Вăрмар районĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем пурĕ 5. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра Анаткас ялĕнче ФАП строительстви хĕрсе кайса пырать, çитес вăхăтра ăна уçма та палăртаççĕ.
Чи малтанах пирĕн районта çак çĕнĕлĕх Кивĕ Вăрмар ялне çитрĕ. 2013 çулта ялта çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Хальхи вăхăтра кунта Наталья Валерьевна Питерова заведующи пулса вăй хурать. Шăхаль ялĕнче çуралса çитĕннĕскер, шкул хыççăн хăйĕн кун-çулне медицинăпа çыхăнтарас тĕллевпе Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренет. 2004 çулта "Акушер ĕçĕ" специальноçпе диплом илет. Çамрăк специалист 2006 çулта тăван ялти фельдшерпа акушер пунктне ĕçлеме вырнаçать. Медицина колледжĕнче пухнă пĕлĕвне ĕçпе çирĕплетсе парать. Шăхалĕнче 2 çул ĕçленĕ хыççăн Наталья Валерьевнăна специалист кирлине кура Чупайĕнчи ФАПа вăхăтлăха куçараççĕ.
2016 çултанпа вара Н.Питерова Кивĕ Вăрмарти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçлеме пуçлать. Ĕç кунĕсенче кулленех Вăрмар поселокĕнчен юратнă ĕçе васкать. Çак вăхăт хушшинче киввăрмарсемшĕн çывăх çын пулса тăчĕ вăл. Кашни çыншăн сывлăх - чи хаклă тупра, çавăнпа та ял халăхĕшĕн, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсемшĕн кирлĕ вăхăтра медицина пулăшăвĕ илме май пурри питĕ пĕлтерĕшлĕ. Наталья Валерьевна пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнăранпа чылай опыт пухрĕ ĕнтĕ, çынсен шухăш-кăмăлне, мĕнпе пулăшмаллине лайăх ăнланать. Хăшĕ-пĕрисемшĕн чирленĕ вăхăтра ăшă сăмах калани те эмел вырăнĕнчех. Ирина Владимировна Георгиевăпа, тирпей-илем кĕртекенпе, туслă, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеççĕ вĕсем. Ялти ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсем уйрăмах тимлĕхре. Ача çуратнă хыççăн амăшĕсемпе пепкисен сывлăхне килрен-киле çÿресе тĕрĕслесе тăраççĕ. Кăçал, акă, Кивĕ Вăрмарта 4 ача кун çути курнă. Кама та пулин медпулăшу кирлĕ пулсан яланах пулăшма васкаççĕ. Килтен тухайман ватăсем патне те килĕсене кайма лекет. Прививка тумалла-и, диспансеризаци тухмалла-и - пурне те пĕлтерсех, аса илтерсех тăраççĕ. Районти тĕп больницăри терапевтсемпе, педиатрсемпе çыхăну тытсах тăраççĕ ФАП ĕçченĕсем. Кашни уйăхра иккĕмĕш юнкун ялти ФАПа районти тĕп больницăран педиатрпа терапевт, медицина сестрисем халăх сывлăхне тĕрĕслеме килеççĕ.
Паллах, медицина ĕçченĕсем кăна мар, кашниех хамăрăн сывлăхшăн хамăр яваплă, çавăнпа та ăна мĕн çамрăкранах упрамалла, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла.
Э.Михайлова.