Чăтса ирттернĕ йывăрлăхсем куç умĕнчех

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хушăвĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ.

gJdOn1AGxas«Хÿтĕлев чиккине тунă чухне асатте-асаннесем, кукаçи-кукамайсем паттăрлăх кăтартнă, йывăрлăхсене парăнмасăр çĕнтерÿшĕн вăй-халне шеллемен. Халăх пурнăçĕн çак тапхăрне нихăçан та манмалла мар, ăна пирĕн те, килес ăрăвăн та асра тытмалла. Хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă кашни çыннăн ятне астуса тăмалла», — çак сăмахсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Сăр чиккин строительстви пирки астăвăма упрама чĕнсе каланă.

Вăхăт хăйĕн еккипех чупать. Унтанпа сахал мар çул иртнĕ. Шел пулин те, çак ĕçе хутшăннă çынсене курнисен йышĕ çултан-çул чакса пырать. Вĕсен шутĕнче Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакан Велия Кирилловна Кириллова та пур. Велия Кирилловна 1929 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ачалăх çулĕсем унăн çăмăл пулман.

— Хам пурнăçра телей кураймарăм. Эпĕ пĕчĕккĕ чухне пирĕн çемье урамра тăрса юлнă. Пуян тесе пирĕн пÿрте тытса илнĕ, Арапуç ялне турттарса кайнă. Мунчара пурăнаттăмăр. Çемьере 9 ачаччĕ, иккĕшĕ пĕчĕклех вилчĕç. Пурте пĕрле ăшăнса выр­таттăмăр. Пылчăкпа улăмран кирпĕчсем çăрса пÿрт турăмăр. Тимĕр кăмакапа хутса ăшăнса пурăнаттăмăр, вăл та пулса çурăлса кайрĕ. Сивĕччĕ, çимелли çукчĕ, пÿрнеске пек вутта тем чухлĕ çунтарсан та ăшă марч­чĕ. Путмар çинче çывăраттăмăр, витĕнсе выртмалли те çукчĕ. Крахмал пуçтарма çÿреттĕмĕр. Лаша кăшкарĕ пуçтараттăмăр. Тимккара /Çĕнĕ Мăнтăрсем пĕлеççĕ\ лаша кăшкарĕ те юлмарĕ. Пĕр­рехинче лаша кăшкарне вăрлама кайсан вăрăм шалчапа хĕнерĕç. 1940 çулта, Гена шăллăм çуралсан, икĕ эрнери ачана аслă ачисемпе пăрахса хăварса аттепе анне Вăрмар, Чупай, Патти ялĕсем патĕнчи чугун çула тунă çĕре çĕр чавма каятчĕç. Атте питĕ вăйлă çын пулнă. 300 кг таякан рельсăсене пĕч­ченех çĕклесе хума пултарнă. Вĕсене унта ĕçленĕшĕн кунне кашни çынна 1 буханка çăкăр панă. Вĕсем иккĕшĕ пĕр буханкине çинĕ, теприне вара пире валли, ачисене валли, илсе килетчĕç. Килсессĕнех анне шыв вĕретме кĕртетчĕ те çав çăкăра тураса хурана яратчĕ. Çăкăр яшки теттĕмĕрччĕ, питĕ тутлăччĕ вăл. Çăкăр яшки пĕçерсе пар-ха тесе анне хыççăн çÿреттĕмĕрччĕ. 8 çулта чухнех çитĕн­нĕ çынсемпе тан утă çулма çÿренĕ, капан тăрланă çĕрте çÿлте тăраттăмччĕ. Ялти ытти ачасемпе пĕрле тырă вырма çÿренĕ, авăн çапса тырă сăвăрнă, анне вырăнне арман авăртма çÿренĕ. Хĕве икĕ çăмах чикеттĕмĕр те ĕçе чупаттăмăр.

Велия Кирилловна вăрçă çулĕсене аса илсен акă мĕн каласа пачĕ: «Анне окоп чавма каятчĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăр ачасем, килте юлаттăмăр. Пире валли яшка пĕçерсе хăваратчĕ. Унта кашни ачи валли пĕрер çăмах. Яшкине çакăн пек пĕçернĕ: шыв вĕреме кĕрсен çăнăхпа тĕрлĕ курăксенчен çăрнă çăмахсем янă. Çăмаха ирхинех çисе ярсан кунĕпе выçă ларатăн, çавăнпа та кашни хăйĕн çăмахне кунĕпе çимелĕх пайланă. Тăраниччен çăкăр çиеймен, анчах нихăш ачи те ÿпкелешмен, пĕчĕккисене пă­хнă, ашшĕ-амăшĕ хушнă ĕçсене пурнăçланă. Анне вырăнне окоп чавнă çĕре Лида аппа та каятчĕ /1927 çулта çуралнăскер, халĕ Шупашкар хулинче пурăнать\. Эпĕ хам кайса курман, çамрăк­рах пулнă». Çĕнĕ Мăнтăр çыннисем окоп чавма Сава чинки текен сăртлă вырăна кайнă. Çав вырăнтан Чупай, Çĕнĕ Мăнтăр, Патти, Кĕçĕн Чак ялĕсем ал тупанĕ çинчи пек курăннă. Хăрушă вăрçă кунта çитес пулсан салтаксем валли тĕреклĕ, йĕри-тавра сăнама лайăх, пулеметпа пеме меллĕ вырăн пулнă. Çавăнпах пуль ĕнтĕ çав вырăнта çĕрпÿрт /землянка\ чавтарнă. Кирлĕ тарăнăшне чавсан арçынсем çĕрпÿрте йывăçран купаласа тунă. Тăватă енчен анса хăпармалли картлашкасем, шалта салтаксем валли выртса тăмалли нарсем те пулнă. Телее, çак çĕрпÿрт кирлĕ пулса тухман. Венера аппа /Велия Кирилловнăна ялта çапла чĕнеççĕ\ малалла аса илет: «Аннерен ыйтсан та çав вырăн пирки каласа памастчĕ, ун пирки калаçма юрамасть тетчĕ çеç. Вăрçă хыççăн пĕренисене турттарса пĕтерчĕç те çĕрпÿрт вырăнĕ пĕчĕк кÿлĕ пек тăрса юлчĕ. Вăрмантан ача урапипе йывăç турттарнă чухне унта юлташсемпе шыва та кĕрсе курнă. Тĕпĕнче пылчăкчĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çав вырăна бульдозерпа тĕксе хупласа хунă та тепĕр çулхинех çĕре сухаланă. Халь унта ним палли те çук».

Велия Кирилловна çине пăхсан 92 çул тултарнă тесе калас та килмест. Ăс-тăнĕ çирĕп-ха, пĕчченех пурăнать, йĕркеллех çÿрет, кĕпе-йĕмне те хăйех çуса тăхăнса пурăнать. Хĕлле кĕреçе тытса юр тасатма тухать. Çулла вара пахчара кăштăртатса ĕçлесе çÿрет. Пурне те тĕпĕ-йĕрĕпе астă­вать, хăйĕн çинчен вара ĕнер кăна пулса иртнĕ пек каласа парать.

— 1947 çулта вăрçăран пĕртăванăм Борис килчĕ. Вăл вăрçăра виçĕ хут аманнă, Кенигсберг хулинче службăра тăнă, çĕршывра пурнăç майлашмасăр та вĕсене киле яман. Çав çулах Анфис аппа /1927 çулта çуралнăскер\ вилчĕ. Курпунлăччĕ вăл, малтан та хыçалтан та. Чупай, Патти вăрманĕсене вутă-шанкă турттарма каяттăмăр. Стурлук /вăрман пăхса тăракан\ вĕренсене пуртăпа касса пĕтеретчĕ, çунашкасене, ача ураписене тытса илетчĕ, — куççуль витĕр аса илет Велия Кирилловна вăрçă хыççăнхи çулсене.

— Караганда хулине ĕçлеме тухса кайрăм. Çĕнĕ пÿрт тума киле 150 тенкĕ укçа ярса патăм. Ун чухне вăл питĕ пысăк укçаччĕ. Яла таврăнсан Вăрмарта СМУра ĕçлерĕм, Хисеп хăми çинче манăн сăн ÿкерчĕк чылай çул çакăнса тăнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçленĕ, йывăр пулсан та чăтнă. Килте суккăр анне пĕчченех те, ĕçлеме пăрахма тиврĕ. Курмаллине куртăм ĕнтĕ, тÿсмеллине тÿсрĕм. Эпир тÿснине текех никам та ан куртăрччĕ, — сăмахне вĕçлет Венера аппа.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Венера аппа хăй патне телевиденинчен те, радио ĕçченĕсем те килсе кайнине каласа пачĕ. Аслă Чак ял тăрăхĕн ĕçченĕсем парнеленĕ тутăра çыхса сăн ÿкерĕнме хаваспах килĕшрĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче чăтса ирттернĕ йывăрлăхсем куç умĕнчех тăраççĕ пулин те Велия Кирилловна çынлăха çухатман, пурнăçа юратса хаклама вĕренсе çитнĕ.

М.КРЫЛОВА. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕ.

В.ХРИСТОФОРОВА

Чавма тухнă хĕрсем окопсем

Кÿршĕри кинемей асăмра,

Хăй халь çуккă пулсан та çумра.

Хăлхарах-ха вăл мĕн калани,

Вăрçăна чунтанах ылханни.

Пит асаплă та тертлĕ кунсем

Чĕринчен тухайман çав вĕсем —

Уй-хирте сÿлтен янă ĕçсем,

Уйрăмах окопсем чавнисем.

Ун чухне пĕве кĕнĕ хĕре

Кайма тивнĕ юр витнĕ хире.

Таврара шартлатать шартлама,

Алăра йывăр лум — таккама.

Çук, каймасть шăннă çĕр, парăнмасть,

Çамрăк хĕр те пуçне-çке усмасть.

Кам çĕнтернĕ кунта? Кам — кама?

Пĕлме çук-çке малтан, калама.

Парăнать çĕр, çапах парăнать,

Вăйне мар-çке, чунне çын парать.

Чунпала çын мала ăнтăлсан

Çĕр çеç мар, парăнтармĕ тăшман.

Вăл çапла пуласса ĕненсех

Чавма тухнă хĕрсем окопсем.

Чавса илнĕ кашни кĕреçе

Пĕтерме пулăшать нимĕçе.

Шел пулин те, часах çак пулман,

Анчах пĕтнĕ, пăчланнă тăшман.

Çулсем хыççăн çуталнă тÿпе —

Чăваш хĕрĕн кунта пур тÿпи.

Тупах ялĕ.

«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика