Пуçарулăх бюджечĕн пулăшăвĕ курăмлă
«Çĕршывра, республикăра, çав шутра пирĕн районта та вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕрен программăсем ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи 7 номерлĕ «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен» Указĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен» калакан 2017 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи 71 номерлĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнче конкурс иртсе районта 2021 çулта 32 проект пурнăçа кĕртмелле. Пĕтĕмĕшле вĕсен хакĕ 9836574,62 тенкĕ. Районти 16 поселенинчен кăçал Вăрмар хула, Энтрияль, Кавал ял тăрăхĕсем хутшăнмаççĕ.
Конкурс ирттерсе ĕç тăвакансене палăртнă хыççăн проектсен хакĕ 7896601,01 тенке кайса ларнă. Тĕрлĕ сăлтавсене пула 9 проектпа подрядчиксене палăртайман, мĕншĕн тесен торгине хутшăнас текенсем заявка паман.
Хальхи вăхăтра 32 проектран пуçарулăх бюджечĕпе 7 проект 1038021,4 тенкĕлĕх пурнăçа кĕнĕ», - тесе пĕлтерчĕ райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - строительствăпа çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Н.Иванова.
Çÿлерех палăртнă программăсемпе килĕшÿллĕн Чупай ял тăрăхĕнче 2017 çултанпах ĕçлеççĕ. Пуçарулăх бюджечĕпе кунта паянхи кунчченех ĕçсем пыраççĕ. «Ял тăрăхĕн бюджетĕнче укçа-тенкĕ сахаллине кура ял халăхĕпе пĕрле пĕр чĕлхе тупса пуçарулăх бюджечĕпе усă курса нумай ĕçсем тума май пулчĕ. Малтанах ку ĕçе пуçарса яма йывăртарах пулчĕ, мĕншĕн тесен пуçарулăх бюджечĕ мĕне пĕлтернине çынсем ăнлансах каймарĕç. Вырăнта пурăнакансемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçнă хыççăн, вĕсем ăнланса, малтанлăха йывăррăн пулсан та çак ĕçе хутшăнма хирĕç пулмарĕç. Çапла майпа чи малтанах, 2017 çулта Чупайри культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнчи чÿречесене çĕннисемпе улăштартăмăр, кĕнĕ çĕрти площадкăна тĕпренех çĕнетме май килчĕ. Ку ĕçре 256263 тенкĕ тăкакланă. Культура çурчĕ ялти халăха пĕр çĕре пуçтаракан вырăн. Çавăнпа та унта хăтлăх кĕртни пурне те кăмăла кайнине туйрăмăр. Çакăнтан пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлесси вырăнтан тапранчĕ темелле. Халăх çине тăнипех 2018 çулта ялти Зарубин урамĕнче автомашинăсем çÿрекен çул çинче 1378230 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, 20 процентне çынсем пуçтарса панă. 2019 çулта ял тăрăхĕсенчи урамсене хытă каяшсене пуçтармалли контейнерсене вырнаçтармалли 17 площадка туса лартрăмăр, вĕсенчен 6-шне карта тытса çавăрнă. 2020 çулта Патти ялĕнче ачасем вылямалли ятарлă вырăн туса лартма май килчĕ. Унта 465233 тенкĕ тăкакланă, 20 проценчĕ - халăхран. Çак çулах Чупай ялĕнчи Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене халалласа лартнă палăка 521000 тенкĕлĕх йĕркене кĕртрĕмĕр. Кунта та çынсем пулăшмасăр пулмарĕ. Патти ялĕнчи клуба 572109 тенкĕлĕх юсарăмăр, Чупайĕнчи Линга урамĕнче çăлкуç патне каякан çула тимĕртен ăсталанă картлашкасем туса хунă. Çак ĕçсенче пуринче те çынсем хăйсен активлăхне кăтартрĕç. Çапла пулмасăр, хамăр пурăнакан вырăн хăтлă та илемлĕ пулни пурне те савăнтарать. Яла килекен хăнасем те çак илемлĕхе тÿрех кураççĕ. Пуçарулăх бюджечĕпе ĕçлесси кăçал та малалла пырать», - тесе пĕлтерчĕ ял тăрăхĕнче нумай çул вăй хуракан тĕп специалист-эксперт Нина Витальевна Семенова.
Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Николаевич Иванов. Вăл иртнĕ суйлавра суйланнă çĕнĕ пуçлăх. Ачалăхĕ унăн тăван Чупай ялĕнче иртнĕ. Кунти çăл шывне ĕçсе çитĕннĕ, ялти кашни кĕтесĕ, çыннисем - пурте уншăн çывăх. Унпа калаçнă май ăна тăван кил, тăван ял хăй патне туртни сисĕнет. Çĕршывăн тĕрлĕ вырăнĕсенче яваплă çĕрте ĕçленĕскере тăван ен хăй патне туртни вăл чăннипех те çуралнă вырăншăн хыпса çуннине пĕлтерет те пулĕ. Унăн тĕллевĕсем пысăк. 2021 çулта Чупай ял тăрăхĕнче виçĕ кĕпере тĕпренех çĕнетесси пирки сăмах тапратрĕ. Пĕр кĕперĕ Чупай ялĕнчи К.Маркс урамĕнчи çырма урлă каçма, тепри Патти ялĕнчи çăлкуç патĕнчи кĕпер. Ку кĕпер Патти разъездне çуран çÿрекенсем валли те меллĕ пулать. Масар çулĕ çинчи кĕпере те çĕннипе улăштараççĕ. Кунта ку таранччен мĕнле ĕçсем тунине вырăна кайсах куртăмăр. Фундаменчĕсене ярса хунă. Тимĕр каркасĕсене илсе килсе вырнаçтарассине хăвăртлатас ĕçпе чупаççĕ. Ку ĕçсем валли пĕтĕмпе 794270 тенкĕ укçа уйăрнă. «Укçа-тенкĕсĕр пĕр ĕç те пулмасть. Юрать-ха, пуçарулăх бюджечĕ чылай ĕçсене пурнăçлама курăмлă пулăшу парать. Ĕçе тытăниччен малтан пуçарулăх ушкăнне йĕркелемелле. Бюджетра укçа пулсан ĕçе тытăнма пулатех. Ял тăрăхĕн аталанăвĕшĕн пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçлекен çынсене пысăк тав калас килет. Уйрăмах Алексей Васильевич Тимофеевпа Сергей Николаевич Павлова. Вĕсем иккĕшĕ те хамăр ял çыннисем, ялшăн çав тери тăрăшаççĕ. Вĕсен ыркăмăллăхне каласа та пĕтерес çук. Укçан та парса пулăшаççĕ, çынсене те ĕçлеме явăçтараççĕ. Хуть те мĕнле сăлтавсемпе вĕсем патне пырсан та яланах кăмăлпа йышăнаççĕ, тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Малалла та пĕр-пĕрне ăнланса, граждансен ыйтăвĕсене шута илсе, туслăн ĕçлессе шансах тăратăп », - тет Николай Николаевич хавхалануллăн.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче палăртнă ĕçсене пурнăçлама пуçарулăх бюджечĕ курăмлă пулăшни палăрать, апла пулсан малашне те ăнăçлă ĕçлемелле пултăр.
«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.Михайлова, кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.