Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтернĕренпе 77 çул çитсе пычĕ. Шел пулин те вăрçă ветеранĕсенчен паянхи кунччен районта пĕр Георгий Павлович Павлов кăна пурăнать. Вăл Тикаш ялĕнчен. 1927 çулта çуралнăскер паянхи кун 95 çулта. Çĕнтерÿ кунĕ çывхарса пынă май ветеранпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçас тĕллевпе унăн тăван ялне, тăван килне çитсе килтĕмĕр.
Эпир пĕр систермесĕрех çитрĕмĕр хисеплĕ ватă патне, апла пулин те хапхи те, пÿрте кĕмелли алăкĕ те питĕрсе мар. Крыльцаран пÿрте кĕрсессĕнех радио сасси хулленрех илтĕнет. Малти пÿртре чÿрече умĕнче пукан çинче ларать Георгий Павлович чĕререн ĕçмелли эмел инструкцине вуласа. Сывлăх сунса, пÿрте шаларах кĕме ирĕк ыйтса кĕрсессĕнех кăмăллăн чĕнсе илчĕ хăй патнелле. — Çĕнĕ Вĕренертен тăван хĕрĕм Галина Георгиевна патĕнчен икĕ кун каялла кăна таврăнтăм-ха, унтах хĕл каçнă. Халĕ кил урлă пурăнакан тепĕр хĕрĕм Валентина Георгиевна пăхса тăрать, - терĕ ветеран. 95 çула çитнĕ çын çапла ăслă-тăнлă калаçнине илтмен те пулĕ. Çывăхра куçлăх, хаçатсем, икĕ сотовăй телефон. — Тин кăна ялти почтăна хам тăван киле таврăннине шăнкăравласа пĕлтертĕм-ха, çырăнса илекен хаçат-журнала киле çитерсе паччăр малашне, - малалла тăсать сăмахне Георгий Павлович. «Хĕрлĕ ялав», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» хаçатсем, «Здоровье», «Как я выздоровел» журналсем илсе тăрать вăл, вĕсен ячĕсене те ăсран пĕлет. Кун йĕркине пăхăнса пурăнаканскер кунне икĕ хутчен уçăлма тухать, апата та вăхăтпа çиет, радио итлет, телевизор пăхать. Кил-çуртĕнче типтерлĕ, таса, ăшă, кашни япала хăй вырăнĕнче. Хăйĕн çар тумне те вăл типтерлĕ упрать. Сăнÿкерчĕк ÿкерĕнме хаваспах тумланма килĕшрĕ.
Георгий Павлович Совет çарне 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче кайнă, 1951 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕчченех сывлăшпа десант бригадинче службăра тăнă. Георгий Павлович Иваново облаçĕнче, Киргизири Фрунзе, Казахстанри Алма-Ата хулисенче службăра пулнă. Хăй вăхăтĕнче парашютпа 28 хутчен сикнĕ, патшалăх наградисемпе грамотисем те чылай унăн. Службăран таврăнсан Георгий Павлович Шупашкарта коопераци шкулĕнче, унтан техникумĕнче вĕренет. 1953-1963 çулсенче Вăрмарти хатĕрлев кантурĕнче инструктор пулса ĕçлет, 1963-1970 çулсенче Вăрмар поселокĕнчи потребительсен обществин председателĕн заместителĕ, 1970-1976 çулсенче Тикашри шкулта хуçалăх заведующийĕ, 1976-1985 çулсенче «Тегешевский» хуçалăхра профсоюз комитечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ.
2014 çултанпа, мăшăрĕ çĕре кĕнĕренпе, пĕчченех пурăнать вăл. Хĕрĕсем, мăнукĕ Леонид мăшăрĕпе Елена Николаевнăпа кулленхи пурнăçра ăна пăхса, пулăшса пыраççĕ. Кашни çулах Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлама сумлă çынсем пухăнаççĕ, кашнинчех Георгий Павловичăн пурнăç вăрттăнлăхĕсемпе кăсăкланаççĕ, тĕлĕнеççĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче хисеплĕ ватă пĕр хутчен те пирус туртса курман, эрех-сăрапа алхасман. Яланах спортпа туслă пулнă. Паянхи кун та вăл хăш çулта службăра пулнине, хăш числара киле таврăннине, хăш çулсенче ăçта ĕçленине аван астăвать. Паянхи çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх вырăнĕнче хисеплĕ ветеран.
Э.МИХАЙЛОВА.