Пуçарулăх бюджечĕ ялсене аталанма май парать

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 30-мĕшĕнчи 7 номерлĕ «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктура аталанă­вĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен» калакан 2017 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнчи 71 номерлĕ Пос­тановленийĕпе килĕшÿллĕн 2020 çулхи ноябрь уйăхĕнче конкурс иртнĕ, унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн районта кăçал пĕтĕмпе 32 проект пурнăçламалла. Пĕтĕмĕшле проектсен хакĕ 9888836574,62 тенкĕ. Районти ял тăрăхĕсем, Вăрмар хула, Энтрияль тата Кавал поселенийĕсемсĕр пуçне, пурте пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнаççĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинче кăçал чи нумай проект пурнăçлакансен йышĕнче Пысăк Енккасси ял тăрăхĕ. Пуçарулăх бюджечĕ çинче никĕсленнĕ 4 проекта пурнăçа кĕртмелле кунта.

T3N9lhuEBiYТĕплĕнрех еплерех ĕçсем пурнăçласси пирки кăсăкланса Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Любовь Алексеевна АЛЕКСАНДРОВĂПА çыхăнтăмăр. Вăл пире хатĕр проектсемпе паллаштарчĕ.

«Паллах ял тăрăхĕн территорийĕнче чи кирлĕ ĕçсене тытăниччен ял халăхĕпе пĕрле сÿтсе яврăмăр. Пĕрре­мĕш проектпа килĕшÿллĕн Пысăк Енккасси, Карăкçырми, Саруй ялĕсенче йăлари хытă каяшсене вырнаçтармалли икшер контейнер лартма­лăх площадăксем выр­наç­тармалла. Пĕтĕ­мĕшле про­ект хакĕ 53424 тенкĕ, халăхран 2 671 тенкине пуçтарнă. Ял тăрăхĕн бюджетĕнчен 18699 тенкĕ уйăрнă. Ку ĕçе сентябрĕн 1-мĕшĕччен ту­са ĕлкĕрмелле. Контейнер площадкисене Энĕшпуçĕнчи «Иванов В.О» уйрăм çын предпринимателе тума шаннă.

Иккĕмĕшĕ Пысăк Енккассипе Карăкçырми ялĕсен­чи масар территорийĕнче тимĕр­тен тунă пÿрт выр­наçтарасси. Ку ĕçе Çимĕк­ченех пурнăçласа ĕлкĕрнĕ /ÿкерчĕк çинче/. Масар çине çын вилсен пытарма килекенсене кĕрсе тухма, тĕр­лĕ хатĕр-хĕтĕр хума кирлĕ ку пÿрт. Шалта 3 ларкăч, пĕр сĕтел, турăш пур /ÿкер­чĕк çинче/. Проект ха­кĕ 131000 тенкĕ, халăхран 26200 тенкĕ пуçтарнă, вырăнти бюджет­ран 26200 тенкĕ уйăрнă. Рес­публика бюджетĕнчен 78600 тенкĕ куçарнă. Масар пÿртĕн­чи ларкăчсемпе сĕтеле шăпах проектран юлнă укçапа туянса лартнă.

Виççĕмĕш проекчĕ Саруй ялĕнчи масар çулне юсассипе çыхăннă. Проект хакĕ малтанах 209839 тенкĕпе танлашнă, аукцион хыççăн — 187806 тенкĕлĕх пулнă. Ял çыннисем 37561 тенкĕ пуçтарса панă, вырăнти бюджетран 37561 тенкĕ, респуб­лика бюджетĕнчен 112684 тенкĕ уйăрнă. Ку ĕçе Канаш районĕнчи «Макаров А.Н.» уйрăм çын предприниматель пурнăçлĕ.

63pfhFp7dUEТăваттăмĕш проектпа ки­лĕшÿллĕн Урнар ялĕнчи кĕ­пе­ре юсамалла. Проект хакĕ 98900 тенкĕ. Ку ĕçе тума ял халăхĕ 19780 пуçтарнă, вырăнти бюджетран 19780 тен­кĕ, республика бюджетĕн­чен 59340 тенкĕ уйăрнă. Пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе пулса пыракан ку ĕçе те Энĕшпуçĕнчи «Иванов В.О.» уйрăм çын предприниматель тума хатĕрленет.

Палăртнă ĕçсене пурне те август уйăхĕнче тытăнса сентябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнă.

Ял тăрăхĕнче тумалли ĕçсем нумай. 2022 çулта тата тепĕр 5 проект тума конкурса хутшăнмалли кирлĕ хутсене хатĕрлерĕмĕр, хальлĕхе вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем паллă мар-ха. Вĕсем пуçарулăх бюджечĕпе пулмĕç пулин те ял тăрăхĕн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ».

Çынсем ыйтнипе

Пуçарулăх бюджечĕн программипе ку хутĕнче Кĕлкеш ялĕнчи Орлов тата Николаев, Тупахри К.Маркс урамĕсенче пурăнакансем те усă курса çул тума шут тытнă. Электронлă площадка урлă подрядлă организацине палăртнă. Ĕçе пурнăçлакан çĕнтерÿçĕ — Куславккари «Петров Д.Ю.». Тупахри çула сарас ĕçе ял çынни Сергей Юрьевич Сурнаев пысăк пулăшу кÿнĕ, халăхран пуçтаракан укçан çуррине — 30 пин тенкĕ панă.

dorogaÇавăн пекех Кĕлкеш ял тăрăхне кĕрекен Çитмĕш ялĕнче те 25-30 çын вырнаçмалăх модульлĕ çĕнĕ клуб вырнаçтарнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 50 тăваткал метр. Çĕнĕ клуба пуçтарăнса саланакан блок-контейнерсенчен хăпартнă. Ялăн социаллă пурнăçĕпе культура аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ объекта та пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса хăпартнă. Хальхи вăхăтра тулти ĕçсем вĕçленеççĕ. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 миллион та 234 пин те 560 тенкĕ. 740 пин тенкине республика бюджетĕнчен уйăрса панă. Ял халăхĕнчен 200 пин тенкĕ пуçтармалла, хальлĕхе 80 пин тенки кăна пухăннă-ха.

• Энĕшпуç ял тăрăхĕнче 2021 çулта пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе 3 проект пурнăçлама палăртнă: «Энĕшпуçĕнчи Полевая урамра шыв валли тарасасем туса лартасси», «Энĕшпуçĕнче шыв кăларакан пăрăхсем вырнаçтарасси», «Энĕшпуçĕнче шыв тăракан вырăн туса хурасси». Муниципаллă конт­рактсем йĕркеленĕ. Ĕçсене июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçлама палăртнă.

«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.Михайлова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика