Август уйăхĕ çĕр ĕçченĕшĕн хĕрÿ тапхăр - вырма вăхăчĕ пулнă май хальхи юнкун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче хускатнă тĕп ыйтусенчен пĕри Чăваш Республикинче уй-хир ĕçĕсем епле пыни пирки пулчĕ. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту вăл - РФ пенси тытăмĕнчи улшăнусем. Çавăн пекех калаçу вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфраструктурăна аталантарассипе, хула хутлăхне йĕрке кĕртессипе çыхăннă проектсене пурнăçласси пирки те, ЧР территорийĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕ, çынсене шыв çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли мерăсем çинчен те пулчĕ.
Пĕрлехи информаци кунне пирĕн района яваплă çынсем - ЧР строительство, архитектура тата çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова килсе çитрĕç, райадминистраци пуçлăхĕпе А.Васильевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттерчĕç. Унтан информушкăн членĕсен ĕç кунĕ Вăрмар хула, Чупай, Пинер, Шăхаль ял тăрăхĕсенче малалла тăсăлчĕ.
Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина Вăрмар поселокĕнчи 32 номерлĕ аптекăна çитсе унти коллективпа тĕл пулчĕç, кун йĕркинчи ыйтусем тавра калаçрĕç. Унтан вĕсем поселокри культурăпа кану паркне çул тытрĕç. Парк шăпи район çыннисене чылай çул пăшăрхантарать. Хальхи вăхăтра кунта реконструкци енĕпе ĕçсем пыраççĕ - ватăлнă йывăçсемпе тĕмсене касаççĕ, территорине планлаççĕ, ăшă пăрăхĕсене урăх çĕре куçарма палăртнă. Çак ĕçсене пурнăçлама аукционра çĕнтернĕ «Успех» тулли мар яваплă обществăна шанса панă.
Малалла информушкăн членĕсем Вăрмар поселокĕнчи Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти лару-тăрупа паллашрĕç. Кăçал кунта кĕçĕн классене вĕрентмелли çуртра «2012-2020 çулсенчи вĕрентÿ аталанăвĕ» ЧР патшалăх программи шайĕнче тĕп юсав ĕçĕсен виççĕмĕш тапхăрĕ пырать. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама 4,444 млн тенкĕ уйăрнă, çав шутра республика бюджетĕнчен 4 млн тенкĕ, вырăнти бюджетран - 444 пин. Яваплă çынсене «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи ĕç-пуç та кăсăклантарчĕ. Вĕсем пĕчĕк пăрусене усрамалли витене, сĕт-çу фермине кĕрсе курчĕç, хĕле валли курăм хатĕрлес ĕç епле пынипе интересленчĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ - ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев Шăхаль ял тăрăхне çитсе курчĕ. Кунта вăл ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕпе Г.Волостновăпа тата «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕн руководителĕпе В.Иваншкинпа пĕрле йĕтем çинче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, районта тата республикăра вырма ĕçĕсем епле пынипе паллаштарчĕ. Пушар сиксе тухасран мĕнпур правилăсене çирĕп пăхăнмаллине, хирте ĕçлекен техника çинче çулăмпа кĕрешмелли хатĕрсем /огнетушитель, кĕреçе, шыв тата ытти те/ пулмаллине, хăрушсăрлăх техникин нормисем пирки манмалла маррине асăрхаттарчĕ. «Шигали» ЯХПК руководителĕ В.Иваншкин хуçалăхра вăй хуракансене ырларĕ, тăрăшса ĕçленине палăртрĕ. Акă, В.Иванова, Г.Матвеева, Е.Матвеева, З.Илларионова кунне тăватă тоннăран кая мар тырă алласа тасатнине пĕлтерчĕ.
