Кăçал июль уйăхĕнче Раççей тата Чăваш Хĕрарăмĕсен Канашĕсен пуçарă­вĕпе пирĕн республикăра «Мама в моде — Россия» социаллă проект старт илнĕ. Проект шайĕнче Чăваш Енри Хĕрарăмсен Канашĕн правленийĕн председателĕ Наталья Николаева ертсе пынипе «Амăшĕсен кунĕ» ятпа мероприятисен марафонĕ пуçланчĕ. Унăн тĕл­левĕ — республикăра пурăнакан хĕрарăмсене хăйсем çинчен каласа пама пулăшасси, вĕсен чи лайăх енĕсемпе паллаштарасси.

OlПаянхи кун социаллă сетьсенче те пултаруллă амăшĕсем хăйсем çинчен каласа кăтартаççĕ. «Пĕр платформăра кашни амăшĕ хăй мĕнле анне, кил хуçи, мăшăр пулни çинчен, телейлĕ пурнăç, ăнăçу вăрттăнлăхĕсем пирки ыттисене пĕлтерме пултарать. Этемлĕхĕн илемлĕ пайне пĕрлештерекен çак проект вăй илсе пырса анлă сарăлнине куратпăр паянхи кун», - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне «Мама в моде — Россия» проект идейин авторĕ, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Канашĕн членĕ Е.Светлая.

Ноябрь уйăхĕ тăршшĕпе хамăрăн район хаçачĕ урлă çак акцие хутшăнса вулакансене районти пултаруллă амăшĕсемпе паллаштарăпăр. Вĕсенчен пĕри вăл виçĕ ача амăшĕ Ольга Петровна Артемьева /Васильева/ /сăн ÿкерчĕкре/. Ольгăна район çыннисем уçă та шăпчăк саслă ăста юрăç пулнăран лайăх пĕлеççĕ. Юрă — уншăн чун киленĕçĕ. Ача садĕнчи сăн ÿкерчĕксем çинче те вăл пĕчĕклех хăйне сцена çинчи пекех тыткалани палăрать. Ыттисем хытса тăнă вăхăтра вăл йăл кулса аллисене пилĕк çине тытса тăра парать. Пĕчĕкренех кĕвĕ тĕнчипе туслă ÿснĕ хĕр ача. Шкул хыççăн Çĕрпÿри культура училищинчен аккомпониатор-баяниста вĕренсе тухнă. Баянпа аван калать. Мăнçырмари шкул çумĕнчи ача садĕнче чылай çул музыка руководителĕ пулса ĕçленĕ. Паянхи кун та юрă-кĕвĕсĕр, ташăсăр пурăнаймасть вăл. Районта иртекен чылай мероприяти, концерт Ольăсăр иртмест. Тĕрлĕ уяв каçĕсене те чĕнеççĕ ăна юрă-кĕвĕпе савăнтармашкăн.

Тĕп юратăвĕ вара уншăн чи хак­лă ывăлĕсем: Олег, Артемий тата Арсений. Олег 21 çулта, кĕçĕннисем — йĕкĕрешсем — Артемийпе Арсений 6-ра. Пĕтĕм чун ăшшине парнелет амăшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕсене. Çитес çул шкула кайма хатĕрленекен кĕçĕн ывăлĕсене вулама та вĕрентнĕ вăл, пушă вăхăтра шашкăлла выляççĕ, «Илем» физкультурăпа спорт комп­лексне шыв­ра ишме, аэробикăна, хĕл­ле конькипе ярăнма, ача-пăча библиотекине илсе çÿрет. Артемийпе Арсений çÿрекен Вăрмарти «Колосок» ача садĕнче иртекен мероприятисене те хутшăнать. Кашни çулах Юр Пике пулма чĕнеççĕ ăна Çĕнĕ çул уявĕсенче. Ача сачĕн пурнăçĕнче активлăх кăтартнăшăн Тав çырăвĕпе те чысланă Ольга Петровнăна. Аслă ывăлĕ Олег ЧПУ-ра 3-мĕш курсра заочно вĕренет.

«Чунра йывăр пулсан юрă шăрантаратăп та йăлт манăçать, çăмăл пулса каять. Килте никам çук чухне те шăп çÿрейместĕп, хама хам юрласа хавхалантарсах тăратăп. Ачасем умĕнче те. Вĕсемпе пĕрле ача-пăча юррисене кăмăллатпăр», - каласа парать вăл.

Кирек епле амăшĕшĕн те харпăр хăй ачисем сывă та телейлĕ пулни чи пысăк савăнăç. Ольга Петровнăшăн та паянхи кун ачисене тĕрĕс-тĕкел, ăслă-тăнлă çитĕнтересси – тĕп тĕллевĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика