Августăн 18-мĕшĕнче, юнкун, Вăрмар районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев пулчĕ. Çавăн пекех унпа пĕрле района ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕ Н.Скворцова, ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, «Единая Россия» партин регионти обществăлла приемнăйĕн руководителĕн заместителĕ Л.Пронин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова килсе çитнĕ.
О.Николаевăн ĕçлĕ çул-çÿревĕ чи малтанах Вăрмарти «Зоренька» ача садĕнчен пуçланчĕ. Район ертÿлĕхĕ пысăк хăнана кăçал калăпăшлă юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ çак объектра кĕтсе илчĕ. Ача сачĕн заведующийĕ Марина Васильевна Петрова хăнасене ача сачĕпе паллаштарчĕ. Кунта кăçал виçĕ уйăх хушшинче нумай ĕç туса ирттернĕ. Ача сачĕн çивиттине çĕнĕрен тунă, шыв кăларакан тата шывпа, çутăпа, ăшăпа тивĕçтерекен тытăмсене, пушар сигнализацине улăштарнă, çĕнĕ чÿречесем, алăксем лартнă, крыльцасене çĕнетнĕ, косметика юсавне тунă. Вăрмар поселокĕнче 1984 çултанпа ĕçлекен «Зоренька» ача садĕнче çакăн пек калăпăшлă юсав пĕрре те пулса курман. Заведующи те, воспитательсем те пурте кăмăллă. Çитес ытларикун вĕсем ачасене кĕтсе илме хатĕр те. Марина Васильевна тепĕр çул ача сачĕн фасадне улăштарма, территорине хăтлăх кĕртме хатĕрленĕ проектпа смета документацийĕсене ырласа йышăннине пĕлтерчĕ. Апла пулсан çитес çул татах та пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланмалла. «Зоренька» ача сачĕ «2020 çулхи чи лайăх ача сачĕ» Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра çĕнтернĕ. Кăçал та Раççейри 500 ача сачĕ хушшинче «Тĕслĕхлĕ ача сачĕ - 2021» ята тивĕçнĕ. Нумай пулмасть кăна ача садне тата тепĕр савăнăçлă хыпар çитнĕ: «Зоренька» ЧР Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Ку укçа-тенкĕпе ачасем валли çĕнĕ вĕренÿ пособийĕсем, аталанмалли хатĕрсем туянма май пулĕ терĕ ача сачĕн заведующийĕ Марина Васильевна. ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев воспитательсемпе те сăмах пуçарчĕ, ачасемпе тăтăшах чăвашла калаçмаллине аса илтерчĕ. Сăмах май, ĕçлĕ çул-çÿрев тăршшĕпех актуаллă ыйтусене сÿтсе явнă май вăл хăй те йăлтах чăвашла калаçрĕ. Ача садĕнчен ĕçлĕ ушкăн Вăрмар поселокĕнчи тасатакан сооруженисем вырнаçнă территорине çул тытрĕ. Ку объектшăн «Урмарытеплосеть» МУП яваплă. Çавна май унăн ĕçĕ-хĕлĕпе предприяти директорĕ Н.Зайцев паллаштарчĕ. Ку объекта реконструкци туса укçа тăкакламалла мар тесе йышăнчĕç. Çакăнтах çĕнĕ объект тумалла тесе калаçса татăлчĕç. Олег Николаев кирлĕ хутсем хатĕрлеме хушрĕ.
Юлашкинчен ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн Аслă Чак ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă урпа уйĕнче пулса курчĕ. Кунта харăсах виçĕ комбайн мăнаçлăн кĕрлеттерсе пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри — кăçал туяннă «Полесье» çĕнĕ комбайн. Владимир Анатольевич ăна патшалăх пулăшăвĕпе усă курса туяннă. Олег Алексеевич районти ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерпа куçа-куçăн калаçнă май кăçалхи тухăçпа интересленчĕ. Хуçалăх пуçлăхĕ В.Иванов çанталăк шăрăх тăнăран, çумăр çуманран тухăç япăхрах пулнине пĕлтерчĕ. Вăтамран гектартан 23-24 центнер тухать. Юрать, кĕрхи культурăсен тухăçĕ лайăхрах. 18 çул каялла 10 гектар çĕртен фермер хуçалăхне пуçарса янă Владимир Анатольевич паянхи кун хăйех руководитель те, хăйех агроном та. Паянхи кун ытларах тĕш-тырă тухăçне ÿстерессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ вĕсем. Урпа уйĕнче мăнаçлăн кĕрлесе пыракан çĕнĕ комбайн çывхарса пынă май Республика Пуçлăхне те штурвал умне ларса пăхма сĕнчĕç. Олег Николаев хаваспах килĕшрĕ. Комбайн штурвалĕ умне ларса пĕр çаврăм турĕ вăл. «Çакăн йышши техникăпа ĕçлеме аван, кĕвĕ-юрă янăрать, шавлă мар, çăмăллăн пырать», - пысăк хак пачĕ Олег Николаев комбайна.
Хуçалăх пуçлăхĕ Республика Пуçлăхне ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене патшалăх енчен пулăшу кÿнĕшĕн тав турĕ.
Э.МИХАЙЛОВА.