Хисеп те куççуль кăларать
Аслă Отечественнăй вăрçă чарăннăранпа – 76 çул, Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене туни 80 çул çитрĕ пулин те ылханлă та хăрушă вăхăтсем нихăçан та асран тухас çук. Чăваш Ен территорийĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма хутшăннă çынсен йышĕ халĕ пирĕн хушăра сахаллансах пырать.
Вĕсен шутĕнчен пĕри - Кивĕ Вĕренерте пурăнакан Лидия Ивановна Яковлева. Вăл Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавма хутшăннă. Хальхи вăхăтра окоп чавма хутшăннисене чыс тăвас тапхăр пырать. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалласа иртнĕ кунсенче Кивĕ Вĕренерти Лидия Ивановна Яковлева килне асăну медалĕ пама çитрĕç. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕн заместителĕ С.Павлова, Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Николаев, Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский /Кавал округĕ\ тата Кавал ял тăрăхĕн художествăлла пултарулăх коллективĕ хутшăнчĕç. Медаль парасси шăп та лăп Лидия Ивановнан çуралнă кунĕнче пулса иртрĕ. Çак савăнăçлă самантра Дмитрий Геннадьевич хисеплĕ ветерана чечек çыххи тата хаклă парне парса хавхалантарчĕ, ăшшăн саламларĕ. Иртнĕ кунсен синкерлĕ саманчĕсене аса илсе ветерана ăнăçу, канлĕ ватлăх сунчĕ. «Тепĕр чухне хăвна хисеплени те куççуль кăларать», - тесе куçне шăлчĕ хисеплĕ ветеран хăйне çапла чыс тунишĕн савăннине пытараймасăр.
1924 çулта çуралнă Лидия Ивановна вăрçă пуçланнă çул 17 çулхи хĕр пулнă. Вăл вăхăтра вăйпитти шутланнă. Ялти ытти çынсемпе пĕрле унăн та 1941-1942 çулсенче окоп чавма тивнĕ. Вăл каласа панă тăрăх, çемьере вĕсем 6 ача çитĕннĕ, Лидия Ивановна чи асли пулнă. Вăрçă тухсанах вĕсен ашшĕ вăрçа тухса кайнă. «Октябрь уйăхĕнче пире окоп чавма Аслă Чак ялĕ çывăхне илсе кайрĕç, хваттере ячĕç. Шартлама сивĕ пулнăран çăпата тăхăниччен малтан урана пăру тирĕпе авăрлаттăмăр, самайччĕ. Çăм алсиш лум тытса наччасрах çăтăлса тухатчĕ. Шăннă çĕре нимĕнпе те катма çукчĕ. Пĕррехинче таçтан сирпĕтекен япала — аманал терĕç - илсе килчĕç те питĕ вăйлă сирпĕтсе пысăк шăтăк алтса хучĕç. Уншăн питĕ хĕпĕртерĕмĕр, хамăра панă норма тулчĕ вара. Апатне те ĕçленĕ вырăнтах çитеретчĕç, шăнса хытса ларатчĕ, пурпĕрех никам та пĕр сас-хура та кăларман, пуçа чикнĕ те ĕçленĕ», - тесе аса илет Лидия Ивановна çав хăрушă та йывăр кунсем çинчен. «Каярахпа вăрман та каснă. Кунта та нимĕн те лайăххине курман, асапĕ çеç пулнă. Эпир тăшмана хирĕç çапла çапăçнă вăл вăхăтра. Тавах Турра, пурнăçĕ халĕ питĕ лайăх, анчах çулĕсем ватлăх еннелле сулăнчĕç ĕнтĕ...», - тесе аса илет тылри йывăр пурнăç пирки хисеплĕ ветеран.
Халĕ Лидия Ивановнан 11 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук. Савăнать вĕсемпе. Туслă та пысăк çемье тăван киле пуçтарăнсан чунĕ çав тери савăннине пĕлтерет Лидия Ивановна Яковлева.
Астăвăм
Вăрмар тăрăхĕнче таврапĕлÿçĕсен хушшинче Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçăн манăçми çулĕсемпе çыхăннă материалсене паянхи ăрăва çутатса парас тĕллевпе ырми-канми тăрăшакансенчен эпĕ пĕртăван Галинăпа Геннадий Матвеевсене палăртса хăварнă пулăттăм. Акă, юлашки 2-3 çулта кăна вĕсем вулакансене çак ярăмпа тÿрремĕн çыхăннă темиçе кĕнеке парнелеме ĕлкĕрчĕç. Хальхи вăхăтра издательствăра кĕнеке кăларма çăмăл мар пулнине пăхмасăрах, канăçсăр чун-чĕреллĕ авторсем умри йывăрлăх-чăрмавсене хăюллăн та шанчăклăн парăнтарса пычĕç. Пирĕнтен ĕмĕрлĕхех аякран та аякка кайса пыракан васкавлă вăхăта нимĕнле хакпа та виçме çук асаилĕве тытса юлни вăл – калама çук чыслă та пархатарлă ĕç. Пĕр çавăншăн кăна Галинăпа Геннадий Матвеевсене таса кăмăл-туйăмпа тав тăвас килет. Паян манăн кăмăл-туйăм каллех çĕкленÿллĕ: эпĕ Вăрмарта пурăнакан Матвеевсенчен вĕсем çырнă «Вăрçă çулĕсенче» ятлă кĕнекине илтĕм те, тÿрех, хаклă вăхăта сая ямасăр, унпа паллашма лартăм. Пытармасăр каласан, Матвеевсем çырса кăтартнă çынсенчен нихăшне те çывăххăн пĕлместĕп эпĕ. Анчах вĕсем ылханлă вăрçă çулĕсенче тылра хастарлăх, фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă вăрмарсем, маншăн та çывăхран та çывăх, тăванран та тăван ентешсем, Сталинградшăн пынă вут-çулăмлă çапăçусенче 23 çултах танк ăшĕнче çунса кĕлленнĕ атте шăллĕ, Николай Кузнецов лейтенант пекех, çав тери сумлă та хисеплĕ çынсем. Тикаш ялĕнчен Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума ытти хĕр-тантăшĕсемпе пĕрле хутшăннă Мария Матвеевна Матвеевăра вара хамăн тăван аннен çутă сăнарне уçăмлăн курса, туйса тăратăп. Улатăр, Пăрачкав, Вăрмар тăрăхĕсенчи метр çурă таран шăннă тăпрана кĕреçе-лумпа касса уçма мĕн тери чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх кирлĕ пулнă Марьесемпе Пăлакисене!
Чăваш çĕршывĕнче хÿтĕлев чиккисем тăвассипе çыхăннă йывăр та тертлĕ ĕç çав çулсенчи истори докуменчĕсенче çырăнса юлнă пулсассăн та, кун пирки мĕн паянхи куна çитичченех официаллă пичетре уçăмлăн та туллин çырса кăтартни пулманччĕ. Матвеевсем хăйсен тăван ашшĕн аппăшĕн Мария Матвеевна сăнарĕ урлă Аслă Чак çывăхне окопсем чавма кайнă хĕрарăмсен вĕçсĕр-хĕрсĕр паттăрлăхне уçса пама тивĕçлĕ сăмахсене тупрĕç. Вĕсем мĕн çырнисем паянтан чул-гранит çине касса çырнă пекех юлĕç. Хÿтĕлев чикки тăвакансен ĕçне Тăван çĕршыв хакламасăр хăварманах. Çакна çирĕплетсе, авторсем çав çулсенчи республикăри хаçатсенче кун çути курнă истори пĕлтерĕшлĕ документсемпе хĕрÿ вăхăта «тытса юлнă» сăнÿкерчĕксемпе усă курнă.
«Вăрçă çулĕсенче» кĕнеке Геннадий Матвеевăн вырăсла çырнă «Сурский рубеж» сăввипе вĕçленет. Прозăра кăна мар, поэзире те самаях ăнăçлă, шанчăклă утăмсем тăвакан хăйĕн тĕллевне чыслăн пурнăçлани куçкĕрет. Эпĕ сăвăн тĕп шухăшĕпе килĕшетĕп: çав çулсенчи тыл ĕçченĕсен паттăрлăхне нихăçан та манмĕ ман çĕршыв-анне.
Г.КУЗНЕЦОВ.
«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ И.Данилова. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.