it600«Нацпроектсен тĕп тĕллевĕ – граждансен пурнăç шайне лайăхлатасси, пахалăхлă вĕрентÿпе, сывлăх сыхлавĕпе тивĕçтересси, çемьесене пулăшасси, чухăнлăх шайне чакарасси», - тенĕ Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршывра наци проекчĕсене пурнăçласси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни пирки палăртса.

Раççей шайĕнче пурнăçланакан 12 наци проектĕнчен Чăваш Рес­публикинче 11-шĕ пурнăçланаççĕ. Вĕсен шутĕнче: «Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт», «Демографи», «Хăрушсăрлăхлă тата пахалăхлă çулсем», «Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула тăрăхĕ», «Вĕрентÿ», «Культура», «Сыв­лăх сыхлавĕ», «Ĕç тухăçлăхĕ тата ĕçпе тивĕçтересси», «Экологи», «Вак тата вăтам предпринимательлĕх», «Цифрăллă экономика». Чăваш Енри 11 наци проектĕнчен 9-шĕ Вăрмар районĕнче пурнăçланаççĕ. Кашни наци проекчĕн регион шайĕнчи проекчĕсем пур. 2019 çултан пуçласа Вăрмар ра­йонĕнче курăмлă улшăнусем пулса пычĕç. 2020 çула пĕтĕмлетнĕ май вĕсемпе тĕп­лĕнрех паллаштаратпăр. «Пурăнмалли кил-çурт тата хула тăрăхĕ» наци проекчĕн регион шайĕнчи «Хăтлă хула тăрăхне йĕр­келесси» проекчĕ шайĕн­че Вăрмар районĕн­че нумай хутлă çурт­сен умĕнчи картишсене тата обществăлла территорисене тирпей-­илем кĕр­тессипе мероприятисем туса ирттернĕ. Пĕтĕмĕш­ле 6 903,2 пин тенкĕлĕх ĕçсем пурнăçланă. Çак укçа-тенкĕпе усă курса Вăрмар полселокĕнчи Заводская урамĕн­чи 36-мĕш çурт умĕн­чи картишне хăтлăх кĕртнĕ. Ку ĕçе туса ирттерме 757,5 пин тен­кĕ тăкакланă. Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркне хăтлăлатма 5151,5 пин тенкĕпе усă курнă. Кăçал «Пурăнмалли кил-çурт тата хула тăрăхĕ» наци проектне Вăрмар район территори­йĕнче пурнăçа кĕртме 6 миллион та 309 пин укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Халăха сыватасси – пирĕн тивĕç

Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри халăх сывлăхне çирĕплетесси пулса тăрать. Республикăшăн тата хамăр районшăн кунта пурăнакансен сывлăхĕшĕн тăрăшасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавна кура район территорийĕнче халăха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерекен системăна улшăнусем кĕртес ĕç малалла пырать. Район больницин ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарма тин çеç тĕп врачра ĕçлеме тытăннă Олег Александрович ВОЛКОВРАН ыйтрăм.

J6YHBKc1WlY«Сывлăхшăн тăрăшасси пысăк пĕл­терĕшлĕ терĕмĕр. Эпир те çак пĕлтерĕше çирĕп тытса пырассишĕн тăрăшăтпăр, мĕншĕн тесен халăха сыватасси пирĕн тивĕç. Пирĕн районта пĕтĕмĕшле практика врачĕсен 4 уйрăмĕ тата 21 фельдшерпа акушер пункчĕ, вĕсенчен 8-шĕ – модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем, куçса çÿрекен 1 мобильлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. 2018 çулта Анаткас ялĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ çĕнĕрен уçăлнă. 2019 çулта районта «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕ 2 уçăлнă. Пĕри Пинер ялĕн­че, тепри – Энтриялĕнче. Вĕсенче тата маларах уçăлнă пур пункт­сенче те вырăнта пурăнакан халăха пирвайхи медицина пулăшăвĕ кÿрессипе тăрăшаççĕ.

