Йышпа эпир вăйлă, пур ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçласси» 7 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыракан программăпа, урăхла каласан пуçарулăх бюджечĕпе килĕшÿллĕн вырăнта пурăнакан халăх харпăр хăйне тахçантанпах кăсăклантаракан тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама пултарчĕ тата малалла та пултарать.
Пуçарулăх бюджечĕпе Кĕлкеш ял тăрăхĕнче еплерех ĕçлесе пынипе кăсăкланса ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Олег Степанович Кузьминпа тĕл пулса калаçрăм. «Пуçарулăх бюджечĕ пурнăçа кĕрсе пыни ял тăрăхĕсенче чылай ĕçсем тума май пачĕ. Вăл ялта пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен ял çыннисемпе канашласа пĕр шухăшлă пулса проект хатĕрлессипе ĕçлеме тытăнмалла. Ăна вара палăртнă вăхăтра ĕлкĕрмелле, тĕрлĕ хут ĕçĕсене ял тăрăхĕ хăй çине илет те ĕç-пуç малалла каять. Пурнăçламалли ĕçсен укçин 20 процентне малтан халăхран пуçтармалла. Çак ĕçе малтанах вырăнти хăш-пĕр çынсем йывăррăн йышăнчĕç, каярахпа уссине туйса илсен, хăйсен пуçарулăхне палăртса ял тăрăх админиистрацине килме тытăнчĕç. Эпир пуçарулăх бюджечĕпе 2018 çултанпах ĕçлетпĕр. Кĕлкешри Николаев урамĕнче 100 пин тенкĕлĕх çул турăмăр. Унтан ялти Г.Ямуков хресчен /фермер\ пуçарулăхĕпе Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалласа Кĕлкеш ялне пырса кĕнĕ çĕрте палăк ÿссе ларчĕ. Вăл 501 пин те 111 тенкĕлĕх кайса ларчĕ. Геннадий Николаевич унăн 20 процентне хăй тÿлерĕ. Сăмах май каласан, Г.Ямуковăн пархатарлă ĕçĕ куç умĕнче, вăл ял тăрăхĕшĕн нумай курăмлă ĕçсем туса ирттерет. Вырăнта пурăнакан халăха ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет, тĕрлĕрен спонсорла пулăшу та кÿрет. «Дети войны и ветераны тыла» монумент та вăл тăрăшнипех Çĕнтерÿ палăкĕ çумĕнче вырăн тупрĕ.
2019 çулта ял халăхĕ ку тĕнчерен ĕмĕрлĕхех куçнă вырăнта - масар çинче — кĕрсе тухкалама пÿрт лартас тесе кăмăл турĕ. Ку çурта маларах Çитмĕш ялĕнчи масар çинче турăмăр. Вăл 138 пин те 500 тенкĕлĕх пулчĕ. Чĕкетупа Çитмĕш ялĕсенче пурăнакансем хăйсем укçа пуçтарса масар çинче часавай та туса лартрĕç. Кунта ялти хастарсем Ю.Кузьминапа Е. Краснова пуçарулăхне палăртса хăвармалла.
Кĕлкешри Николаев урамĕнчи çула 2019 çулта 168 пине яхăнлăх малалла сартăмăр. Çак укçан 20 процентне пурне те ял халăхĕ пуçтарнă. Кунта çакна та палăртса хăварни вырăнлă: ку ĕçре А.Козеровапа И.Алексеева ытларах пуçарулăх кăтартса йĕркелесе пычĕç.
Ял тăрăхĕсенчи ялсенче нихăçан та ĕç вĕçленмест – пĕрин хыççăн тепри тупăнсах тăрать. Ялсенчи урамсенче тата масарсем çинче пĕтĕмпе пурĕ хупă 13 контейнер лартма площадкăсем турăмăр. Вĕсемпе пĕтĕмпе 203 пин те 948 тенкĕ тăкакларăмăр.
2020 çулта Кĕлкеш ялĕнчи икĕ масар çинче /пĕри Янсит ялĕн масарĕ/ çурт илсе килсе лартрăмăр. Вĕсем 298 пин тенкĕлĕх пулчĕç /20 процентне халăх тÿленĕ/. Куншăн ял çыннисем кăмăллă пулнине палăртрĕç. Çавăн пекех Çитмĕш ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене халалласа лартнă палăк кивелсе начарланнине кура унпа юнашар çĕнĕ палăк лартрăмăр. Вăл Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа та ял çыннисемшĕн парне пекех пулчĕ темелле. Çапла пулмасăр, палăк умне çитсен кашниех хăйсен çывăх çыннисен е тăванĕсен ячĕсене тупса вулама пултараççĕ-çке. Кунта 91 пин те 530 тенкĕ тăкакларăмăр. Тупах ялĕнчи К.Маркс урамĕнче пĕр тараса чавнă, ку ĕçе ялти хастар /ятне темшĕн палăртасшăн пулмарĕ\ спонсорла пулăшу парса пулăшрĕ, тавах ăна.
2021 çулта та пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлесси малалла пырать, тĕллевсем пысăк. Çитмĕш ялĕнче клуб çурчĕ те кивелсе юрăхсăра тухнă темелле. Унта кĕрсе тухма та кăмăллă мар. Ялта тĕрлĕ мероприяти ирттерес пулсан та вырăн çук тесен те тĕрĕсех. Суйлав ирттерме те майлă вырăн шыратпăр. Çавна кура ял çыннисемпе канашласа пурте пĕр шухăшлă пулса çĕнĕ клуб çурчĕ тума тесе килĕшсе татăлтăмăр, проект туса программăна кĕрсе юлтăмăр, ĕç малалла каясса шансах тăратпăр. Малтанлăха палăртнă тăрăх клуб туса лартас ĕç 1 млн та 500 пин тенкĕлĕх пулать.
Çавăн пекех кăçал Кĕлкеш ялĕнчи Николаев урамĕнче 200 пинлĕх, Кĕлкешри Орловсен урамĕнче — 200 пинлĕх, Тупах ялĕнчи К.Маркс урамĕнче 300 пин тенкĕлĕх çул сармалла. Ĕçĕсем нумай, пурте вырăнти халăх кăмăлне туллин тивĕçтерессишĕн пулса пыраççĕ. Ку енĕпе республикăна, хамăр района ертсе пыракансем те нумай пулăшу кÿреççĕ, хамăр та тăрăшатпăр ĕнтĕ. Халăхпа пĕрле эпир вăйлă, пур ĕçе те пурнăçлама пултаратпăр», - терĕ Олег Степанович кăмăллăн.
Мĕн шухăшлани, тĕллевсем пурнăçланччăрах.
«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.Михайлова, кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.