Пирĕн çĕршывра, республикăра, çав шутра районта та халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçласси» 7 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыракан программа, тепĕр майлă, кĕскен каласан, пуçарулăх бюджечĕ тетпĕр ăна. Унпа килĕшÿллĕн çынсем вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвĕн, бюджет ыйтăвĕсене татса парас ĕçре хутшăнайраççĕ.
Ялсенче пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çак программа. Çул сармалла-и, шыв кĕртмелле-и, тараса юсамалла е чавмалла — е ял çыннисен интересĕсене пĕрлештерекен ытти пĕлтерĕшлĕ ĕç тумалла-и — пуçарулăх бюджечĕпе усă курни пулăшать. Ялта е поселокра пурăнакансем ял , хула тăрăхĕн пуçлăхĕпе, пĕр-пĕринпе канашласа, пуху ирттерсе ял территорийĕнче пĕр-пĕр ĕç-пуç пурнăçласси пирки калаçса татăлаççĕ. Калаçса татăлнă хыççăн, пĕр шухăшлă пулсассăн проект хатĕрлессипе ĕçлемелле. Хут ĕçĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй çине илет. Республика, ял тăрăхĕн бюджечĕсенчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ, халăхран укçа пуçтараççĕ.
Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курасси Вăрмар районĕнче те вăй илсе пычĕ. 2020 çулта район территорийĕнче пуçарулăх бюджечĕпе çыхăннă 10,660 миллион тенкĕлĕх 38 проект пурнăçа кĕртнĕ. Масарсене хăтлăлатассипе, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене юсассипе, урамсене çутă кĕртессипе, шыв пăрăхĕсен сечĕсене, çынсем каçса çÿрекен кĕперсене, ача-пăча площадкисене юсассипе тата ытти тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă.
2020 çулта Тикаш ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсене халалласа çĕнĕ асăну палăкĕ /ÿкерчĕк çинче/ туса лартнă. Палăк йĕри-таврари территорие хăтлăх кĕртнĕ, тимĕр карта тытнă. Ĕçсене шăпах пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçланă пулнă. 276200 тенкĕлĕх муниципаллă контракта Вăрмар районĕнчи Александр Николаевич Михайлов предприниматель пурнăçланă. 276200 тенкĕрен 165 720 тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă, 55 240 тенкине ял тăрăхĕн бюджетĕнчен, 55 240 тенкине ял халăхĕ пуçтарса панă. Строительство ĕçĕсене тĕпрен илсен Александр Николаевич Михайлов предпринимателĕн ывăлĕ Алексей йĕркелесе пынă.
Тăрăшса ĕçлерĕç
Эçпепесем çак кунсенче пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса икĕ çĕнĕ тарасаллă пулчĕç. Пĕри Центральная урамра, тепри Ленин урамĕнче. Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Олег Ларионовичпа иртнĕ пухура эçпепесем ялта çĕнĕ тарасасем чавас ыйтăва хускатнă пулнă. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Николаев вĕсене пуçарулăх бюджечĕн программи пирки тĕплĕ каласа панă, ял халăхĕнчен укçа пуçтармасăр ку ĕçе пурнăçласси пулмасть тесе ăнлантарнă. Çĕнĕ тарасасем — ĕçмелли таса шыв çăлкуçĕ пулнине лайăх ăнланать ял халăхĕ. Çавăнпа та, малтанах иккĕленсен те, пĕр чĕлхеллĕ пулса пуçарулăх кăтартма шутланă вĕсем. Сăмахпа калаçса татăлни кăна сахал. Кĕтеснер ял тăрăхĕн администрацийĕ чи малтанах «ТЭК-Торг» федераллă электронлă площадка урлă ĕçсене пурнăçлакана палăртма аукцион ирттернĕ. Аукцион пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Шупашкарти Геннадий Николаевич Павлов уйрăм çын предприниматель çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Унпа 120030 тенкĕлĕх контракт алă пуснă пулнă. Республика бюджетĕнчен 72018 тенкĕ, Кĕтеснер ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 26056 тенкĕ уйăрнă, ял халăхĕ 21956 тенкĕ пуçтарса панă. Ял çыннисем кам мĕн чухлĕ пама пултарнине кура пуçтарнă укçа-тенкĕне. Олег Витальевич Сорокин, Владимир Юрьевич Иванов ял çыннисем Центральная урамри тарасана туса лартма спонсорла пулăшу кÿрсе пысăк тÿпе хыврĕç. Ленин урамĕнчи тараса валли ял çыннисем укçа пуçтарчĕç. Эçпепе ял старости Владимир Николаевич Яковлев, ялти фермер, хăйĕн техникипе пулас тараса, ĕç вырăнĕсене юртан хырса тасатрĕ, хатĕрлерĕ. Çапла эçпепесем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Ларионович Николаев ертсе пынипе харсăрлăх кăтартрĕç, пĕрле тăрăшса ĕçлерĕç. Ял халăхĕ тарасаллă пулас тесе чылай тăрăшрĕ, ялшăн пĕлтерĕшлĕ çак ĕçрен айккинче юлмарĕ. Пĕрлĕхре - вăй тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Кам ĕçпе, кам пуçарулăхĕпе, виççĕмĕшĕ укçа-тенкĕпе, тепри ăсĕпе – пурте пĕрле çине тăрсан тăрăшни сая каймасть. Укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен тарасасене хăтлăлатассипе çыхăннă малаллахи ĕçсене, çынсене усă курма хатĕр тăвассине Кĕтеснер ял тăрăхĕн администрацийĕ хăй çине илме шантарчĕ.
«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.Михайлова хатĕрленĕ.