Больницăна хальхи йышши обору­до­ванипе тивĕçтересси çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вăл чире малтанхи тапхăрта тупса палăртма май парать. Çавăнпа та больницăн пурлăхпа техника базине çĕнетсе тăрасси чи пĕрремĕш задачăсенчен пĕри. Районти тĕп больницăна 2020 çулта тĕрлĕрен çĕнĕ медицина оборудованийĕсемпе тивĕçтерсех тăнă /11060076 тенкĕлĕх/. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Ача-пăча сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн прог­рамми, çав шутра ачасене медицина пулăшăвĕ кÿрес тĕлĕшпе хальхи йыш­­ши инфраструктура тăвасси» регион­ти проекчĕ шайĕнче Вăрмар ра­йон боль­ницинче 7 млн та 800 пине яхăн тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Юсав ĕçĕсене çитес çул та малалла тăс­­ма палăртатпăр. Район больницин территорине пĕтĕмĕшле тирпейлессипе те ĕçсем туса ирттермелле. Унсăр пуç­не Шăплатра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума планланă тата районти хăш-пĕр кивелнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене юсама палăртнă. 2020 çул­та реанимаци тата анестезиологи мониторĕсем, вакцинăсене упрамалли холодильник, апат пĕçермелли савăт, ЭКГ аппарачĕ, реанимаци уй­рă­­мĕ валли чирлĕ çынна искусствăлла майпа сывлаттармалли аппарат /ИВЛ\ илсе килнĕ. Ку хальхи вăхăтра па­циентсемшĕн питех те кирлĕ, мĕншĕн тесен ÿпке чирĕпе аптăракансем тупăнсах тăраççĕ. Пациентсене больницăра меллĕ пултăр тесе палатăсенчи сĕтел-пукана та улăштарнă. 2018 çулта юсав ĕçĕсем тума 3 млн та 370 пине яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа больницăн çивиттине улăштарнă. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи патшалăх информаци тытăмĕ çинче сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи цифра контурне йĕр­келесси» регион шайĕнчи проекчĕпе килĕшÿллĕн пирĕн районти тĕп больницăна çĕнĕ принтерсемпе тивĕçтернĕ. Оргтехника тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсен ĕç тухăçлăхне самаях ÿстерме пулăшать.

Нумаях пулмасть пирĕн больницăна Чăваш Республикин бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе санитарин икĕ «Нива» автомашина пани те пирĕн ĕçре çăмăллăх кÿрет.

jl 035Ку автомашинăсемпе тухтăрсемпе фельдшерсен бригадисен васкавлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ çынсем патне хăвăртрах çитме, çавăн пекех ватăсене диспансеризаци тухма боль­ницăна илсе килме, ковидран /COVID-19/ килте сипленекенсем патне çитме меллĕ пулĕ. Вăрмар районĕнчи тĕп больницăра ĕçлекенсем халăх сывлăхне сыхласа хă­варассине, ăна çирĕплетессине яланах мала хураççĕ. Пациентсем тухтăр патне йышăнăва килсе консультаци илме, сывлăха туллин тĕрĕслеттерме, стацио­нарта выртса сипленме пултараççĕ. Поликлиника пĕр сменăра 375 çынна йышăнать. Стационарта 68 койка-вырăн, кăнтăрлахи уйрăмра сипленмелли 27 вырăн.

Ĕçе кадрсем татса параççĕ тенĕ мĕн авалтан. Районти сывлăх сыхлавĕн сис­теминче пĕтĕмпе 296 çын тăрăшать, вĕсенчен 39-шĕ врачсем, вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсем –138. Чă­ваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ врачĕ – 4, сывлăх сыхлавĕн отличникĕ – 3, ЧР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ – 2, медицина наукисен кандидачĕ – 1. Врачсенчен 10-шĕ аслă категориллĕ, пĕрремĕшлисем – 8, иккĕмĕш категориллĕ 3 врач. Вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсенчен 96-шĕ аслă, 10-шĕ пĕрремĕш, 2-шĕ иккĕмĕш категориллисем, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине 2 врача панă.

«Земство тухтăрĕ» программăпа ки­лĕшÿллĕн яллă вырăнта 8 врач ĕçлеме кăмăл тунă. Шкултан вĕренсе тухса тухтăр пулма ĕмĕтленекен çамрăксене район больницине ĕçлеме вырнаçтарас тĕллевпе абитуриентсемпе килĕшÿсем тăватпăр. Медицина факульте­тĕнчен вĕренсе тухакансене хамăр ра­йона ĕçлеме килтерес тĕллевпе социал­лă пу­лăшу та параççĕ. Медицина ĕçченĕн профессийĕ çăмăл мар, хисеплĕ, çав вă­хăтрах питĕ яваплă та. Кун вăхăтне пăхса тăмасăр çын пурнăçĕшĕн тăрă­ша­кан шурă халатлă ĕçченсем сахал мар çынна çăлса хăвараççĕ. Медицинăра тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлне нимĕнле хакпа та виçме çук. Эпир халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн малашне те çине тăрсах вăй хурăпăр».

А.НИКОЛАЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика