Апрелĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев Раççей Правительствин вице-премьерĕпе В.Абрамченкопа тĕл пулса Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕпе тата экологи сферипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, çав шутра регионта хăмла çитĕнтерес ыйтăва та пысăк тимлĕх уйăрнă.
РФ Правительствин вице-премьерĕ В.Абрамченко палăртса каланă тăрăх, малашлăх тĕллевĕсем хушшинче — чăваш хăмлине çитĕнтерес ĕçе анлăлатасси, хăмла продукчĕсен производствин шайне ÿстересси /ку вăл импорта хамăр патăмăрта туса кăларакан таварпа улăштарма май парать/.
Хăмла çитĕнтересси — Чăваш Республикишĕн йăлана кĕнĕ отрасль, пирĕн регионта мĕн авалтан хăмла лартса çитĕнтернĕ. Раççейре туса илекен хăмлан 90 проценчĕ /185 тонна/ Чăваш Республики çине пырса тивет. «Наукăри çĕнĕлĕхсемпе усă курса хăмла çитĕнтерес ĕçĕн калăпăшне ÿстерсех пырăпăр, хăмла экстрактне туса кăларассине тимлĕх уйăрăпăр. Çапла майпа хамăр тăрăхрах хăмла продукчĕсем туса кăларса импорта улăштарассине тивĕçтерĕпĕр», — тенĕ республика Пуçлăхĕ О.Николаев.
Чăваш Енре хăмла çитĕнтерсе тирпейлес тĕлĕшпе вăй хуракан чи пысăк предприятисенчен пĕри — «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество — Вăрмар районĕнче те тухăçлă ĕçлет. Предприяти 40 гектар лаптăк çинче паха сортлă хăмла /«Ранний Московский», «Истринский», «Подвязный»\ лартса çитĕнтерет, çав шутра пĕлтĕр кĕркунне 6 гектар çинче çамрăк хунавсем лартса хăварнă. Çакăн пирки пире «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн коммерциллĕ директорĕн заместителĕ Валерий Николаевич Семенов /ÿкерчĕк çинче/ пĕлтерчĕ.
Предприятинче хăмла çитĕнтерсе тирпейлес ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ. Районта «симĕс ылтăна» 4 участокра лартаççĕ: Мăнçырмара, Кĕтеснерте, Çĕнĕ Вĕренерте тата Кавалта. Хĕрÿ тапхăрта — çуркуннерен пуçласа кĕркуннечченех участоксенче ĕç вĕресе кăна тăрать. Çапла пулмасăр, симĕс калчаран пиçĕ пучах туса илесси пĕрре те çăмăл ĕç мар. Çак тапхăрта участоксенче 60-а яхăн çын вăй хурать.
Татнă хăмлана хамăр районтах тирпейлеççĕ, пресласа тата вĕтетсе /гранулăсем туса/ туянакансем патне — Мускав облаçне, Воронежа, Ижевска тата çĕршывăн ытти хулисене — ăсатаççĕ, хăмлана пучаххипех туянакансем те çук мар. Хăмла продукчĕсемпе тĕрлĕ производствăсенче усă кураççĕ: сăра тунă, çăкăр пĕçернĕ çĕрте, фармацевтикăра.
Çурхи ĕçсем пуçланман-ха, анчах предприятинче алă усса лармаççĕ. Б.Никифоров, А.Соборов, Н.Иванов, Е.Васильев трактористсемпе П.Гурьев водитель валли /ÿкерчĕк çинче/ ĕç хĕлĕн-çăвĕн çителĕклех. Территорине те тасатсах тăмалла, япала турттармалла, кирлĕ çĕре илсе çитермелле тата ытти те. Типĕ хăмлана тасатса тирпейлессипе те ĕçлеççĕ кунта. Çак ĕçе К.Александрова, В.Семенов /ÿкерчĕк çинче\ тата Т.Михайлова пурнăçлаççĕ.
Унсăр пуçне «АгроРесурсы» ĕçченĕсем хăмлана сутма хатĕрлесе преслаççĕ, пысăк михĕсем çине тултарса хураççĕ. Гранулăсем тăвас ĕç те кал-кал пырать. Вĕтетнĕ хăмлана 5-шер килограмм туса фольга пакетсене тултараççĕ. Пĕр курупкана 4-шар пакет хурса кирлĕ çĕре ăсатма хатĕрлеççĕ.
Хăмлапа унăн продукчĕсен пахалăхне Т.Александрова лаборант тĕрĕслесе тăрать. Вăл яваплă та опытлă специалист, ĕçтешĕсем хушшинче пысăк хисепре. О.Аникина, В.Александров, Н.Матвеев хуралçăсем те хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Валерий Николаевич предприяти ĕçченĕсен тăрăшулăхне палăртса ырларĕ, коллектив туслă та шанчăклă пулнине каларĕ.
«Саккассем пур, пирĕн продукцине çĕршывĕпех хапăл туса туянаççĕ. Тĕнчери улшăнуллă лару-тăрăва пăхмасăрах ăнăçлă ĕçлетпĕр», — çапла вĕçлерĕ вăл хăйĕн сăмахне.
Палăртса хăвармалла, виçĕмкун предприятинче пĕлтерĕшлĕ мероприяти пулнă. Çĕршыври хăмлаçăсем, Шупашкарта иртнĕ семинара пухăннăскерсем, «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн учредителĕ А.Вальшников ертсе пынипе Вăрмар районне те килнĕ, ентешĕмĕрсен опычĕпе паллашнă. Хăнасем Кĕтеснерти хăмла участокне çитсе унти техникăна — хăмла типĕтмелли хальхи йышши агрегата, хăмла татмалли çĕнĕ йышши комбайна — курса вĕсен ĕçне тишкернĕ.
И.ДАНИЛОВА.