PutinРаççей Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ — лару-тăрăва хакларĕ, умри тĕллевсене палăртрĕ. Шучĕпе уншăн ку Çыру 17-мĕш пулчĕ. Пĕрремĕшĕ вара 2000 çулта пулнă. Çырупа паллашма Мускаври Тĕп «Манеж» курав центрне Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Правительство членĕсем, кĕпĕрнаттăрсен корпусĕ, общество ĕçченĕсем, ыттисем пухăннă.

«Хăвăра упрăр, прививка тутарăр»

В.Путин хăйĕн сăмахне иртнĕ çулхи лару-тăрăва аса илнинчен пуçларĕ: тĕн­чене хальччен курман хăрушă инфекци килсе çапрĕ. Владимир Владимирович эпир çак йывăрлăха çĕнтересси пирки иккĕленменнине палăрт­рĕ. Граждансем, общество, патшалăх пĕр чăмăр пулни çапла тума май панă. Стационарсенче коронавируспа чирлисене йышăнмалли койкăсен шутне кĕс­ке вăхăтра пилĕк хут – 280 пин таран – ÿстерме пултарни кăна мĕне тăрать! Çак тата ытти мера хыçĕнче – миллион-миллион çын ĕçĕ. Çакăншăн Президент пурин ячĕпе те тав сăмахĕ каларĕ: «Пурте пĕрле инфекцие пÿлме пултартăмăр». Халĕ Раççейĕн пандемипе кĕрешмелли шанчăклă вакцинăсем пур.

Эпидеми иртнĕ ĕмĕрти 40-мĕш тата 90-мĕш çулсенчи демографи çивĕчлĕхĕн япăх кăтартăвĕсемпе пĕр килни ĕç-пуçа пушшех кăткăслатнă. Çавна май паян демографипе çыхăннă чрезвычайлă лару-тăру тухса тăнă. Çавăнпа, иккĕленмест Президент, халăха упрасси – пирĕн чи аслă наци проекчĕ. Çакă çемьене хÿтĕлессине те, воспитани ĕçĕн пысăк пĕлтерĕшне те, социаллă гарантисене упрассине тата экономикăна аталантарассине те тÿррĕнех пырса тивет.

Шел те, статистика савăнтармасть: халăх йышĕ чакни сисĕнет – пандеми кăтартăвĕ палăрать. Çĕршыв ертÿçи татăклăн палăртрĕ: 2030 çул тĕлне Раççейри çынсен пурнăçĕн вăтам тăрш­шĕне 78 çула çитермелле. «Ăнланатăп: ансат мар тĕллев, коронавируса хальлĕхе туллин çĕнтерменнине кура – пушшех», çавăнпа ĕнтĕ граждансене чĕнсе каларĕ: «Хаклăскерсем, хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр».

Сыхлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе вăл вакцинаци пĕлтерĕшне пысăка хурать. Прививка тумалли майсем пур çĕрте те пулмалла, çакă кĕркунне тĕлне коллективлă иммунитета вăй пама тивĕç. Çавăнпа пурне те прививка тутарма сĕнчĕ: «Çапла майпа кăна хăрушă эпидемие чарма пултарăпăр. Урăхла çул çук. Урăхла çул — ĕç-пуç мĕнпе вĕçленессе пĕлмесĕр чирлесе ирттересси...»

Сывлăхран хакли çук

Çав вăхăтрах ытти чир пирки те манмалла мар. Пандеми тапхăрĕнче медицина учрежденийĕсем пациентсене планпа килĕшÿллĕн йышăнассине чарма е чакарма тивнĕ. Ку вара чирсем аталанассине сăлтавлама пултарать. В.Путин Правительствăна, Сывлăх сыхлавĕн министерствине диспансеризаци, профилактика программисене анлăлатма хушрĕ, вĕсене тĕрлĕ ÿсĕмри мĕнпур гражданин тĕлĕшпе июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнсах ĕçлеттерсе ямалла.

Коронавирус тĕллесе «перекен» мишеньсен шутĕнче – юн тымарĕсемпе чĕре. Çавăнпа чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе нушаланакансем тĕлĕшпе тимлĕх уйрăмах пысăк пулмалла. Тата – усал шыçăсем, сывлав органĕсен чирĕсем тĕлĕшпе. С гепатит çамрăксен пурнăçне татать – унран сыхланма та тивĕçлĕ йышăнусем кирлĕ. Ытларах çын санаторисемпе курортсенче сывлăхне çирĕплетме пултартăр.

Ку енĕпе граждансен çĕршыв тăрăх туризм тĕллевĕпе çÿремелли тăкакĕсен 20% саплаштарассине çулталăк вĕçĕнчен тăсни усăллă пулмалла. Владимир Владимирович ачасен сывлăхне упрасси çинче пайăррăн чарăнса тăчĕ. Ачасем лагерьсенче каннăшăн путевка хакĕн çуррине тавăрса памалли йышăну тума сĕнчĕ. Студентсен туризмĕпе çыхăннă майсене анлăлатмалла. Студентсем çĕршыв тăрăх çул çÿренĕ май университетсен кампусĕсенче, общежитисенче пурăнмалли сăнавлă проектсем пуçармалла – вĕсене пулăшмалла.

Тĕнчери сывлăх сыхлавĕ революци тапхăрĕ умĕнче тăни çинчен каланă май В.Путин Раççейĕн те ку енĕпе юлма юраманни пирки асăрхаттарчĕ. Эпидеми телемедицинăна, искусственнăй ăс-хакăл аталанăвне васкатрĕ. Пирĕн те çак технологисене çул памалла. Çав вăхăтрах медицинăн пуçламăш сыпăкĕнчи çивĕч ыйтусемпе те çине тăрса ĕçлемелле. Унта черетсем, рецепт е больничнăй илес тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар. Çын квалификациллĕ пулăшу илейтĕр - çакă малти вырăнта тăтăр.

Ачаллă – чухăн тенипе пĕр мар

Социаллă хÿтлĕх. Çырăвăн пысăк тепĕр теми пулчĕ. Президент пĕл­тĕр 28 миллиона яхăн ача çитĕнекен çемьесене пулăшнине аса илтерчĕ. Çынсенчен тĕрлĕ хут-справка ыйтмасăр - «лайăх тĕслĕх. Çакнашкал ĕç влаçăн мĕнпур сыпăкĕшĕн норма пулмалла». Çитес çулах «социаллă казначейство» принципĕсем ĕçе кĕмелле. Федераци ша­йĕнчи мĕнпур пособие, пенсисене, ытти тÿлеве «пĕр чÿрече» принциппа тÿлĕç, çынсен тĕрлĕ инстанцие чупма тивмĕ. Виçĕ çултан вара патшалăхăн тата муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсен пысăк пайне граждансем талăк­ра 24 сехет тата эрнере 7 кун дистанци мелĕпе илме пултарĕç.

Пандеми патне таврăннă май В.Путин вăл граждансен пурнăç шайне пысăк витĕм кÿнине палăртрĕ. Хаксем ÿсни тупăша çисе ярать. Директивлă мерăсем пулăшмĕç, вĕсем мĕн патне илсе çитерессине пĕлетпĕр — пушă сентресем пулĕç. Çирĕп хаксем йĕр­келени вырăнсăр, ку енĕпе йĕркелĕвĕн рынок механизмĕсем пур — вĕсемпе тухăçлă усă курмалла. Çапах чи кирли - çынсен тупăшĕ ÿсессине, чухăнлăха чакарассине тивĕçтересси.

Ку енĕпе патшалăх ачаллă çемьесене тÿррĕнех пулăшни вырăнлă. Тивĕçлĕ утăмсем тунă, тата пулĕç. Президент Правительствăна мерăсем палăртма хушрĕ. Ачаллă çемьесем чухăнлăха кĕрсе ÿкес хăрушлăха сирмелле. Хăш-пĕр мерăна В.Путин халех асăнчĕ. Калăпăр, ачине пĕччен çитĕнтерекен амăшне е ашшĕне пулăшасси. Июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çавнашкал çемьесенче çитĕнекен 8-16 çулсенчи ачасемшĕн 5650 тенкĕ пособи тÿлеме пуçлĕç. Çавăн пекех ача çуратма хатĕрленекен, укçа-тенкĕ енĕпе йывăр лару-тăрăва лекнĕ хĕрарăмсене те пособипе пулăшĕç.

Наукăна та пулăшăпăр, экономикăна та

Пандеми тапхăрĕнче хавшанă ĕçлев рынокĕ, граждансен тупăшĕ унчченхи шая çитейменнине кура В.Путин шкул çулĕсенчи ачасем çитĕнекен çемьесене иртнĕ çулхи пекех тÿлев парса пулăшасси çинчен пĕлтерчĕ. Кашни ачашăн 10 пин тенкĕ. Тÿлеве çемьесем авгус­тăн варринче, шкула каймалли вăхăт çывхарнă май, илĕç.

Çырура çамрăксене аталанма пулăшас тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки куçкĕрет. Çав шутра – 2024 çул вĕçĕччен 1,3 пинрен кая мар çĕнĕ шкул тăвасси. Тăватă çулта 16 пинрен кая мар çĕнĕ шкул автобусĕ туянмалла. Педагогика вузĕсене тĕпрен юсама тата техникăпа тивĕçтерме çитес икĕ çулта 10 миллиард тенкĕ уйăрмашкăн палăртнă. Тата 24 миллиард — ялсемпе пĕчĕк хуласенчи культура çурчĕсене, библиотекăсене, музейсене çĕнетме. Президент çавăн пекех çитес икĕ çулта вузсенче çамрăксем валли тÿлевсĕр 45 пин бюджет вырăнĕ уçассине çирĕплетрĕ: «Аслă пĕлÿ илмелли çакăн пек анлă майсем урăх пĕр çĕршывра та çук».

