿ Парачĕ.
Июнĕн 26-мĕшĕ — Пĕрлештернĕ Нацисен Организацине туса хунă.
Августăн 9-мĕшĕ — сентябрĕн 2-мĕшĕ — империалистла Японине çапса аркатнă.
Сентябрĕн 2-мĕшĕ — Япони парăннине çирĕплетекен Акта алă пуснă.
1945 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕ — 1946 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ — Германин тĕп çар преступникĕсене Нюрнбергри процесра суд тунă.
«Вут-çулăмлă çулсен ахрăмĕ» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.