Тикаш ялне ĕçпе кайсан утнă май икĕ кинемине тĕл пултăм, çулĕпе çамрăках мар пулин те, пÿрт умĕнчи садра ĕçлеççĕ. Пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскерсем, алă усса ларма хăнăхман ĕнтĕ вĕсем.
Калаçса кайнă май сăмах ялти райпо лавкки çине куçрĕ. Мухтаса та ырласа калаçрĕç кинемисем унта вăй хуракан сутуçă пирки, çавăнпа та райпо лавккине кĕрсе тухас кăмăла хирĕç каяймарăм.
Тикашри райпо лавккинче тирпей-илем хуçаланни алăк урлă ярса пусса шала кĕричченех куçкĕрет. Ку вăл Вăрмар райповĕн лавкки пулнине çирĕплетекен вывеска йăмăх çутă тĕссемпе куçа илĕртет. Шалта еплерех-ши тесе лавккана кĕрсе тăтăм. Чăн та, кинемисен сăмахĕ тÿрре тухрĕ, тарават та çепĕç кăмăллă, сăпайлă сутуçă кĕтсе илчĕ мана. "Ырă кун пултăр! Мĕн туянасшăн, мĕнпе пулăшас/" - тесе ыйтрĕ.
Çапла паллашрăмăр та ĕнтĕ Юлия Алексеевна Нарсовăпа /ÿкерчĕк çинче/. Мĕн çамрăкран - 30 çула яхăн ĕçлет иккен вăл райпо тытăмĕнче. Çавăн чухлĕ вăхăт хушши пĕр вырăнта вăй хурсан ĕç вăрттăнлăхне туллинех пĕлсе çитетĕн. Çавăн пекех Юлия Алексеевна та хăйĕн ĕçне алă çинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пекех пĕлет тесен те йăнăш мар.
Ю.Нарсова сутуçă та, тирпей-илем кÿртекен те, таварне те хăйех саккас парса тăрать, пĕтĕмпех ĕлкĕрсе пырать. Райпо лавккисенче хамăр республикăра, районта туса кăларакан продукципе суту-илÿ тунине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Тикашри лавккара та çаплах, кашниех хăйĕн кăмăлне тивĕçтерекен продукци туянма пултарать кунта. Халăх ытларах канфет-печени, Вăрмарти çăкăр заводĕнче туса кăларакан çăкăрпа булка таврашĕсене, пĕремĕк, пылак шыв туяннине пĕлтерчĕ Юлия Алексеевна.
Таса, тирпейлĕ, хăтлă лавккана кĕрсе тухма, паха тавар туянма аван, унта Ю.Нарсова пек ырă кăмăллă сутуçă ĕçлет пулсан вара пушшех те. Хăйĕн тăрăшулăхне кура ĕçчен хĕрарăма чылай награда парса чысланă, çав шутра Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе Тав хучĕ тата "Потребкооперацире 20 çул лайăх ĕçленĕшĕн" паллă. Унсăр пуçне Юлия Алексеевна Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине те лекме тивĕçнĕ.
И.ДАНИЛОВА.