Тылри паттăр халăхăн ĕçĕ манăçми
Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа 76 çитрĕ пулин те ылханлă та хăрушă вăхăтсем нихăçан та асран тухас çук. Ахальтен каламан ĕнтĕ: «Никама та манман, нимĕн те манăçман», – тесе. Фронтра салтаксене тăшмана хирĕç çапăçма тыл ĕçченĕсем те тĕрлĕ енлĕ пулăшнă. Хальхи ăру çыннисен тылри паттăр халăхăн ĕçне манăçа кăларас марччĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче çанталăкĕ те совет халăхĕ майлă пулнă темелле, мĕншĕн тесен 30-40 градус сивĕ тăнă. Пирĕн çĕршывăн паттăр халăхне шартлама сивĕ те хăратайман. Нимĕçсем вара çак сивĕрен темрен хăранă пекех хăранă.
Чăваш Ен территорийĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма хутшăннă çынсен йышĕ халĕ пирĕн хушăра сахаллансах пырать. Вĕсен шутĕнче - Кивĕ Вĕренерте пурăнакан Лидия Ивановна Яковлева. «Шартлама сивĕре окоп чавма тивнĕ те ĕнтĕ çынсене. Çие тăхăнмалли те начар пулнă, урисенче çăпата, çапах та окоп чавма пĕр сăмахсăрах тухса утнă, пытанса юлакансем пулман», - çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Кивĕ Вĕренерте пурăнакан Лидия Ивановна Яковлева вăрçă кунĕсене аса илнĕ май. Вăл 1924 çулта çуралнă. Вăрçă пуçланнă çул 17 çулхи хĕр – вăл вăхăтра вăйпитти шутланнă. Амăшĕ Иульяна Егоровна, ашшĕ - Иван Кондратьевич Блинов. 6 ача çитĕннĕ вĕсен çемйинче. Лидия Ивановна çемьере чи асли пулнă. Вăрçă пуçлансан ашшĕ вăрçа тухса кайнă. «Пуçланчĕ вара ахăр самана – сивĕ, выçлăх... Юрать-ха, пирĕн килте ĕне пулнă, выçăпа асапланасран хăтарчĕ. Кÿршĕсен ĕни те çукчĕ, пахчара темшĕн нимех те ÿсмен вĕсен, яшка пĕçерме хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çулçине те пирĕн анне паратчĕ. Çуллахи вăхăтра кăшкар утине те тупса çиме çукчĕ. Те октябрь уйăхĕнче пулчĕ, пире окоп чавма Аслă Чак ялĕ çывăхне илсе кайрĕç. Хваттере ячĕç - Артем ятлăччĕ хуçи. Тăваттăнтан пурăнтăмăр вĕсем патĕнче. Шартлама сивĕ пулнăран çăпата тăхăниччен малтан урана пăру тирĕпе авăрлаттăмăр, самайччĕ. Çăм алсиш лум тытса наччасрах çăтăлса тухатчĕ. Шăннă çĕре нимĕнпе те катма çукчĕ. Пĕррехинче таçтан сирпĕтекен япала – аманал терĕç - илсе килчĕç те питĕ вăйлă сирпĕтсе пысăк шăтăк алтса хучĕç. Уншăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр, хамăра панă норма тулчĕ вара. Апатне те ĕçленĕ вырăнтах çитеретчĕç, шăнса хытса ларатчĕ, пурпĕрех никам та пĕр сас-хура та кăларман, пуçа чикнĕ те ĕçленĕ. Каярахпа вăрман касма ячĕç. Кунта та нимĕн те лайăххине курман, асапĕ çеç пулнă. Вăрçă нуши вăл кашни çынна пырса тивнĕ. Хăш-пĕрисем, выçăпа та сивĕпе аптăраса çитнисем, йăвана-йăвана каятчĕç. Анчах никам та нăйкăшман, тăнă та ĕçленĕ. Эпир тăшмана хирĕç çапла çапăçнă вăл вăхăтра. Тавах Турра, пурнăçĕ халĕ питĕ лайăх, анчах çулĕсем ватлăх еннелле шурĕç ĕнтĕ...», - терĕ иртнине аса илсе хисеплĕ ветеран. Тылри йывăр пурнăç пирки аса илнĕ чухне унăн куçĕсем шывланчĕç. Каярахпа Лидия Ивановна конюхра ĕçленĕ. Унтан бригадăра ĕçлеме тивнĕ, ферма заведующийĕ те пулнă, сысна та пăхнă. Ялти Василий Степанович Яковлева качча тухса ача-пăчаллă та пулнă. 6 ача çитĕннĕ Яковлевсен – Галина, Володя, Валентина, Юрий, Надежда, Людмила. Пурте пурнăç çулĕ çине тухса хăйсен вырăнĕсене тупнă ĕнтĕ, ятлă-сумлă çынсем. Амăшне пĕр кун та пĕччен хăвармаççĕ, пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхни сисĕнет вĕсен килне кĕрсен. Халĕ Лидия Ивановнан 11 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук. Савăнать вĕсемпе. Туслă та пысăк çемье тăван киле пуçтарăнсан чунĕ çав тери савăннине пĕлтерет ветеран.
Пархатарлă ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр астăвăмра упранĕ
Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма хутшăннă çынсен асаилĕвĕн историйĕ çав тери пуян, мĕншĕн тесен вăл чăваш халăхĕн паттăрлăхĕ, вĕсен пархатарлă ĕçĕ. Пирĕн вара ăна манăçа хăвармалла мар, хальхи çамрăк ăрăва пĕлтерсе вĕсенче патриотизм туйăмне çуратмалла. Вăл вăхăтри çынсен пархатарлă ĕçĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче упранĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçă нушине Тупах ялĕнче пурăнакансем те сахал мар астивнĕ. Чылайăшĕ республикăри, хамăр районти ытти çынсемпе пĕрле кар тăрса вăл вăхăтри хаяр сивĕне пула витĕр шăннă çĕре чавса окопсем тунă çĕре хутшăннă. Фашистсем вăрçăн малтанхи кунĕсенче питĕ хăвăрт Мускав еннелле çитме пуçланăран пирĕн тăрăхах çитеççĕ тесе шутласа, вĕсен çулне мĕнле те пулин пÿлес тĕллевпе окопсем чавма кĕреçе тытма пултаракан ялти çынсене мобилизациленĕ. Çак вăхăтри пурнăçа эпир халĕ ялти аслă çулсенче пурăнакансем каласа панипе кăна пĕлетпĕр. Çак пурнăç пирки пире Тупах ялĕнче пурăнакан Зоя Тимофеевна Тимофеева каласа пама килĕшрĕ: «Эпĕ Тупах ялĕнче 1927 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче кун çути курнă. Анне – Александра Павлова, атте – Тимофей Павлов. Йышлă çемьере çитĕннĕ. Вăрçă тухнине пĕлсен ялти пĕтĕм çын пăлханса кайнине паянхи пекех астăватăп. Арçынсем пĕрин хыççăн тепри вăрçа тухса кайма тытăнчĕç. Çул çитнĕ çамрăк каччăсене те хăвармарĕç. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче пирĕн аттен те вăрçа кайма черет çитрĕ. «Ачасене йĕркеллĕ çитĕнтер», – терĕ вăл аннене. Пире вара: «Аннÿне итлĕр, мана манса ан кайăр»,- тесе тухса кайрĕ атте вăрçа. Хăйĕн куçĕсем шывланчĕç пулин те, пĕр çаврăм салтак юрри юрласа хăварчĕ. Çапла ялтан вăйпитти арçынсемпе каччăсем вăрçа тухса кайса пĕтрĕç. Пĕтĕм йывăрлăх хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем çине куçрĕ. Аннене окоп чавма кайма чĕнме пуçларĕç. Эпĕ вăл вăхăтра шкулта 7 класра вĕренеттĕмччĕ. Пирĕн яла вăл вăхăтра Çитмĕш, Кĕлкеш ачисем вĕренме килетчĕç. Туслăччĕ эпир вĕсемпе. Пире ун чухне вăрçă нуши пĕр çĕре пуçтарчĕ темелле. Камăн çимелли мĕн пур – çурмалла пайланă. Никам та куштанласа ларнине курман. Пурнăç йывăррине кура шкулта вĕренме пăрахрăм та, кунтах техничка ĕçне тытăнтăм. Ачалăхран тухса çитĕннĕ çыннăн пурнăç тути-масине туйма пуçларăм. Анне Мăнтăр ялĕ çывăхĕнче окоп чавакан çĕре каятчĕ, каçхине хăш-пĕр чухне киле килетчĕ, тепĕр чухне унтах юлатчĕ. Киле килсен хăйсем мĕнле асаплă çĕр чавнине куççуль витĕр каласа паратчĕ. Уринче те çĕтĕк çăпата пулнăскер витĕр шăннине калатчĕ. Шăн çĕре лумпа та, пуртăпа та таккаса чавнă вĕсем. Питĕ хĕрхенеттĕмччĕ, анчах ним тума та çук – вăрçă. Шкулта ĕçленĕ хушăрах пире пĕр бригада пуçтарчĕç те Куславкка районĕнчи Муркар ялĕ çывăхне шоссе тума илсе кайрĕç. Унта та питĕ тертлĕччĕ. Вăрçă çулĕсенче пÿрте хутса ăшăтма вутă та çукчĕ, çĕрле вăрмана çапă вăрлама каяттăмр, уншăн та тытсан штрафлаччĕç. Уя çĕрĕк паранкă пуçтарма кайсан пус хуралçи хăвалатчĕ. Хальхи пурнăç пирки ун чухне ĕмĕтленме те пултарайман.
1945 çулта август уйăхĕнче атте вăрçăран таврăнчĕ. Анчах та вăл хулпуççинчен аманнăччĕ. Малтанах йывăр ĕçсене тăваймастчĕ. Каярахпа эпĕ ялти бригадăра ĕçлеме тытăнтăм, унтан фермăна куçрăм. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта ĕçлерĕм: ĕне сăвакан та, сурăх, сысна пăхакан та пултăм. Тавах ачасене - пăхаççĕ. Эпĕ килте халĕ ывăлăн Колян çемйипе пурăнатăп. Кинпе иккĕшĕ пĕчĕк ачана пăхнă пекех маншăн тăрăшаççĕ. Мана урăх мĕн кирлĕ пурнăçра. Тек никам та вăрçă нушине ан куртăр», - тет Зоя Тимофеевна.
«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ И.ДАНИЛОВА, кăларăма А.Николаева хатĕрленĕ.