«Пултаруллă çын пĕтĕм енчен пултаруллă», — текен каларăш Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче пурăнакан Ольга Федоровна Быстрова çинченех пулĕ, мĕншĕн тесен çак илемлĕ те вашават хĕрарăм пысăк хастарлăхпа палăрса тăрать, ĕçре те вăр-вар, юрра-ташша та ăста, ал ĕçĕ тăвассипе те пултарать.
Ольга Федоровна çак ялтах, Кĕçĕн Шăхалĕнчех, нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Шăхальти 10 класлă шкултан вĕренсе тухнă. Унтан Мускав хулине çул тытнă, бухгалтер спецальноçне алла илнĕ. Пĕр хушă Йошкар-Ола хулинче юридици енĕпе ĕçлесе пурăннă. Анчах тăван тăрăх хăй патнех туртнă Ольга Федоровнăна, çавăнпа тăван килне таврăнса унта тĕпленнĕ. Малтанлăха колхозри 4-мĕш бригадăн бригадирĕнче тăрăшнă, унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех «Шигали» ял хуçалăх производство кооперативĕнче кадрсемпе ĕçлекен инспекторта вăй хунă. Нумай çул Кĕçĕн Шăхаль ял старостин тилхепине тытса пырать, хăйĕн тивĕçĕсене яваплăн пурнăçлать.
Ольга Федоровна ал ĕçĕпе кĕçĕн классенче ăс пухнă чухнех кăсăкланма пуçланă, чи малтанах вăл çăм арлама, унтан тĕрĕ тĕрлеме вĕреннĕ. Ун хыççăн вара çыхма та тытăннă. Çавăн пекех лентăсенчен чечексем ăсталама та, çĕлеме те пĕлет. Алли чăннипех те ылтăн. Хальхи вăхăтра Ольга Федоровна ытларах çыхма кăмăллать, пушă вăхăт пулсанах алла çип тытать те çыхма пуçлать, йĕппе те çыхать, çекĕлпе те. Унăн ăста аллисем мĕн тĕрлĕ алсиш-нуски, тутăр, косынка, накидкăсем, салфеткăсем, вĕри савăта тытмалли прихваткăсем, мунчаласем çыхман пулĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ, тĕрлĕ эрешлĕ япаласем куçа илĕртеççĕ, çемçе çипрен çыхнă алсиш-нуски: «Мана тăхăнса пăх-ха, мана тăхăнса пăх-ха», — тенĕнех туйăнать.
«Хам çыхнă япаласене ытларах тăвансене, юлташсене валеçсе паратăп, çывăх çыннăмсене савăнтарма юрататăп. Вăрмар поселокне е Шупашкаралла çул тытсан кашнинчех çип туянса килетĕп, пушă вăхăт пулсанах çыхма ларатăп», — кăмăллăн каласа пачĕ ал ĕç ăсти, шкап алăкĕсене уçса кăтартрĕ. Унта вара — темĕн тĕрлĕ çип çăмхисем туллиех.
Килти ĕçсем валли те вăхăт тупать Ольга Федоровна. Мăшăрĕпе Иван Кирилловичпа иккĕшĕ картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, çулла курăмне хатĕрлеççĕ, пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. «Хĕрĕм Ирина Мускавра ĕçлесе пурăнать, çемьеллĕ, пĕчĕк мăнукăма курма вĕсем патне час-часах кайса çÿреме тăрăшатăп, ăшă нускисем, мунчаласем, ытти япаласем илсе кайса паратăп, хăйсем те килсе çÿреççĕ», — пĕлтерчĕ Ольга Федоровна. Хастар та ĕçчен вăл, Шăхаль ял тăрăхĕнче активистсен йышĕнче. Тăрăшулăхне палăртса пĕрре кăна мар хăй ĕçленĕ çĕртен, районтан тĕрлĕ грамотăсемпе, тав çырăвĕсемпе чысланă ăна, çав шутра Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамоти те пур. Çак наградăсене Ольга Федоровна чăннипех те тивĕçлĕ.
И.ДАНИЛОВА.