Кăçал Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. 2021 çула респуб­ликăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе пĕлтернĕ. Çавна май çав çулсенче ĕçленĕ çынсен пурнăçĕпе вулакансене хаçат урлă паллаштарсах пыратпăр. Ку хутĕнче Çитмĕш ялĕнчи Валентина Васильевна Власова каласа панине пичетлетпĕр.

IMG 3501«Çын шучĕ пултăр тесе илсе кайрĕç», –

– тет Валентина Васильевна Власова вăрçă çулĕсене аса илнĕ май. Валя аппа каласа панă тăрăх, вăрçă пуçланнă çул вăл 12 çулхи хĕрача кăна пулнă. Кĕлеткипе пĕчĕк курăнманран ăна хăйĕнчен чылай çул аслăраххисемпе пĕрле Кинчер ялĕ çывăхĕнче окоп чавнă çĕре илсе кайнă. Çав вăхăтра ялта унăн ашшĕпе пĕртăван Ларион Арсентьевич Власов председательте ĕçленĕ пулнă. «Çын шучĕ кирлĕ, турткаланса ан тăр-ха, каланă çĕре ут», - тени паянхи кун та хăлхара тет Валентина Васильевна. «Анне те нимĕн те хирĕç калайман, япаласем пуçтарса çула кăларса ячĕ. Пире ялти пушарник Григорий Григорьев, эпир ăна Кăркач пичче тенĕ, виçĕ хĕре - Серафима Власовăна, Галина Ивановăна тата мана – пĕр кĕрхи кун Кинчер ялне илсе çитерчĕ те хăварчĕ. Унта çитсен акă сире лум, кĕреçе, киркка терĕç те ĕçлеме хушрĕç. Эпĕ пĕрне тытса пăхатăп, теприне... Кусемпе мĕнле ĕçлемелле-ши, йывăрăшĕпе те аванах таяççĕ. Шухăша путса тăма вăхăт çук, çын ĕçленĕ çĕрелле утрăмăр. Тин ăнлантăм хам ăçта лекнине. Юрать-ха, мана Çерафимпа Галя питĕ хĕрхенетчĕç, хăйсен çумĕнче пулма хушатчĕç, кирлĕ вăхăтра яланах пулăшатчĕç. Çынсем мана миçе çултине ыйтсан, суяттăмччĕ, 17-ре тенĕ яланах. Аттен тăванĕ, Ларик пичче çапла калама хушнă. Çавна кура та пулĕ манăн вăл вăхăтри тĕрĕс ят халĕ ниçта та палăрмасть. Шăн тăпрана катма та, йăтма та питĕ йывăрччĕ, çапах та тапаланнă, сăмсаран юн тухичченех ĕçленĕ. Окоп чавакансем шартлама сивĕне, йывăра чăтаймасăр килĕсене таратчĕç. Çавăнпа та яланах тăван килтен аякри çĕре янă ĕçлеме. Эпир Кинчерте пĕр пĕчĕк пÿрт­ре хваттерте пурăннă. Ĕçлесе килсен сивĕ çанталăк­ра çăпатасене тула хурса хă­варнă, типĕтмен. Типĕтсен вăл тепĕр кунне шарт çеç хуçăлса каятчĕ. Çакна манран аслисем пĕлнĕ, яланах япалана перекетлеме тăрăшатчĕç. Мĕн чухлĕ терт-нуша курман-ши çак сивĕре çĕр чавса, нимĕçсене мĕн чухлĕ ылханман-ши? Манпа пĕрле çĕр чавнисенчен эпĕ çеç пурăнатăп, пурте леш тĕнчене кайса пĕтрĕç. Вăрçăра пулнисем те ялта никам та çук. Çĕнтерÿ пулни 75 çул çитрĕ, окоп чавма кайни 80 çул пулчĕ пулин те вăл нихăçан та асран тухас çук. Мĕн чухлĕ куççульпе çăвăнчĕ пулĕ хура çĕр. Халĕ эпĕ 92 çула çитрĕм, нумай пулмасть «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе – 75 çул» юбилей медалĕпе чысларĕç. Çулсем иртнĕçемĕн иртни татах та тăтăшах пуçа пырса кĕрет. Çак медале пирĕн ялтан кам-кам илме пултарнине шухăшласа выртатăп вара. Шел, вĕсем пурте кайса пĕтрĕç, илеймерĕç. Юрать-ха, ватлăх кунĕсене пĕччен ирттерместĕп. Манпа пĕртăван йăмăкăн Верăн ывăлĕпе Олег­па кинĕ Елена пулман пулсан эпĕ те çак çула çитейместĕмччĕ. Тавтапуçах вĕсене – мана пĕчĕк ачана пăхнă пекех пăхаççĕ. Вĕсен ачисем маншăн хамăн мăнуксем пекех. Олег та, унăн ывăлĕ Ваня та салтакра пулнишĕн мухтанатăп. Салтакран сывă килчĕç, Тавах Турра», - тет Валентина Васильевна тăванĕсемпе савăннине пĕлтерсе.

Анна Ильиничнăпа Василий Арсентьевич Власовсен çем­­йинче кун çути курнă вăл. Вĕсем çемьере икĕ ывăл та виçĕ хĕр пулнă. Асли Ваня ятлă пулнă, тепĕр ывăлĕ - Михаил, виççĕмĕш хĕрĕ Галя, тă­ваттăмĕшĕ Валя, кĕçĕнни – Вера. Вĕсенчен халĕ Валентина Васильевна кăна пурăнать. Вăрçă çулĕнчи асаплă кунсене аса илсен тÿрех тути чĕтреме тытăнать Валя аппан. «Вăрçă пуçлансан кăшт вăхăт иртсенех яла вăрçăра вилни çинчен пĕлтерекен хутсем килме пуçларĕç. Ун чухне пирĕн аннен пуçĕнчен хура тутăр каймарĕ. Вăрçă пуçланнă çул пирĕн аслă пичче Ваня салтакра пулнă, унтанах вăл вăрçа лекрĕ. Унтан Михала вăрçа илсе кайрĕç, каярахпа - аттене. Маларах виçĕ кĕтеслĕ çырусем килсех тăратчĕç. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсем те килми пулчĕç. Чи малтан Ваня вăрçăра çухални çинчен хыпар илтĕмĕр. Унтан Михалăн вилнĕ хучĕ килчĕ, атте çинчен пĕр хыпар та килмен. Вăрçă çамрăксене питĕ ир çитĕнтерчĕ. Окоп чавса килнĕ хыççăн Йĕпреçе тата Улатăра вăрман касма илсе кайрĕç. Хамăр ялти Иулита /Укаç аппасен\, Елена /Зарема Фадеевнăсен\, Клавье /Павел Михалчсен\, Униççе /Антон Ефремовичсен\ ятлă хĕрсемпе кайрăмăр. Униççе пирĕн бригадирччĕ. Вăл пирĕнтен аслăрах пулнă та ĕç майне питĕ пĕлетчĕ. Унта та ĕç ансат пулман, 3 метрлă пĕренесене çырма тĕпĕнчен аран-аран сĕтĕреттĕмĕр. Аслисемпе пĕр шай е тепĕр чухне вĕсенчен те ытларах ĕçлеттĕмĕр. Çав тертлĕ çулсен вĕçĕ нихăçан та пулмасть пуль тенĕччĕ. Мĕнле чăтнă çав вăхăтсене, пĕлместĕп. Вăрçă хыççăн колхозра та чукун çул çинче вăй хунă, ахаль ларман, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Пурнăç хамăн ĕмĕрте тути-масине аван кăтартрĕ. Мĕнле кăна ĕç пурнăçламарăм пуль. Çăпата та тунă, пушăтне Вăрмартан кайса илнĕ, пасара та кайса сутнă, чукун çул çинче ĕçленĕ чухне йывăр мăлатук йăтса миçе километр утман-ши? Хальхи вăхăтра ачасем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ те вĕсене пулăшайманшăн чунтан пăшăрханса выртап вара. Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнать. Ачалăхпа çамрăклăх терт-нушаллă иртрĕç пулин те 92 çултан иртрĕм. Çĕнĕ кун çути куç умне тухни, сивĕ сăмах илтсе курманни, килте ăшă пулни, сĕтел çинче яланах вĕри апат... Телей мар-и вара çакă? Вăрçă нушине текех никам та ан куртăр», - терĕ Валя аппа калаçăва вĕçленĕ май.

Вăрçă кунĕсенче кам мĕн ĕçлеме пултарнă, пурте Çĕнтерÿшĕн пулнă. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ çамрăк ăрушăн патриотизмла воспитани пулнине палăртать те ĕнтĕ.

«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ И.Данилова. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика