Граждансене хумхантаракан ыйтусене – пуçарулăх бюджечĕ урлă
«Пуçарулăх бюджечĕ /инициативное бюджетирование/ - халăхăн паянхи ыйтăвĕсене татса пама май паракан çирĕп механизм. Чи пĕлтерĕшли — халăхпа влаç хушшинче пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесси», - çирĕплетсех калать Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Юрьевич Петров. Çамрăк та пултаруллă пуçлăх вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенчи ĕçĕ-хĕлне тăван Энĕшпуçĕнчи ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕнчен пуçланă. Халăха хумхантаркан ыйтусене çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулса, пĕр-пĕринпе канашласа, вĕсен шухăшне тĕпе хурса татса пама хăнăхнă вăл. Пуçарулăх бюджечĕн программи шăпах та вăй илсе пынă вăхăтра Энĕшпуç ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне шанса параççĕ ăна. Тăван ял халăхне мĕн канăçсăрлантарнине пĕчĕкренех курса, туйса ÿснĕскер яваплă должноç йышăнсанах хăйĕн ĕçĕнчи тĕп задачăсене палăртать: халăха чи кирлипе - çулпа, шывпа, урамсене çутăпа тивĕçтермелле.
— Александр Юрьевич, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме ансат мар. Сăмахпа калани кăна сахал, кашнин шухăшне шута илсе пурин кăмăлне тивĕçтерме пĕлмелле. Апла пулин те пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса иртнĕ çулсенче эсир ял çыннисемпе пĕрле пĕлтерĕшлĕ темиçе проект пурнăçлама пултартăр.
— 2019 çулта Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса - 2, 2020 çулта 4 проект пурнăçа кĕртрĕмĕр. Ял тăрăхĕсен поселенисен бюджечĕн укçи-тенки çителĕксĕррине кура пуçарулăх бюджечĕпе усă курма май пурри пысăк пулăшу. Çынсене çак программа пирки тĕплĕнрех ăнлантарсассăн вĕсем унпа усă курас тесе килĕшме те пуçларĕç. Хуть те хăш проектне тытăниччен те пуçарулăх ушкăнне йĕркелемелле. 2019 çулта çак программăпа усă курса Хуруй ялĕнче урамсене çутăпа тивĕçтертĕмĕр, ăпăр-тапăр пухмалли 23 контейнер площадки вырнаçтарса лартрăмăр. Иртнĕ çул 1 миллион та 128 пин тенкĕлĕх 4 проект пурнăçларăмăр, çак суммăран 375 пин тенкине халăх пуçтарса панă. Атайкасси ялĕнчи урамсене çутăпа тивĕçтернĕ, пĕтĕмĕшле проект хакĕ 52 пин тенкĕпе танлашнă, 26 пин тенкине çынсем пухнă. Çавăн пекех пуçарулăх бюджечĕ энĕшпуçсене чылайранпах канăçсăрлантаракан тепĕр ыйтăва та татса пама пулăшрĕ. Энĕшпуç ял тăрăхне кĕрекен пур ялăн та, Хуруйсăр пуçне, пĕр масар. Масар тулса кайнă пулнă. Çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе халăхпа тĕл пулса çак ыйтăва тапратрăмăр, ял çыннисем çĕнĕ масар тумалла тесе килĕшрĕç. Çапла çĕнĕ масар валли 3 гектара яхăн çĕр уйăрттартăмăр, ун йĕри-тавра çĕнĕ тимĕр карта тытрăмăр, хапха лартрăмăр /ÿкерчĕк çинче/. Çĕнĕ масар тавра карта тытма çынсем 211 пин тенкĕ пуçтарса пачĕç. Масар пÿрчĕ те кивелсе çитнĕччĕ. Çапла халăхпа пĕр сăмахлă пулса пураран çĕнĕ масар пÿрчĕ /ÿкерчĕк çинче/ туса лартма татăлтăмăр. Çынсем çак ĕçе тума 108 пин тенкĕ пуçтарса пачĕç. Хĕллехи вăхăтра вилĕ пытармалла чухне шăтăк чавакансене черетпе ăшăнма, инструментсем хума питĕ кирлĕ çак пÿрт. Кунта хутса ăшăтма кăмака та пур. Акă 2019 çулта ăпăр-тапăр пухмалли контейнерсене халăха меллĕ пултăр тесе хăш вырăна лартассине çынсемпе тĕл пулса калаçнă чухне ял халăхĕ ытти ыйтусене те çĕклетчĕ. Кирпичная, Заводская урамсенче пурăнакансем çавăн чухне ялти пĕвене çĕнĕрен чĕртсе ярасси пирки ыйтрĕ. Çак пĕве пушар хăрушсăрлăхĕшĕн те, хур-кăвакал усрама та, вăхăта усăллă ирттерме те кирлĕ. Çакăн чухне пуçарулăх бюджечĕн программи пирки тепĕр хут каласа патăмăр. Пĕвене çĕнетессипе хăш ĕçе тума мĕн чухлĕ укçа кирлине сÿтсе яврăмăр, документсем хатĕрлеме калаçса татăлтăмăр. Поселени бюджетĕнчен 50 пин тенкĕ уйăртăмăр, çынсем 30 пин тенкĕ пуçтарса пачĕç. 2020 çулта пĕвене çĕнĕрен чĕртсе ятăмăр. Пур проектсене пурнăçлассипе те Энĕшпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансен тÿпи пысăк. Ял тăрăхĕн аталанăвĕшĕн пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленĕ çынсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
— Хăвăрăн тивĕçĕрсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пынăран Сире Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Поселокра пурăнакансен ыйтăвĕсемпе ĕçлемелле халĕ. Ку енĕпе лару-тăру еплерех йĕркеленсе пырать?
— Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕ те пуçарулăх бюджечĕн программипе ĕçлеме хатĕр. Поселокри пуçаруллă граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе, шухăшĕ-сĕнĕвĕсемпе хамăр патăмăрта кĕтсе илме яланах хатĕр.
Вăрмарта пурăнакансен шухăш-кăмăлне, ыйтăвĕсене пĕлсех тăмалла пирĕн. Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса эпир тепĕр çул поселокри Гагарин урамĕпе канализаци хывса хăварасшăн. Граждансен ыйтăвĕсене шута илсе, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шанатпăр.
Тикашра – шывпа тивĕçтерекен çĕнĕ тараса
Паянхи кун ял тăрăхĕсенче палăртнă ĕçсене пурнăçлама çăмăлрах. Вăрмар районĕнчи пур поселенисем пекех Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ кашни çулах республика шайĕнче пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнма темиçе проектпа смета документацийĕ хатĕрлет. Çак кунсенче, акă, пуçарулăх бюджечĕн программипе Тикашри Çĕнтерÿ урамĕнче çĕнĕ тараса вырнаçтарса лартрĕç. Сметăпа килĕшÿллĕн ĕçсен хакĕ 73436 тенкĕ те 40 пуспа танлашнă, çак шутра республика бюджетĕнчен 44061 тенкĕ тата вырăнти бюджетран 29375 тенкĕ те 40 пус уйăрнă. Вырăнти бюджетран уйăрнă укçа-тенкĕн çуррине – 14687 тенкĕ те 7 пусне ял çыннисем — Рудольф Михайловичпа унăн мăшăрĕ Лариса Васильевна Ленская панă.
Тараса тумалли ĕçсене Геннадий Николаевич Павлов уйрăм çын предприниматель пурнăçланă. Палăртса хăвармалла, Геннадий Николаевич хăй Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ.
«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.Михайлова хатĕрленĕ.