Наци проекчĕсен тĕп тĕллевĕ — халăхăн пурнăç шайне лайăхлатасси, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура сферисене аталантарса халăха кирлĕ условисем туса парасси. «Культура» наци проектне «Культура анлăшĕ», «Творчествăлла çынсем», «Цифрăллă культура» кĕреççĕ. Вĕсем культура хаклăхне упрама, пултаруллă çынсен творчествăлла аталанăвне уçса пама, хальхи йышши технологисене пурнăçа кĕртме, çамрăк ăрăва эстетика тĕлĕшĕнчен воспитани пама, ял тăрăхĕсенчи наци йăли-йĕркисене упрама пулăшаççĕ.
Çавна май районти культура аталанăвĕн центрĕнчи культура ĕçченĕсем вырăнти халăх валли вун-вун тĕрлĕ мероприятисем, спектакльсем, конкурссем йĕркелесе ирттернĕ. Унпа пĕрлех культура вучахĕсен пурлăхпа техника базине вăйлатассипе те чылай ĕçсем пурнăçланă.
Пирĕн районта культура учрежденийĕсем пурĕ – 34 тата 21 библиотека ĕçлеççĕ. Наци проекчĕсен «Культура анлăшĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн ялсенчи культура вучахĕсене çĕнетессипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Иртнĕ çул районти пĕрлештернĕ бюджетран культура аталанăвне пурĕ 26 миллион та 364 пин те 95 тенкĕ уйăрнă. Çавна май Арапуçĕнчи тата Мăнçырмари культура çурчĕсенче пурĕ 2 миллион та 110 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Арапуçĕнчи культура çуртĕнче пластик кантăксем, алăксем лартнă, çурт умне брусчатка сарнă. Асăннă культура çурчĕн пурлăхпа техника базине çирĕплетме 265 пин те 567 тенкĕ уйăрнă, унпа сасăллă тата музыка оборудованийĕ туяннă. Мăнçырмари культура çурчĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ, пурĕ 1 миллион та 225 пин те 378 тенкĕ тăкакланă. Культура çурчĕн çивиттине тĕпрен юсас ĕçре «Урмарская» КСО» акционерсен обществи ĕçленĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕнче те капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Ăна пурнăçлама 2 миллион та 235 пин те 294 тенкĕ уйăрнă. Кунта «Урмарытеплосеть» тулли мар яваплă обществăпа килĕшÿ туса ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă. Çавăн пекех сценăри тÿпене тата куракансен залĕнчи тÿпене, залăн стенисене çĕнетнĕ.
Наци проекчĕсен «Культура анлăшĕ» регионти проектпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕнче 500 пин çын таран пурăнакан яллă вырăнсенче Кино фончĕ уйăрнă 4 миллион та 999 пин те 750 тенкĕлĕх кино кăтартмалли оборудовани вырнаçтарнă, 2019 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче вара районти культура аталанăвĕн центрĕнче «Радуга» кинозал уçăлнă.
Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕнче те тĕп юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Чăваш Республикин «Культурăпа туризма аталантарасси» программи шайĕнче 12 миллион та 600 пин тенкĕ субсиди уйăрнă. Çав шутра учреждени çуртне тĕпрен юсама – 10 миллион тенкĕ, оборудованипе тивĕçтерме – 2 миллион та 600 пин тенкĕ. Унсăр пуçне район бюджетĕнчен 986 пин тенкĕ уйăрнă. Юсав ĕçĕсене «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен обществи пурнăçланă. Вĕсем çуртăн çивиттине, йывăç урайне, алăксене улăштарнă, стенисене ăшă тытакан материалпа çапса тухнă, хутса ăшăтмалли, электричество, шыв кĕмелли тытăмсене, пушар сигнализацийĕн автоматизациленĕ установкине çĕнетнĕ, пÿлĕмсене, туалета юсанă тата ытти ĕçсене пурнăçланă.
Тĕп тĕллевсенчен пĕри – культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатса пырасси. Вĕсенче çĕнĕ йышши сасă тата çутă паракан оборудованипе музыка инструменчĕсем, наци костюмĕсем, куракансен залĕсенче çемçе пукансемпе креслосем, компьютерсем пулмасан ял тăрăхĕсенчи культура аталанăвĕ хавшама пултарĕ. Çакна палăртмалла: районти культура учрежденийĕсенче чылайăшĕнче /40 процент\ капиталлă юсав ĕçĕсем тумалла. Районти культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине вăйлатас, капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлас тĕллевпе Чăваш Республикин 2019 çулхи сентябрĕн 26-мĕшĕнчи 118 номерлĕ «Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен пурнăç пахалăхне ÿстерессипе хушма мерăсем йышăнасси çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулта республика бюджетĕнчен 19 миллион та 171 пин те 865 тенкĕ те 50 пус уйăрнă.
Асăннă укçа-тенкĕрен районти культура аталанăвĕн центрĕнче юсав ĕçĕсем пурнăçлама - 8 миллион та 421 пин тенкĕ куçарнă. Палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçланă. Мăнçырмари культура çуртне – 2 миллион та 936 пин те 40 тенкĕ, Чулкасри культура çуртне – 2 миллион та 618 пин те 44 тенкĕ, Тикашри культура çуртне – 1 миллион та 500 пин те 25 тенкĕ, Вăрмарти тĕп библиотекăна – 894 пин те 86 тенкĕ, Ача-пăча библиотекине – 1 миллион та 128 пин те 37 тенкĕ, Чулкасри культура çуртне – 2 миллион та 618 пин те 44 тенкĕ, Вăрмарти ача-пăча библиотекине – 1 миллион та 128 пин те 37 тенкĕ, районти архива – 840 пин тенкĕ, Вăрмарти искусство шкулне 1 миллион та 4 пин тенкĕ уйăрнă.
«Вырăнти культура çурчĕ» программăпа килĕшÿллĕн Кĕтеснерти культура çуртне – 1 миллион та 700 пин тенкĕ, Арапуçĕнчи культура çуртне – 317 пин тенкĕ панă. Асăннă укçа-тенкĕпе культура учрежденисемпе библиотекăсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ тата кирлĕ оборудовани туяннă.
З.ПАВЛОВА.
Шухăш
Л.Агеева, районти культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ:
«Культура» наци проектне Раççей Президенчĕн «Наци тĕллевĕсем тата Раççей Федерацийĕн 2024 çулчченхи стратеги аталанăвĕн задачисем çинчен» Хушăвĕпе килĕшÿллĕн туса хатĕрленĕ. Асăннă проектăн «Пултаруллă çынсем» федераллă проект шайĕнче культура отраслĕ валли кадрсем хатĕрлесси çине, культура ĕçченĕсен квалификацине ÿстермелли центрсем йĕркелесси çине республикăра пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Иртнĕ çул, акă, çак проектпа килĕшÿллĕн Вăрмар районĕнчи культурăпа кану центрĕнче клуб ĕçĕн методикин специалисчĕ А.Петрова дистанци мелĕпе С.А.Герасимов ячĕллĕ Пĕтĕм Раççейри патшалăх кинематографи институтĕнче «Ачасене гражданла патриотизм, кăмăл-сипет тата эстетика воспитанийĕ кÿрекен чи лайăх 100 фильм. Методикăпа практика» вĕрентÿ программипе пĕлÿ илнĕ, ятарлă свидетельствăна тивĕçнĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕн тепĕр специалисчĕ — централизациленĕ клубсен тытăмĕн секторĕн заведующийĕ Т.Яковлева дистанци мелĕпе Кемеровăри патшалăх культура институтĕнче «Культура учрежденийĕсем хăйсем цифра контентне туса хурасси, ăна аталантарасси» вĕрентÿ программипе пĕлÿ илнĕ. Культура ĕçченĕсене пахалăхлă пĕлÿпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать».