Пандеми пĕтĕм пурнăçа пуçхĕрлĕ çавăрса хучĕ пулин те аталану пирки манман – социаллă ыйтусемпе те, экономикăна вăй парас тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçленĕ. Çапларах палăртмалла ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 24-мĕшĕнче ирттернĕ, çулталăка пĕтĕмлетессине халалланă пресс-конференцири калаçăвăн тĕп шăнăрне.
Пандемие парăнмастпăр
Икĕ сехет те 20 минута яхăн тăсăлнă калаçăва пуçланă май Олег Николаев вĕçленекен ансат мар çулталăк тĕрлĕ пулăмпа асра юлассине палăртрĕ. Чи малтанах, паллах, суйлав. Тата – коронавирус инфекцийĕ. Унпа кĕрешме уйăрнă укçа виçи кăна – 7 млрд тенкĕ патнелле. Çак укçапа кашни çын медицина пулăшăвĕ илме пултартăр, çав вăхăтрах экономика та анса ан лартăр тесе усă курнă – республика бюджетне çак тĕллевсене тĕпе хурса шайлаштарма май килнĕ.
Кĕркунне лару-тăрăва çивĕчлетрĕ: 3295 койка-вырăн, чирпе медучрежденисен 17 пин ĕçченĕ кĕрешет. Лару-тăру йывăррине вара çакă та çирĕплетет: ытти чухне çынсем васкавлă медпулăшу чĕнсе талăксерен вăтамран 90-100 хут шăнкăравланă, пандеми тапхăрĕнче вара – 600 шăнкăрав таран. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çине мĕнешкел тиев лекни каламасăрах паллă. Халь сахалрах – 200-250 шăнкăрав патнелле.
Укçа çитет
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн уйрăм программи тĕрев кÿни куçкĕрет: ăна республика çĕршыври аталану енĕпе юлса пыракан регион пулнине кура йышăннă, пулăшмашкăн Мускав çуллен пĕрер миллиард тенкĕ уйăрать. Йывăр пулин те социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе курăмлă йышăнусем тума пултарнă. Журналистсем «укçа çитĕ-и?» тесе ыйтнине Чăваш Ен Пуçлăхĕ иккĕленмесĕр хуравларĕ: çитеретпĕр, анчах йывăрлăхсем тухса ан тăччăр тесен экономика çине алă сулма юрамасть.
Тарифсене ÿстермесĕр май çук
Тарифсем тенĕрен, вĕсем, паллах, ÿсĕç – çитес çулхи июль уйăхĕнчен саккунпа килĕшÿллĕн 3% ытларах: «Унсăрăн май çук. Бюджет виçесĕр мар, мĕншĕн тесен тарифсем тăкаксем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсене кам «шăнтса лартать» - çавăн тÿлеме тивĕ. Çав вăхăтрах ăнланмалла тарифсем пулччăр тесе çине тăрса ĕçлетпĕр».
Ял пĕтмест
Ялсенче пурăнакансен йышĕ чакса пынине Олег Алексеевич ăнланать, куншăн чунĕ ыратать. Ун шучĕпе, йыш чакни чи малтан ял хуçалăхĕнче ĕçлемешкĕн унчченхи пек нумай çын кирлĕ пулманнипе те сăлтавланнă. Анчах ку ял çине алă сулмаллине пĕлтермест. Унти пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла. Çавăнпа республика ял ипотекине субсидилет, территорисене аталантармалли проектсене пурнăçлать, мерăсем йышăнать. Тепĕр енчен, çынсем ялсенчен хуласене ĕçлеме çÿренине те сивлеймĕн. Çÿреччĕр, анчах урăх çĕрте ĕçлеççĕ пулин те вĕсем ялта пурăнаççĕ - ку ял аталанăвĕн никĕсĕ пулĕ.
Чăвашла калаçар!
Олег Николаев шучĕпе тăван чĕлхене эпир йĕркеллех упраса хăварнă, сăмах ăна аталантарасси тавра пулмалла терĕ. Телекурав, хаçат-журнал пур, чăвашла тухакан кĕнекесен шучĕ ÿснĕ, чĕлхене аталантармалли çумпрограммăна та йышăннă. Кăçал Конституцие халăхсене хăйсен чĕлхине, культурине аталантарма май паракан тÿрлетÿ кĕртни те ку енĕпе пулăшма тивĕç. Чĕлхепе усă курни ăна аталантарма уйăракан укçаран та хаклăрах. Олег Алексеевич хăй меллĕ кашни самантрах чăвашла калаçма тăрăшать.
«Хыпар» хаçатран.