Хисеплĕ вулакансем, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалласа «Хĕрлĕ ялав» хаçатра «Чĕмсĕр чикĕсем» ятпа ятарлă проект тухма пуçлать. Хаçат страницисем урлă сире асăннă пулăм çинчен тĕплĕнрех çырса пĕлтерĕпĕр, çав çулсен свидетелĕсен асаилĕвĕсене тата ыттине те пичетлесе пырăпăр, тĕрлĕ мероприятисене çутатăпăр. Паян хÿтĕлев чиккине чавма хутшăннă, Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Ирина Константиновна Данилован кун-çулĕпе паллаштаратпăр. Статья авторĕ — Зоя Даниловна Илларионова.
Иртни асран тухас çук
Иртсе пыракан кашни çул мĕнле те пулин пысăк пулăмпа палăрса тăрать. Кăçалхи çула, акă, Чăваш Республикинче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă çынсен паттăрлăхне халалланă. Çак çынсен шутĕнче Мăнçырма ялĕнче пурăнакан, 97 çула çывхарса пыракан Ирина Константиновна Данилова та пур.
Ирина Константиновна 1924 çулхи апрелĕн 8-мĕш кунĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Мĕн пĕчĕкренех çирĕп сывлăхлă пулни ăна вăрăм кун-çул парнеленĕ. Ачалăх çулĕсем, паллах, çăмăл килмен.
— 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн юлташ хĕрĕпе Тĕрлемесе вĕренме кайма пуçтарăнтăмăр. Укçа çуккине пула мана вĕренме ямарĕç. Юлташ хĕрĕ вĕренсе пĕтерсе диплом илсен мĕн чухлĕ кулянмарăм-ши, - аса илет Ринкка аппа /ялта ăна çапла чĕнеççĕ\ вĕренме май пулманнишĕн паянхи кун та кулянать. Вĕренÿ пирки сăмах тапратнă май малтанхи çулсенче ятарлă шкул çурчĕ те пулманни, 1-мĕш класра чиркÿ çывăхĕнчи çуртра, 2-4 классенче лавккаран инçех мар Вотяковсен çуртĕнче, 5-мĕш класран пуçласа тин хальхи Мăнçырма ялĕн историпе краеведени музейĕ вырăнĕнчи икĕ хутлă йывăç çуртра вĕренни çинчен каларĕ. Пĕрле вĕреннисене те, учительсене /кам мĕнле предметпа вĕрентнине\ пурне те ятран астăвать Ринкка аппа: Александр Иванович, Герман Егорович, Петр Тимофеевич, Яков Сидорович, Семен Романович...
13-14 çула çитсен ытти яш-кĕрĕмпе пĕрле колхоз уй-хирĕнче кун кунланă: тырă вырнă, пăрçа çулнă, авăн çапса тырă сăвăрнă. Ытти ĕçсенчен те пăрăнса юлман.
— Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 17 çул тултарнăччĕ ĕнтĕ. Малтанхи кунсенче вăрçă нуши-тертне радио хыпарĕ тата ял çыннисен хуйхи-суйхи тăрăх çеç пĕлнĕ пулсан, 1941 çулхи кĕркуннерен пуçласа 1942 çулхи çуркуннеччен хамăн чăтса ирттерме тиврĕ: окоп чавма ячĕç. Манпа пĕрле Анна Николаевна Верхунова, Анна Григорьевна Григорьева, Хрестукова /хут çинче мĕнле çырнине пĕлместĕп, Урук тесе чĕнеттĕмĕр эпир/ пулнă.
/Кунта палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Мăнçырма ялĕнче малтан икĕ колхоз пулнă: чиркÿ кассинче - «Новая жизнь», тепĕр кассинче /Лешкас тетчĕç/ - «Правда». Ринкка аппа «Новая жизнь» колхоз хĕрĕ. Çавăнпа та вăл хăйпе пĕрле пулнă «Новая жизнь» колхоз хĕрĕсене çеç асăнчĕ. «Правда» колхозран та пулнă пулĕ-ха, анчах ку таранччен пурăннă, окоп чавни çинчен пĕлекен çынсем паянхи куна çук. Çавăнпа та хÿтĕлев чиккисене чавнă çынсен ячĕсене пурне те асăнма май килмерĕ. Ан кÿренччĕр/.
Пире окоп чавма Чупай, Мăнтăр, Энĕшпуç тăрăхне ячĕç. 1941-1942 çулхи хĕл сиввине астăвакансем пур-тăр. - Вĕçсе пыракан çерçи те шăннипе персе анса вилмелле сивĕ вĕт, - теттĕмĕр эпир. Çĕрĕн шăн сийĕ тачкаччĕ. Арçынсем пире хĕрхенетчĕç, çиелти шăна сирсе пама тăрăшатчĕç. Кашни яла уйрăмшар лаптăк /«точка»/ уйăрса паратчĕç. Ăна чавса пĕтерсен урăх çĕре куçаратчĕç. Пĕр минут та канса тăмалла пулман. Тăма майĕ те çук – сивĕ. Темиçе кунран пире, 3-4 хĕр-хĕрарăма, çĕр пÿрт /землянка/ чавма ячĕç. Шăн ытла та тачкаран малтан çĕре сирпĕтсе паратчĕç. Пире аяккарах кайса тăма хушатчĕç. Кайран пырса кирлĕ тарăнăшпе чавса тасататтăмăр. Тасатнă çĕр пÿрте арçынсем йывăçран купаласа тăватчĕç. Астăватăп, Чупай патĕнче окоп чавнă чухне уйрăмах сивĕччĕ. Лума тытма çук, алса витĕр тимĕр сивви çапать. Çăм алса та ăшă тытаймасть. Кăнтăрлахи апатра çиме хĕве чиксе кайнă çăкăр витĕр шăнатчĕ. Колхозран çимелли илсе пырса паратчĕç, çитнĕ çĕре вăл та шăнатчĕ. Вут чĕртсе шăннă çăкăра та, ытти апат-çимĕçе те кăвайт çине лартса витрепе ăшăтса çинĕ. Каçхине хваттере Чупайне каяттăмăр. Эпир пĕр хĕрарăм патĕнче хваттерте пурăннă. Унăн ывăлĕ вăрçăра пулнă, час-часах аса илсе макăратчĕ вăл. Пире те çавăнпа ытларах хĕрхенетчĕ пуль. Пĕррехинче хваттере кайнă чухне ман чĕркуççине тăм илнĕччĕ.
