Статистика кăтартăвĕсем тăрăх,

çĕршывра коронавируспа чирле-

кенсен, ăна пула вилекенсен шучĕ

ÿссе пырать. Çавна май регионсен-

че çĕнĕ мерăсем йышăнаççĕ. Опе-

ративлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче

Чăваш Ен Пуçлăхĕ О.Николаев рес-

публикăра вакцинăсем çителĕкли-

не, анчах та тем сăлтавпа халăх

вакцинациленме васкаманнине

палăртнă.

«Çитес вăхăтра массăллă ме-

роприятисене ирттерессине

пăрахăçламалла. Çынсем пĕр çĕре

йышлăн пухăнассинчен сыхă тăмал-

ла, йĕрке пур çĕрте те хуçалантăр.

Чире ун чухне, тен, парăнтарма

шанăç пур. Унсăрăн инкек сиксе ту-

хасси те часах», - тенĕ Олег Алек-

сеевич. Вăл мобильлĕ ушкăнсе-

не хăйсен ĕçне çирĕплетмеллине,

йĕркене пăсакансене вăхăтра туп-

са палăртса явап тыттармаллине

каланă. Малашне культура учрежде-

нийĕсене ятарлă QR-код пурри-

сене çеç кĕртме тытăнĕç. Урăх-

ла каласан, кинона е театра, ыт-

ти культура учрежденийĕсене ме-

роприятине кайма билетсем вак-

цинациленни пирки справка пул-

сан çеç туянма пулĕ. «Енчен те

халăх вакцинациленесшĕн мар

пулсан çакăн пек чару мерисем

кăна коронавирус инфекцийĕпе

кĕрешес ĕçре эффективлă пулĕç.

Пирĕн вĕсене ирĕксĕрех йышăнас

пулать», — тенĕ О.Николаев. Лару-

ра общепит предприятийĕсене те

QR-кодпа кĕртме пуçлас ыйтăва

пăхса тухнă. Республикăри сиплев

учрежденийĕсенче коронавируспа

чирлекенсем валли хушма вырăн-

сем йĕркелесси, пациентсем вал-

ли хăтлă условисем тăвасси пир-

ки калаçнă.

Иртнĕ ытларикун вара ЧР

Пуçлăхĕ О.Николаев Чăваш на-

ци телевиденийĕ урлă «Корона-

вирус çулне пĕрле пÿлетпĕр!»

темăпа тÿрĕ лини ирттернĕ,

халăха хумхантаракан ыйтусем

çине хуравланă. Çавăн чухнех

вăл республикăра культурă-

па массăллă мероприятисене

ирттерессине вăхăтлăха чарма

йышăннине пĕлтернĕ.

Вăрмар районĕнче те çак кун-

сенче коронавирус инфекцийĕ

сарăлассипе кĕрешекен Опера-

тивлă штабăн ларăвĕ иртнĕ. Лару-

ра районта коронавируса вăй ил-

ме памалла мар, унпа кĕрешес тĕ-

лĕшпе мерăсене çирĕплетмелле

тесе йышăннă. Чирлĕ çынсене ма-

ларах тупса палăртмалла, вĕсе-

не кирлĕ медицина пулăшăвĕпе

вăхăтра тивĕçтермелле, вакци-

наци пункчĕн ĕçне малалла та

çирĕп йĕркелесе пымалла. Обще-

ствăлла транспортра, пурăнмал-

ли çурт-йĕрсенчи подъездсенче,

халăх йышлă пухăнакан вырăн-

сенче дезинфекци ĕçне малалла

тăсмалла. Ятарлă ĕçлĕ ушкăн та

халăх хăрушсăрлăх мерисене еп-

ле пăхăннине тĕрĕслесех тăрĕ.

Районта вакцинаци ĕçĕ малал-

ла пырать. Районти тĕп больницăн

вакцинаци кабинетĕнчен пĕлтернĕ

тăрăх, çак вăхăт тĕлне вакцинăн

пĕрремĕш компоненчĕпе 4487

çын прививка тутарнă, иккĕмĕш

компоненчĕпе — 4200 çын, вĕсен-

чен 71 çын ревакцинаци тутар-

нă. Çав шутра 321 çын — медици-

на ĕçченĕсем, 405 çын — вĕрентÿ

ĕçченĕсем, 60 çын — социаллă

ĕçченсем, 60 çултан аслăраххи-

сем — 1239 çын, промышленность

предприятийĕсен тата халăхпа

ĕçлекен сферăн ĕçченĕсем — 424

çын. Пурĕ больницăна 7260 до-

за вакцина кÿрсе килнĕ. Хальхи

вăхăтра Гам-Ковид-Вак тата Спут-

ник лайт вакцинăсемпе прививка

тутарма пулать. Сентябрь уйăхĕн-

че мобильлĕ бригадăсем 22 хут-

чен ялсене тухса çÿресе 130 çын-

на вакцинациленĕ.

«Вакцинаци — коронавируспа

кĕрешмелли чи эффективлă мел,

— вакцинаци пĕлтерĕшне уçса па-

рать район больницин тĕп тух-

тăрĕ О.Волков. — Прививка тутар-

ни чиртен хÿтĕленме те, чир ерес

пулсан вара ăна çăмăллăн ирттер-

се яма та пулăшать. Коронавирус

— сывлăха хавшатакан, пурнăçшăн

хăрушă чир, çавăнпа та пурне те

вакцинациленме чĕнсе калатăп.

Чир алхасакан çак йывăр тапхăр-

та пурин те хăрушсăрлăх мерисе-

не çирĕп пăхăнмалла. Çын йышлă

пухăнакан вырăнсенче маскăсем-

пе, перчеткесемпе усă курмалла,

алăсене тăтăшах ятарлă шĕвек-

пе дезинфекцилемелле. Енчен те

сирĕн чир паллисем пулсан, тÿрех

медицина ĕçченĕсенчен пулăшу

ыйтмалла. Пурте пĕрле кар тăр-

сан кăна эпир çак хăрушă чире

çĕнтерме пултаратпăр».

И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика