РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывăн социаллă-экономикăллă аталанăвне вăйлатас тĕллевпе Правительство умне 12 тĕрлĕ нацпроекта пурнăçласа пыма тĕллев лартнă. Вĕсенчен пĕри - «Вак тата вăтам предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшу кÿресси» наци проекчĕ. Ăна предпринимателе бизнес аталанăвĕн кашни тапхăрĕнче — хăйĕн ĕçне пуçарма планланă, регистраци тунă, проектсене уйрăм отрасльсенче /туризм, ял хуçалăхĕ/ пурнăçланă, бизнеса малалла аталантарса экспорта тухнă чухне кирлĕ пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ.

IMG 9621Çак проектпа килĕшÿллĕн пулса пыракан патшалăх пулăшăвĕ ĕçлеме ÿркенменнисене, пурнăçпа шай пырас текенсене çул уçса пачĕ. Хальхи вăхăтра нумайăшĕ тĕрлĕ проектсене хутшăнса грант выляса илсе хăйсен ĕçне аталантарса ярас тесе тăрăшаççĕ. Акă, вĕсенчен пĕри Кивĕ Вăрмар çынни Алексей Олегович Михайлов. Вăл «Фермер ĕçне пуçăнакан» программăна хутшăнса 4 миллион тенкĕлĕх грант выляса илме пултарнă. Грант выляса иличчен хăйсен укçи-тенкипе усă курса ял çумĕнчи пушă вырăна выльăх-чĕрлĕх усрамалли ферма хăпартса лартнă. Каярахпа фермер ĕçне аталантарса яма патшалăх пулăшнине кура ытти япаласене туянма тытăннă. Паянхи кун унта 16 пуç мăйракаллă шултра выльăх хăйсен вырăнне тупнă. Ялта пурăнакан Александр Николаевич Константинов валли ĕç вырăнĕ тупăннă. Вăл халĕ самăртма хупнă вăкăрсене апатлантарса, тасатса тăрать. «Кунта ĕçлеме мана килĕшет. Укçине вăхăтра параççĕ. Ĕçлеме те, канма та условисем пур. Вăкăрсем апатланнă вăхăтра телевизор та пăхса илме пултаратăп. Хамăн ĕçе пĕлсе туса пырсан тата мĕн кирлĕ мана», - тет кăмăллăн А.Константинов рабочи.IMG 9618

Тин ĕçе тытăннă фермерта хăйĕн ĕçĕнчи малтанхи утăмĕсем еплерех кăмăл-туйăм çуратнине пĕлес тĕллев­пе Олег Михайловпа сăмах пуçартăм. «Ку ĕçе пуçăнма мана хамăр тăрăха, выльăх-чĕрлĕхе, çĕрпе ĕçлеме юратни хистерĕ. Мĕн ачаранах ял пурнăçне хăнăхса, унта ĕçлесе пурăнакансем хушшинче çитĕннĕ. Çĕр ĕçĕ еплерех пулнине никам каламасăрах пĕлетĕп. Сĕтел çине çăкăр ĕçлемесĕр, вăй хумасăр килменнине лайăх ăнланатăп. Ку ĕçе пуçăниччен çиччĕ виç те пĕрре кас текен ваттисен сăмахне темиçе хутчен те пуçра çавăрнă. Пысăк суммăна иличченхи шиклĕх туйăмне çумра шанчăклă та çывăх çынсем пурри тата пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме хăнăхни сирсе ячĕ. Тĕллевсене пурнăçа кĕр­тесси малашлăха туртрĕ. Çапла вара ĕç-пуç хăюллăнах вырăнтан тапранчĕ те малтанхи утăмсем пуçланчĕç. Ĕçре мĕн кирлисене туянма тытăнтăмăр. Фермине туса лартса вăкăрĕсене илтĕмĕр. Утă тата тырă вĕтетмелли агрегатсене туян­тăмăр. Çитес вăхăтсенче тата тепĕр 14 пуç вăкăр, апат валеçмелли агрегат, тележка туянма тĕллев лартнă. Выльăх пуçне ÿстерсе пырсан ялта пурăнакансем валли ĕç вырăнĕ те пулать. Выльăх апачĕ çителĕклех хатĕрленĕ, хĕл каçма çитет. Малашне выльăх апа­чĕ типĕ çĕрте упрантăр тесе арккăллă пысăк склад тума тытăнтăмăр. Унта А.Арсентьев, А.Гусаров, А.Андреев, Д.Иванов, А.Плешков, Д.Яковлев вăй хураççĕ. Çанталăкĕ йĕркеллĕ тăрсан кĕç-вĕç хута яратпăр. Выльăх-чĕр­лĕх усрама çĕр лаптăкĕсĕр май килместех.IMG 9629

Акă, иртнĕ кунсенче хамăр ял тăрăхĕпе юнашар Кавал ял тăрăхĕн 60 гектар çĕрне тендер выляса илсе сутăн илтĕмĕр. Унăн çуррине нумай çул ÿсекен курăк акса хăварасшăн, тепĕр çурринче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çитĕнтересшĕн. Ку учас­ток çинче ĕçсем пуçланнă – çĕре сухалатпăр. Çак отрасле тытса пыма механизаторсемпе специалистсем кирлине пурте пĕлетпĕр. Мĕн акса-лартнине тухăçлă çитĕнтерме, агротехника ыйтнине туллин тивĕçтерме хальхи йышши çĕнĕ техникăсем те кирлĕ пулаççĕ. Хамăр ума çирĕп тĕллев лартнă пулсан, пирĕн ăна пурнăçламаллах. Малашлăх тĕллевĕсем пысăк, хальлĕхе пурне те уçса парас мар-ха, мухтаннă пек те пулĕ, вăрттăнлăхра юлтăр. Патшалăх пулăшни пысăк тĕрев паллах, хамăр та алла усса ларасшăн мар. Районти тахçанах ĕçе тытăннă фермерсенчен ырă тĕслĕх илсе ялта пурăнакансене ĕç вырăнĕпе тивĕçтересшĕн тата, хăйсах калатăп, хамăр туса илнĕ тавара экспорта ăсатасшăн. Хыçра кам пынине пăхмасăр малта пыракана хă­валаса çитме тĕллев лартатпăр. Манăн çумра шанчăк­лă çынсем пурри ĕçре хавхалантарса пырать, çитĕнÿсем тума çунат хушать тесех çирĕплетсе калас килет», – тет çамрăк фермер.

Тин кăна йĕркеленнĕ хуçалăхра хăйсен хăюлăхĕпе çĕнсе илнĕ ят-сума малашлăхра çĕре ÿкермеççех, пархатарлă ĕçĕпе палăраççех тесе шанас килет.

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА,кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика