YandutovaКашни çыншăн хăй çуралса çитĕннĕ вырăн, ачаран калаçса ÿснĕ тăван чĕлхе çав тери çывăх. Тен, çамрăкрах чухне эпир çакна туллин ăнланаймастпăр пулĕ, анчах çулсем иртнĕçемĕн тăван тăрăх та хăй патне ытларах туртать, тăван халăхăмăрăн ĕмĕрхи йăли-йĕркисене, хаклăхĕсене те чунпа йышăнма пуçлатпăр.

Ачасене мĕн пĕчĕкрен патриотла воспитани парса, тăван чĕлхене юратма хăнăхтарса, йăх-несĕлĕмĕрсем ăçтан тымарланнине ăнлантарса ÿстерни вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, ура çинче çирĕп тăма пулăшать, кунта вара чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен тÿпи пысăк.

Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Надежда Николаевна Яндутова 32 çул ĕнтĕ ачасене чĕлхе вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать, литература илемне курма хăнăхтарать. «Лайăх педагог пулас тесессĕн хăв вĕрентекен предмета юратмалла» — çак сăмахсене девиз вырăнне хурса ĕçлет вăл.

Надежда Николаевна Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтернĕ хыççăн, 1986 çулта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. 1990 çулта, алла диплом илнĕ хыççăн, тăван шкулĕн­че вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă, 1995 çултанпа вара — тăван чĕлхепе литература предмечĕсене.

Вĕрентекенĕн хăйĕн професси ăсталăхне яланах туптаса тăмаллине, пурнăçпа тан утмаллине тĕпе хурса Надежда Николаевна хăй ĕçлекен тата ытти шкулсенчи ĕçтешĕсемпе, ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе, культура ĕçченĕсемпе, урăх сферăсен представителĕсемпе тачă çыхăнура вăй хурать. Педагогикăри мелсемпе майсене анлăлатма район шайĕнче уçă уроксем ирттерет. Час-часах ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса воспитани темипе калаçать. Паллах, тăтăшах тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнать, пĕрре кăна мар хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе палăрнă. «Çулталăк вĕрентекенĕ», «Чи лайăх класс руководителĕ» педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсенче хăйĕн опычĕпе паллаштарнă, «Йăла тата çĕнĕлĕх» номинацинче çĕнтерÿçĕ, «Педагогикăлла хавхалану» номинацинче лауреат пулса тăнă. Çулсерен чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен республика шайĕнчи «Тăван чĕлхепе литература вăрттăнлăхĕсем» интернет-конкурса хутшăнать, темиçе хутчен те Пĕтĕм чăваш диктанчĕн отличникĕ пулнă. Унсăр пуçне урок ирттермелли методика ĕçĕсем çырса хатĕрлес енĕпе те активлă.

Туллин каласан, Надежда Николаевна юратнă ĕçĕнче пултаруллă та хастар, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакна унăн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсем те çирĕплетеççĕ. Унăн воспитанникĕсем регионта чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиадăн муниципалитетри тапхăрĕнче призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Чă­ваш çыравçисен произведенийĕсе­не вулассипе иртекен конкурсра, «Тăван чĕлхем — чăваш чĕлхи» сочиненисен конкурсĕнче, «Туслăх хĕл­хемĕ» наци культурин фестивалĕнче, «Упрар тăван чĕлхемĕре» конкурсра, тĕрлĕ викторинăсенче, интернет-олимпиадăсенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ, Пĕтĕм чăваш диктантне çырса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçеççĕ тата ытти те. Надеж­да Николаевна вĕрентсе кăларнă ачасем хушшинче пурнăçне педагогикăпа, журналистикăпа çыхăнтарнисем сахал мар.

«Уроксенче, урок тулашĕнчи мероприятисенче ачасене «тă­ван çĕршыв», «тăнăçлăх», «ĕçченлĕх», «сапăрлăх», «пĕлÿ» ăнлавсене ăша хывма пулăшма тăрăшатăп. Çамрăк ăру пирĕн мăн асаттемĕрсене, вĕсен çăмăл мар пурнăçне хисеплеме хăнăхтăр тетĕп. Ачасем Тăван çĕре, тăван чĕлхене юратни, тăван ен историне пĕлни, çемье йăлисене хисеплени тата хаклани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ăс-тăнне тарăн пĕлÿпе, ĕмĕрхи хаклăхсемпе пуянлатнă çын кăна чунĕпе аталанать, пурнăçра ирĕклĕ тата творчествăллă пулать», — тет Надежда Николаевна.

Тăрăшулăхне кура, çитĕнекен ăрăва пĕлÿ тата воспитани парас ĕçри ăнăçусемшĕн Надежда Николаевнăна Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн, Вăрмар район администраци пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградăсемпе те чысланă.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика