Агропромышленноç комплексĕ район экономикин тĕп секторĕ, çавăнпа та унăн тухăçлăхĕнчен районти социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕн çирĕплĕхĕ те килет.
«Чăваш Енри аграри секторĕн аталанăвĕн тĕп факторĕ – ялта фермерсен ĕçне аталантарасси. Çавна май çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерес, ялта ĕçлесе пурăнма илĕртес, çемье институтне çирĕплетес ыйтусене те татса пама пулать», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов. Ялта пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармалли, ял çыннисене патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшмалли тĕрлĕ мерăсем тăтăшах вăя кĕреççĕ, çĕнелсе пыраççĕ. Çакăн пек пулăшусенчен пĕри ку вăл грантсем. Ĕç-пуç калăпăшне кура вĕсен суммисем, ячĕсем расна. Республикăра, çав шутра Вăрмар районĕнче те, «Агростартап», «Çемье ферми», «Агропрогресс», «Перспектива» грантсем пурнăçланаççĕ.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2012-2021 çулсенче выльăх пăхакан çемье фермисем — 93, 2012-2020 çулсенче ĕç пуçаракан фермерсем – 343, 2016-2021 çулсенче ял хуçалăхĕнчи потребительсен кооперативĕсем – 16, 2019-2021 çулсенче «Агростартап» программăпа — 51, 2021 çулта «Перспективăпа» 21 грант /пĕтĕмпе 2 миллиард тенкĕлĕх/ илнĕ. Ăна производствăра явăçтарса 1545 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. ЧР Ял хуçалăх министерстви грант парса пулăшу кÿреси 2012 çултанпа пырать. Çак вăхăтранпа Вăрмар районĕнчи 23 фермер грант пулăшăвĕпе усă курнă.
Вăрмарта сĕт-çу завочĕ хута кайĕ
Вăрмар районĕнче паянхи кун 10 ял хуçалăх предприятийĕ, 78 хресчен-фермер хуçалăхĕ, 2 ял хуçалăх потребительство кооперативĕ, 4 çемье ферми, 10 541 уйрăм хушма хуçалăх. 2021 çулта 8 хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ пĕлтĕр сыр производствине хута ярассипе 9,2 миллионшар тенкĕлĕх «Перспектива» грант çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех иртнĕ çул пурлăхпа техника базине аталантарма «Зеленая долина» ял хуçалăх потребительство кооперативне сĕте тирпейлемелли производствăна хута яма 38,2 миллион тенкĕлĕх грант пулăшăвĕ панă. «Зеленая долина» кооператив 2020 çулхи март уйăхĕнче регистрациленнĕ. Грант пулăшăвĕпе, хăйсен укçи-тенкипе кооператив малтанхи Вăрмарти çăкăр завочĕн мĕнпур пурлăхне 5,9 миллион тенкĕлĕх туяннă. «Производство пÿлĕмĕсене пурне те тĕпрен юсатпăр, планпа палăртнă тăрăх пулса пырсан Вăрмар районĕнче сĕт-çу заводне хута ярас тетпĕр. Сĕте хамăр районти, тен, ытти районсенчи фермерсенчен те туянăпăр. Малтанлăха 15-20 çын валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртатпăр», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче кооператив председателĕ Сергей Вячеславович Михайлов.
Пĕлтĕр грант çĕнсе илнĕ, кăçал вара, февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче, объектра палăртнинчен чылай малтан юсав ĕçĕсем пуçланнă. Иртнĕ кунсенче райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов, унăн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров, Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмарти станци начальникĕ В.Александров пулас сĕт заводĕнчи юсав ĕçĕсемпе паллашнă. Яваплă çынсене кунти лару-тăрупа «Зеленая долина» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ С. Михайлов хăй паллаштарнă. Кунта хальхи вăхăтра çуртăн тăррине улăштарнă, çĕнĕ чÿрече блокĕсем лартнă. Шалти ĕçсем те пыраççĕ: урайне сараççĕ, стенасене тимĕр профлистасем çыпăçтараççĕ, тÿпесене тÿрлетсе якатнă хыççăн латекслă сăрăпа сăрлаççĕ. Шупашкарти «СУ-21» тулли мар яваплă общество подрядлă организаци представителĕ палăртнă тăрăх, пур ĕçсен 50 процентне пурнăçланă. Малашне тулти стенасене çиелтен тимĕр сайдинг çапса тухмалла, электрикăна монтаж тумалла, шалти хăтлăх ĕçĕсене пурнăçламалла. Юсав ĕçĕсене вĕçлемелли строительство материалĕсене йăлтах туянса хунă. Подрядчик юсава май уйăхĕн вĕçнелле туса пĕтерме шантарать. «Ĕçсене пур нормативсене пăхăнса завод ăнăçлă ĕçлетĕр тесе пурнăçлатпăр. Производствăра кирлĕ пур пÿлĕмсене те пăхса хăварнă: сĕт-çу цехĕ, хатĕр продукцие упрамалли склад, лаборатори, технолог кабинечĕ тата ытти пÿлĕмсем. Кунта ĕçлекен рабочисем валли те условисем хатĕрлеççĕ: хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм, душ кĕмелли», - ăнлантарса панă калаçу вăхăтĕнче Сергей Вячеславович. Калаçăва малалла тăснă май вăл хатĕр продукцие туса кăларас ыйтăва та хускатнă. Тĕрлĕрен сĕт продукцийĕ туса кăларнисĕр пуçне мороженăй производствин линине хута ярасси çинчен ĕмĕтленнине пĕлтернĕ. Çак зданирех Вăрмарсем çав тери кăмăллакан пылак шыв /лимонад\ цехне те ĕçлеттерсе ярасшăн мал ĕмĕтлĕ çамрăк.
«Кăмăлтан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕп кунта мĕн курнипе. Ĕçсем кал-кал пыраççĕ. Юсава ăнăçлă вĕçлеме сунатăп, районта çĕнĕ производство хута ярасса кĕтетпĕр. Районта çакăн пек маттур, пысăк тавракурăмлă çамрăксем пĕлтерĕшлĕ ĕç ярса илнĕшĕн чăннипех те савăнатпăр», - пĕлтернĕ хăйĕн шухăшне район администрацийĕн пуçлăхĕ Д. Иванов.
Мĕн пуррипе лăпланасшăн мар
Райадминистраци пуçлăхĕ Д.Иванов, унăн заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Н.Николаев, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешкен станци руководителĕ В.Александров Кивĕ Вăрмарти «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕçĕпе паллашнă. Ку хуçалăхра аш-какай валли мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ.
Аса илтеретпĕр, 2020 çулта «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуçалăхĕ «Фермер ĕçне пуçăнакан» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 4 миллион тенкĕлĕх грант выляса илнĕ. Грантпа тата хăйĕн укçи-тенкипе ангар туса лартнă, выльăх апачĕ салатмалли агрегат, прицеп, тырă авăртмалли, çамрăк вăкăрсем туяннă. Грантпа 100 проценчĕпех усă курнă. Хуçалăх пуçлăхĕ А.Михайлов яваплă çынсене кунти ĕçпе паллаштарнă. Паянхи кун хуçалăхра Герафорд ăратĕнчи 35 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Фермăра выльăха усрамалли пур условисене те пăхăнса ĕçлеççĕ, выльăха пахалăхлă апатпа тивĕçтереççĕ. Выльăх-чĕрлĕх усранисĕр пуçне ÿсентăран та çитĕнтереççĕ, 60 гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ. «Хальхи вăхăтра хамăрăн вăйпа выльăх хупмалли тăррине витнĕ карта тăватпăр. Кăçал мăйракаллă шултра выльăх йышне 100 пуç таран çитерме палăртатпăр. Мĕн пуррипе лăпланса ларасшăн мар эпир, малалла аталанмалла», - каласа панă тĕлпулу вăхăтĕнче Алексей Олегович. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ В.Александров Вăрмар район территорийĕнче чрезвычайлă эпизооти лару-тăрăвĕнчен сыхланас тĕллевпе ветеринари докуменчĕсемсĕр ют çĕртен выльăх-чĕрлĕх илсе килме юраманни пирки асăрхаттарнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов хуçалăхра мĕн курнипе кăмăллă пулнă, çамрăк фермера малашне те ăнăçусем суннă.
«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ Э.МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ.