Хисеплĕ ватăна медальпе чысланă
Кĕлкеш ял тăрăхĕнче пурăнакан, Хусан хÿтĕлев чиккине чавма хутшăннă Зоя Семеновна Павловăна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитнĕ ятпа асăну медалĕпе наградăланă.
Хисеплĕ ватăна райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов, райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕн заместителĕ С.Павлова, Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Кузьмин чысланă.
Зоя Семеновна — тыл ĕçченĕ. Вăл 1927 çулхи майăн 10-мĕшĕнче Кĕлкеш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ, çичĕ ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Унăн ĕç кун-çулĕ вăрçă вăхăтĕнче тăван ялĕнче пуçланнă. 14 çултанах Канаш районĕнче вăрман хатĕрлекен бригадăра вăй хунă. Хăйсен ялĕсемпе пĕрле Хусан хÿтĕлев чиккине тума хутшăннă, окопсем, траншейăсем чавнă, çĕрпÿртсем тунă. Вăрçă хыççăн тăван колхозра рабочире ĕçленĕ. 1982 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă, анчах та ĕçлеме пăрахман, пăру пăхаканра тăрăшнă.
Мăшăрĕпе Михаил Павлович Павловпа пĕр хĕрпе виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Вăрçă суранĕсене пула мăшăрĕ çамрăклах çак тĕнчерен уйрăлса кайнăран Зоя Семеновнăн ачисене пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Зоя Семеновна «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале, Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейлă медалĕсене тивĕçнĕ.
Паттăрлăхĕ ĕмĕр манăçми
Кăçалхи сентябрь уйăхĕн вĕçĕнче «Çĕнтерÿ» /«Победа»\ телеканалăн яваплă ĕçченĕсем Роза Николаевна Петровăна /Ахтимировăна\, вăл Тăвай районĕнчи Тенеяль çынни, тата мана, Валентина Кузьминична Черновăна /Тимушкинăна\, Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнчен тухнăскере, Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿшĕн Тав» /«Спасибо за Победу»\ уçă онлайн-фестивале хутшăннăшăн Асăнмалăх Дипломсем ярса панă.
Мĕншĕн тивĕçнĕ-ха эпир çак чыса, çак хисепе? Çакăн çинчен «Хĕрлĕ ялав» хаçат урлă çырса пĕлтерес килет. Роза Николаевна та /вăл 82 çулта\, эпĕ те, 86 çул тултарнăскер, — вăрçă ачисем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланса кĕрленĕ вăхăтра пĕчĕк ачасем пулнă эпир.
Сăр шывĕн çыранĕсем çинче тата Хусан хÿтĕлев /Казанский обвод\ чиккисене тума пуçлани 80 çул çитнине халалласа хаçатсенче çырма, радиопа калама тата телевизорпа кăтартма тытăнсан эпир те çĕршыва усал, хаяр тăшманран çăлса, сыхласа хăвармалли паттăрла ĕçсене Чăваш çĕрĕ çинче пурнăçлани пирки тĕрлĕ материалсем, асаилÿсем çыртăмăр, иртнине манăçа хăварас мар тесе, çамрăк ăрăва пĕлтерес тĕллевпе тăрăшрăмăр. Хамăрăн статьясене Тăвайпа Вăрмар районĕсен хаçачĕсене, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсене ярса парса пичетлентĕмĕр.
Унсăр пуçне эпир аса илсе каласа панисене Шупашкар хулин администрацийĕн Вĕренÿ Управленийĕ пуçарнипе тата тăрăшнипе кăларнă «Строители безмолвных рубежей» ятлă кĕнекене кĕртнĕ, каласа паракансен сăнÿкерчĕкĕсене те вырнаçтарнă. Çав кĕнекене хатĕрлесе кăларма ЧР Патшалăх Тĕп Архивĕн ĕçченĕсем те нумай вăй хунă, пулăшнă.
Хальхи вăхăтра ĕнтĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансен паттăрлăхне халалласа кĕнеке кăна кăларман, Алексей Енейкин режиссер кинофильм та ÿкерсе халăх патне çитернĕ. Çамрăк ăру вуласа кăна мар, кино курса та çав вăхăтри пурнăçпа паллашма пултарать.
Чăваш халăхĕн тылри паттăрла ĕçĕсем çинчен кĕнеке çырма шухăш çуралсан, Шупашкар хулин администрацийĕн Вĕренÿ Управленийĕ хулари пур шкулсен руководителĕсене кĕнеке кăлармашкăн кĕске вăхăтра материал пухса хатĕрлеме ыйтнă. Пуçланнă шкулсенче хĕрÿ ĕç. Аслă классенче вĕренекен ачасене явăçтарса вĕрентекенсем Сăр тата Тăвай тăрăхĕсене çул тытнă, хальхи вăхăтра пурăнакан, хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсене шыраса тупнă. Унсăр пуçне çав паттăрла ĕçе пурнăçлама хутшăннă çынсем çинчен пĕлекенсен асаилĕвĕсене çырса илсе кĕнеке валли материал пухнă.
Кĕнекене кĕнĕ хăш-пĕр статьясене, çав шутра пирĕн асаилÿ калавĕсене, «Çĕнтерÿ» телеканал йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿшĕн Тав» уçă онлайн-фестивале хутшăнма тăратнă. Конкурса кăçалхи майăн 9-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ. Роза Николаевнăн тата манăн асаилÿ калавĕсем Асăнмалăх Дипломсене тивĕçнĕ. Роза Николаевна Хусан хÿтĕлев чиккисене Тăвай районĕн ялĕсем патĕнче туни çинчен, эпĕ Тăвай районĕнчи Тенеяль çумĕнчен иртсе Вăрмар районĕн Хĕрлĕçырпа Тикаш ялĕсем патĕнче /Кĕтне шывĕн кăнтăр çыранĕнче, Мăрат сăрчĕсем çинче\ хатĕрленĕ хÿтĕлев чиккисем çинчен каласа панă. Пирĕн асаилÿ калавĕсене онлайн-фестивале тăратма Шупашкар хулинчи 6-мĕш номерлĕ шкулти вĕрентекен Раиса Геннадьевна Пыркова пулăшнă.
В.ЧЕРНОВА /Тимушкина/.
Н.ЛИСИЦКАЯ
Сăр чикки
Эшелон, эшелон... Пуйăссем
Ыткăнаççĕ хĕвеланăç енне.
Хаяр сасă параççĕ тупăсем,
Çывăрмаççĕ тылра юлнисем.
Шухăш халĕ кашнин пуçĕнче:
«Курас марччĕ тăшман мăшкăлне,
Лекес марччĕ вĕсен аллине,
Хÿтĕлесчĕ çĕрне те шывне».
Хĕрĕх пĕрремĕш çул... Кĕркунне...
Талпăнать нимĕç тĕп хуламăр енне.
Тейĕн, кур-ха, вăйли вăл пĕрре,
Кăтартма хăтланасшăн пăсне.
Пĕлмест-ха хăй, мĕскĕн, вырăс ăсне,
Ушкăнпа кар тăма пĕлнине.
Вăйпа çеç хуçаймăн шăпăрне.
Вăхăт çитĕ... Вăл кăтартĕ хăйне.
Хыпар пулнă пĕрре ирхине:
Тумалла хÿтĕлев чиккине.
Тăсăлать Хусантан Сăр енне,
Вĕçлеме шухăшлаççĕ хĕл тĕлне.
Курма пÿрчĕ кунта нушине
Тылра юлнă ватти-вĕттине.
Шанăç пулнă çавах яш-кĕрĕмре.
Вĕсем тÿснĕ сиввине, выççине.
«Ан курсамччĕ, ачам, эпир курнине», —
Хурланса ас илсе иртнине
Кукамай шав шăлать вĕри куççульне,
Тыткалать аллипе чĕрийĕ тĕлне.
Манас çук нихăçан вĕсене —
Аслă вăрçăн хаяр кунĕсене.
Тăсăлать хÿтĕлев чиккийĕ
Хусантан Сăр енне,
Асра хăварасчĕ кашни паттăрне.
Шăхаль ялĕ.
«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.Данилова хатĕрленĕ.