Пухăннисем аслăрах çулхи çынсем пулнă май вĕсене РФ пенси тытăмĕнчи улшăнусем хумхантарнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар, тĕл пулура кун пирки ыйту чылай пулчĕ. Саккун проектĕнче пенсие тухмалли ÿсĕме арçынсемшĕн 65 çула, хĕрарăмсемшĕн 63 çула çитермеллине каланă. Улшăнусене 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕртме пуçлама палăртнă. Пенси ÿсĕмне хăпартни ĕçлемен пенсионерсен пенси шайне ÿстерме май парать. Çĕршыври демографи лару-тăрăвне шута илмелле. Маларах пĕр пенсионершăн 3,7 ĕçлекен çын страховани укçи тÿленĕ пулсан, халĕ 1,8 çын кăна. Çапла улшăнусем тума пурнăç хăех хистет тесен те йăнăш мар.
Ĕç шавĕ йĕтем çинче кăна мар, уй-хирте те кĕрлесе тăрать. Яваплă çынсем хире тухса комбайнерсемпе тĕл пулчĕç. Кунта «Енисей-1200» комбайнсемпе В.Федоров тата Г.Иваншкинпа А.Иваншкин /ашшĕпе ывăлĕ/ вăй хураççĕ. Николай Михайлович вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки ыйтса пĕлчĕ, ĕç условийĕсемпе кăсăкланчĕ. Хуçалăхри тепĕр комбайнпа /«Акрос-530»/ Владимир Яковлевич хăй ĕçлет. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, кунне вăтамран 45 гектар выраççĕ вĕсем. Вырнă тырра йĕтем çине Н.Долговпа В.Шурка турттараççĕ. Августăн 16-мĕшĕ тĕлне кунта кĕрхи культурăсене 150 гектар çинчен çапса тĕшĕленĕ, 2700 центнер тĕштырă пухса кĕртнĕ. 30 гектар çинчен 500 центнер çурхи тулă çапса илнĕ, сарă пăрăç /горчица/ пухса кĕртнĕ ĕнтĕ /53 гектар çинчен 400 центнер/, шăпах эпир пынă кун ăна туянас текенсем Воронежран килсе çитнĕччĕ кунта.
Каялла килме тухнă чухне Николай Михайлович «Слава» тулли мар яваплă обществăна та кĕрсе тухрĕ. Хуçалăх пуçлăхĕпе Вячеслав Федорович Павловпа складсенчи сарă тинĕс евĕр сарăлса выртакан тырра кайса пăхрĕç. Ытти хуçалăхсенчи пекех кунта та халĕ вырма ĕçĕ пырать. Унсăр пуçне кĕрхи çĕртме валли 200 гектар çĕр хатĕрленĕ. Хире тухса курнă май «Гелиос» сортлă çурхи урпа пусси куçа илĕртрĕ, ăна çак кунсенче вырма тухмаллине палăртрĕç. Ытти культурăсем те çитĕнтереççĕ хуçалăхра - çурхи тулă, сĕлĕ. Кĕрхи тулла çапса тĕшĕленĕ ĕнтĕ.
«Слава» тулли мар яваплă обществăра пĕрремĕш çул кăна мар хĕвелçаврăнăш акса туса илессипе те ĕçлеççĕ. Кунта вăл 130 гектар çинче çитĕнет. «Хĕвелçаврăнăш лайăх пултăр тесен ăна айлăм, йĕпе вырăнсенче акмалла мар», - палăртрĕ çак культурăна çитĕнтермелли вăрттăнлăхсене туллин пĕлсе çитнĕ Вячеслав Федорович сап-сарă ана çумĕн-чен утнă май. Çапла ĕç вĕресе тăрать кунта. Çак кунсенче кĕрхи тулă акма тухасшăн.
Кун вĕçленсен информушкăн членĕсем пĕрле пухăнса хăйсен ĕçне пĕтĕмлетрĕç, тĕл пулусем ăнăçлă иртнине, кун йĕркинчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тивĕçлĕ шайра пăхса тухнине палăртрĕç.
А.ЧЕРНОВ, И.ДАНИЛОВА.