«Вĕрентÿ» федераци шайĕнчи наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ĕçлекен регионти проектсем пирĕн районта пурте ăнăçлă аталанса пыраççĕ. Вăрмар районĕнчи виçĕ шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» /«Точка роста»/ вĕрентÿ центрĕсем ĕçлесе кайрĕç. Пĕлтĕр Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти, кăçалхи сентябрьтен пуçласа - Пысăк Енккассинчи тата Мăнçырмари вăтам шкулсенче. Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланакан ĕçсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе эпир çак кунсенче шăпах Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пулса куртăмăр. Ял ачисем чăннипех те информаци технологийĕсен аталанăвĕпе çыхăннă паянхи йышши условисенче пур енлĕн аталанса пĕлÿ илеççĕ, çавна май районта кăна мар, Раççей, республика шайĕнче иртекен конференцисемпе олимпиадăсене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса лайăх кăтартусемпе палăраççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ.
«Пирĕн шкулта паянхи куна кÿршĕ ялсенчи 186 ача вĕренет. Пур ачана та паха пĕлÿпе тивĕçтермелли условисем йĕркеленĕ. «Вĕрентÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Паянхи шкул», «Кашни ачан çитĕнĕвĕ» проектсем пурнăçланаççĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ятарлă «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ кабинетне хута ятăмăр. Кунта ытларах «Информатика», «ОБЖ», «Технологи» предмечĕсене тарăнрах вĕрентмелли условисем аван, паллах, ытти предметсемпе те аталанма майсем пур. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви пулăшнипе кабинета çĕнĕ сĕтел-пуканпа, шкапсемпе, тĕрлĕ механика моделĕсем мĕнле ĕçленине тĕпчесе проект ĕçĕсем ирттермелли конструкторсемпе тата ытти япаласемпе тивĕçтертĕмĕр. Шахматла вылямалли вырăн йĕркелерĕмĕр», — каласа пачĕ чи малтанах шкул директорĕ Луиза Ивановна.
Кашни шкулăн хăйĕн çăлтăрчăкĕсем пур. Хăйсен вĕренÿри тăрăшулăхĕпе, вĕрентекенсем чунпа парăнса ĕçленĕрен ачасем çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăваççĕ. Вĕсем хушшинче ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ, шкул юлташĕсен канашĕн лидерĕ Надя Григорьева, тĕрлĕ шайри олимпиадăсемпе конференцисенче хутшăнса малти вырăнсене тивĕçнĕ Дарья Сергеева, Иван Васильев, Нина Романова тата ыттисем те.
«Акă 8-мĕш кадет класĕнче вĕренекенсем Дарья Сергеева тата Иван Васильев çак кунсенче кăна пире шкул ачисен муниципалитет шайĕнчи олимпиадисенче палăрнипе савăнтарчĕç. Дарья историпе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ /вĕрентекенĕ А.М.Милаев/, Иван математикăпа призера тухрĕ /вĕрентекенĕ Т.В.Русакова/. Вырăс чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра вĕсем иккĕшĕ те призерсем пулса тăчĕç. Вĕрентекенĕ вĕсен А.Ю.Афанасьева. Иван ОБЖ предмечĕпе çĕнтернĕ, биологи, экологи предмечĕсемпе призер, Дарья экономикăпа, обществознанипе призер. Çавăн пекех 11 класра вĕренекен Артем Васильев районта нумай пулмасть акăлчан чĕлхипе иртнĕ олимпиадăра çĕнтерчĕ, 10 класри Карина Гурьева призера тухрĕ. Руководителĕ Т.В.Вишневская. 7 класри Никон Мартынов информатикăпа, экологипе призер. 8 класри Севастьян Васильев ОБЖ, физкультура предмечĕсемпе çĕнтерÿçĕ. Акă декабрь уйăхĕнчех пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрта экологи предмечĕпе республикăри 27-мĕш наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. 8 класра вĕренекен Дарья Сергеева хăйĕн тĕпчев ĕçĕпе республика шайĕнче 3-мĕш вырăна тухрĕ, пĕлтĕр çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ. Руководителĕ Т.Р.Табакова. «Ÿсĕм вырăнĕ» центра хута яни ачасемшĕн çав тери кăсăклă, пире, вĕрентекенсене, кашни ачан хăйнеевĕрлĕхне, хăш енĕпе аталанма пултарассине палăртма май парать», - каласа пачĕ пире шкул директорĕн заместителĕ Людмила Яковлевна Дзюба.
«Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ центрĕнче «Информатика», «Информаци технологийĕсем» предметсене Аврора Петровна Григорьева ачасемшĕн çав тери кăсăклă ертсе пырать. 3D принтер, виртуаллă чăнлăх шлемĕ, квадрокоптерсем, смартфонсем, фотоаппарат, информаци астăвакан картăсем, микрофон, ноутбуксем — занятисене кăсăклă ирттермелли çĕнĕ йышши хатĕрсем. 3D принтер мĕнне куçпа курмасăр ахаль сăмахпа ăнлантарма та çăмăл мар. Ахаль принтерсем хут кăлараççĕ пулсан, 3D принтерпа пластмасран тĕрлĕ япаласем кăларма пулать. Ку вăл ачасен фантазийĕнчен те килет. Чăн малтанах компьютер çинче ятарлă программăпа пулас япалан модельне хатĕрлеççĕ, унтан принтер хăйĕн ĕçне пуçлать. Тĕрлĕ тĕслĕ пластмасс катушкăсенчен кăмакаран пиçсе тухнă пек 3D принтертан смайлик тухнине хам куçпа курса тĕлĕнтĕм. Çапла шкул ачисем брелоксем, медальсем туса хатĕрлеме вĕренсе çитнĕ. Пĕр япала 40 минута яхăн «пиçет». Биологи вĕрентекенĕ Татьяна Рудольфовна Табакова ачасемпе пĕрле 3D принтерпа усă курса коронавируспа тата унпа кĕрешекен антителăсен модельне те туса хатĕрленĕ. Çапла ачасем ку мĕнле чир иккенне лайăхрах ăнланаççĕ паллах. Шкула республика шайĕнчи хăна килсен те çухалса кайман ачасем: квадрокоптерпа хăйсем тунă сывлăх сунакан смайлик вĕçтерсе кĕтсе илнĕ. 11 класра вĕренекен Артем Васильевпа Надежда Григорьева иккĕшĕ уроксем хыççăн юлса кăçал 3D принтерпа усă курса шахмат хăмипе шахмат кĕлеткисене те хăйсемех туса хатĕрленĕ. Кăçалтан Пысăк Енккассинчи шкулта 10 класра вĕренме пуçланă каччăсем — Владимир Крылов /Çÿлти Кинчер\ тата Александр Васильев /Атнаш\ кунта вĕренме çав тери интереслине палăртаççĕ.
Çавăн пекех шкулта онлайн мелĕпе «Эткер» центр урлă «Мультимедийная журналистика» занятисем иртрĕç /руководителĕ А.Григорьева\. 10 класра вĕренекен Нина Романовăпа 8 класри Дарья Сергеева республика шайĕнче онлайн мелĕпе журналистика вăрттăнлăхĕсене алла илчĕç, заданисем пурнăçларĕç. Ачасем оборудованипе усă курса хăйсемпех видео, фото ÿкерме, çырса хак пама та пултараççĕ.
Технологи, пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсен е, урăхла каласан, ОБЖ предмечĕсене Вячеслав Николаевич Иванов ертсе пырать. «Вĕрентÿ» наци проекчĕн «Паянхи шкул» регионти проекчĕпе килĕшÿллĕн медицина пулăшăвĕ кÿмелли 2 аптечкăпа, пирвайхи пулăшу кÿме вĕрентессипе манекенсем, ятарлă кĕнекесемпе тата ыттипе те тивĕçтернĕ. «Ачасене ОБЖ урокĕсенче чăн малтанах мĕн хыççăн мĕн тумаллине ăнлантаратпăр. Тĕслĕхрен, манекенпа усă курса пыра ларнă шăмма кăларма вĕрентетпĕр. Тĕрĕс мар тусан манекенри шăмă тухмасть, тĕрĕс тусан — тухать. Паллах пирĕн шкулта «Ÿсĕм вырăнĕ» вĕрентÿ центрĕ уçăлни пур енлĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр», - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Вячеслав Николаевич.
Э.МИХАЙЛОВА.