— Ут, ма утаймастăн? - теççĕ мана пĕрле пыракансем. Ман чĕркуççи хуçланмасть. Юлташсем юрпа сăтăрчĕç. Хваттере аран-аран çиткелерĕм. Хваттер хуçи ман сурана хăй пĕлнĕ пек сиплерĕ. Тепĕр кунĕнче чиперех ĕçе кайрăм.
Окоп чавнă çĕртен мунча кĕме киле килсе каяттăмăр. Эпир килнине часах пĕлетчĕç çав вырăнта ĕçлекенсем. Тепĕр куннех тухса кайма тиветчĕ. Фронтра çеç мар, тылра та «вăрçă саккунĕ» пулнă. Эпĕ хуть кĕрĕкпе пулнă-ха. Хăшĕсем фуфайкăпаччĕ. Урара çăматăпа коксакăс калушчĕ. Сивĕпе калуш шăнса ларатчĕ те, ăна хывса хураттăм. Вара çăматă йĕпенетчĕ те ура вăйлах шăнатчĕ. Çăм чăлха /хальхи гольфа пек чĕркуççи таран\, çăм алса пулнă-ха та, сивĕ пурпĕр витĕрех каятчĕ.
— Эсир окоп чавма кам каланипе кайнă? - текен ыйту çине çапла хуравларĕ: — Пире ял советĕнчен килсе каланă та, эпир тухса кайнă. /Сăмах вĕççĕн çеç пулнăран нимĕнле документ та юлман иккен хÿтĕлев чиккине чавакансем çинчен/. Пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттерсе 1942 çулхи çуркунне киле таврăнтăмăр.
Окоп чавнипе çеç вĕçленмен иккен Ирина Константиновнăн вăрçă йывăрлăхĕсене тÿсесси. Таврăннă çулах кĕркунне каллех вăрман касма каймалла пулнă, халĕ Энĕшпуç тăрăхне. Октябрь уйăхĕ пулсан та çанталăк ăшах пулман: - Икĕ эрне вăрманта ÿпле туса пурăнтăмăр. Хывăнмасăрах çывăраттăмăр, ирхине тăрсан кăвайт чĕртсе апат хатĕрлеттĕмĕр, хамăр та ăшăнаттăмăр. Пиллĕкĕн пулнă эпир. Хамăр ялсем Петр Петрович Петров тата Петр Данилович Иванов пурччĕ.
Свердловск облаçне вăрман касма кайнă пирки те аса илчĕ Ирина Константиновна. Ют çĕрти йывăрлăхсене тÿсĕмлĕх çитерсе чăтса ирттернĕ вăл. Энĕшпуç патĕнчи те, кунта хатĕрленĕ вутă та пăравус кăмаки валли кирлĕ пулнă иккен.
Тĕлпулу вĕçĕнче Ринкка аппа ялта салтаксем те, эвакуаципе килнĕ хĕрарăмсемпе ачасем те пурăнни пирки те каларĕ. - Эвакуаципе килнĕ хĕрарăмсем уя ĕçлеме тухатчĕç. Эпир вĕсене ĕçлеме вĕрентеттĕмĕр. Вăрçă хыççăн вĕсем пурте килĕсене тухса кайрĕç.
1946 çулта Ирина Константиновна Христофор Даниловичпа çемье çавăрнă. Çичĕ ачана кун çути парнеленĕ вĕсем. Пĕр ачи çулталăк та пурăнайман, чирлесе вилнĕ. Паянхи куна хисеплĕ ветерана ывăлĕсемпе хĕрĕсем, кинĕсемпе кĕрĕвĕ, 3 мăнукĕ, 14 кĕçĕн мăнукĕ савăнтарса пурăнаççĕ. Халĕ Ринкка аппа хĕрĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Ун çине пăхсан 97 çула çывхарса пырать тесе калас та килмест. Йĕркеллех çÿрет, ăсĕ-тăнĕ пирки каламалли те çук, 80 çул ытла каяллахи пулăмсем пирки ĕнер кăна пулса иртнĕ пек каласа кăтартать, пурне те тĕпĕ-йĕрĕпе астăвать.
— Окоп чавнине, вăрман каснине аса илсен чăтса ирттернĕ йывăрлăхсем куç умне яр-уççăн тухаççĕ, — вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавнă çĕре хутшăннă хисеплĕ ветеран Ирина Константиновна Данилова.
«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.