2021 çула Наукăпа технологисен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ май федераци бюджетĕнчен гражданла тĕллевлĕ тĕпчевсем валли кăна 1,63 триллион тенкĕ уйăрĕç. Сăмах патшалăх пĕл­терĕшлĕ инноваци проекчĕсем пирки пырать. Çав шутра – санитарипе биологи хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли шанчăклă хÿтлĕх йĕркелесси. Çĕршыв пуçлăхĕ энергетикăпа – водород энергетикипе, энергие упрассипе - çыхăннă тĕпчевсем кирли çинчен каларĕ.

Çавăн пекех климат улшăннине кура ял хуçалăхне, ЖКХна, пĕтĕм инфратытăма çав улшăнусемпе çураçтармаллине палăртрĕ. Тавралăха сыхласси çинче чарăнса тăчĕ: сиен кÿрекен предприятисен хуçисен финанспа çыхăннă яваплăх пулмалла: «Çутçанталăк шучĕпе услам турăн – хăвăн хыççăн тасатса хăвар» – çак принципа тĕпе хумалла.

Экономика çинчен сăмах пуçарнă май Владимир Владимирович пĕлтĕр предприятисене патшалăх енчен пысăк пулăшу кÿнине аса илтерчĕ. Çав шутра – пĕчĕк тата вăтам бизнесшăн страховани тÿлевĕсене икĕ хут – 30-тан 15% таран – чакарни. Çакăнпа çырлахасшăн мар – Президент предпринимательлĕхе пулăшмалли хушма мерăсем палăртма хушрĕ. Сăмах – налукпа çыхăннă çăмăллăхсем, «йÿнĕ» кредитсем, ытти пирки.

Çур триллион – инфратытăм валли

Регионсем те пулăшăва шанма пултараççĕ. Чылайăшĕн – пысăк парăмсем, çакна шута илсе Президент коммерци кредичĕсене бюджет кредичĕсемпе улăштарассине çирĕплетрĕ. Тÿлесе татмалли вăхăчĕ çитнĕ бюджет кредичĕсене татассине те каяраха куçарĕç - 2029 çулчченех.

Федераци субъекчĕсемшĕн савăнăçлă хыпарсем тата пулчĕç. Президент вĕсене аталанăвĕн принцип тĕлĕшĕнчен пачах çĕнĕ инструментпа тивĕçтересси çинчен пĕлтерчĕ. Калаçу – инфратытăм бюджет кредичĕ пирки. 3% ытла мар виçепе, 15 çуллăх... Пĕтĕмпе çак кредитсем валли 0,5 триллион тенкĕрен кая мар уйăрĕç. Президент çак укçана валеçмелли принципа уçăмлатрĕ: парăмĕ мĕн чухлĕ пĕчĕк­рех – регион çавăн чухлĕ ытларах кредит илме пултарĕ. Кивçен автоçулсем тума, ЖКХна çĕнетме, транспорта аталантарма, ытти валли кайĕ.

Владимир Владимирович çавнашкал проектсене пурнăçламалли адрессене те асăнчĕ: Ямал-Ненец округĕ, Чулхула /унта метрона аталантармалла\, Челябинск, Красноярск... Шупашкар, чăн та, янăрамарĕ, анчах «ытти хула» тенинче пирĕн тĕп хула та пуласса шанас килет. Кирек мĕнле пулсан та федераци тĕревĕпе кăна пурнăçламалли пысăк инфратытăм проекчĕсем пирĕн те пур.

В.Путин çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр строительствине патшалăх енчен тĕревлессине çирĕплетрĕ. Хальч­чен çутçанталăк газĕпе усă курманнисемшĕн кăмăллă хыпар пур. Ял-поселока газ илсе çитернĕ, анчах хăш-пĕр çуртра çак ырăлăхпа усă кураймаççĕ. Президент çавнашкал çуртсене газификацилемелли план хатĕрлеме хушрĕ. Асăрхаттарчĕ: çынсен газ пăрăхне хăйсен çĕр лаптăкĕн чикки таран илсе пынăшăн тÿлемелле мар.

Çĕршывăн паянхи тĕп проекчĕсем çинчен те каларĕ. Çав шутра – пысăк хăвăртлăхлă «Мускав – Хусан» автомагистраль строительстви. Ăна васкатмалла. Çийĕнчен Президент автотрассăна Екатеринбург таран тăсассине, проекта виçĕ çулта вĕçлессине çирĕплетрĕ. Мускавпа Санкт-Петербург хушшинчи аслă çула ЦКАДа маларах хута янине шута илсен, 2024 çул тĕлне Балтикăна Уралпа çыхăнтаракан, хăрушсăрлăха тивĕçтерекен магистраль пулĕ. Анчах, Владимир Владимирович шучĕпе, пĕр хулана тепринпе çыхăнтарни кăна çителĕксĕр. Çак инфратытăмăн территорисен аталанăвне вăй памалла – вĕсем регионсенчи сетьсене аталантарма пулăшмалла.

Н.КОНОВАЛОВ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика